Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
https://chuvgpu.ru сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк
https://chuvgpu.ru сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Юпа уйӑхӗн варринче чӑвашри паллӑ философ, педагог, шкулпа ӑслӑлӑх ертӳлӗхӗнче вӑрах ӗҫлесе палӑрнӑ тӑрӑшуллӑ та тӑнлӑ ҫын — Шӑмӑршӑ енчи Курнавӑш каччи Герольд Никифорович Плечов тӗпчевҫӗ 90 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Вӑл Чӑваш педагогика институтӗнче вӗреннӗ, кайран унтах вӗрентнӗ, аслӑ ҫыннӑмӑр Иван Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне никам пек мар тимлӗн тӗпчесе кӗнекесем кӑларнӑ. Ун ӗҫӗсене пичете хатӗрленӗ.

Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ Герольд Плечов яковлевҫӑ юбилейӗ тӗлне паха курав йӗркеленӗ, пысӑк конфереци ирттернӗ.

Ватӑ тӗпчевҫе чысласа Раҫҫей философӗсен обществин Чӑваш уйрӑмӗнче — «София шкулӗ» клубра — ирӗклӗ калаҫу ирттернӗ. Студент-философсем хӑйсен аслӑ тусӗн кӗнекисене вулаҫҫӗ. Яшсемпе пӗрле эпӗ те — иртнине аса илсе — ӑна ӑшшӑн саламлатӑп.

Г.Н. Плечов сӑнне-ятне философ-ӑсчахсен пӗрлӗх кӗнекине туллин кӗртме палӑртнӑ.

 

Персона
zolotoyvityaz.ru сӑнӳкерчӗкӗ
zolotoyvityaz.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче ӗҫлекенсем хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

«Культура, телерадиовещани енӗпе тӑрӑшса тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» асӑннӑ учреженири икӗ ҫынна «Чӑваш Республиикн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ«» ят пама йышӑннӑ. Вӗсем: Лидия Белокудренко тата Наталия Егорова.

Лидия Николаевна — телевиденипе радиовещанин информаципе тематика программисен службин информаципе тематика вещанийӗн пайӗн шеф-редакторӗ, Наталия Александровна — асӑннӑ пайӑн ятарлӑ корреспонденчӗ.

Чӑваш Ен радиовне йӗркеленӗренпе кӑҫал 100 ҫул ҫитнӗ, Чӑваш телевиденийӗ вара 65-ре. Ҫавна май уява ҫитес эрнере, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ирттерме палӑртнӑ. Уяв программи 15 сехетре пуҫланӗ.

 

Персона
Ольга Тургайӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ольга Тургайӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ольга Тургая Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Ольга Николаевна – «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче радиовещани пайӗнче шеф-редактор пулса ӗҫлет.

Вӑл 1963 ҫулта Свердлов облаҫӗнче Зюрзя разъездӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Хатӗр пул» журналта, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Ялав» журналта, Чӑваш Республикин Кӗнеке палатинче, телевиденире ача-пӑчапа ҫамрӑксен программисен аслӑ редакторӗ пулса та ӗҫленӗ.

Ольга Тургай — прозаик, публицист, драматург. Унӑн пьесисемпе республикӑри театрсенче спектакльсем лартаҫҫӗ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта 101 ҫулти тухтӑра саламланӑ. Михаил Сорокин тахҫанах тава тивӗҫлӗ канура-ха. Анчах вӑл травматологра ӗҫленине унӑн вӗренекенӗсем тата пӗрле тӑрӑшнисем паян та асра тытаҫҫӗ. Вӑл Хусанти медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1959-1991 ҫулсенче Шупашкар хулинче тӗп травматолог пулса тӑрӑшнӑ.

Михаил Григорьевича черетлӗ сумлӑ ҫуралнӑ кунпа саламлама хулари тӳре-шара тата Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтрекен комплекслӑ центртан пырса ҫитнӗ.

Михаил Григорьевич патне Владимир Путин Президентӑн саламлӑ открыткине те ҫитернӗ. Тата, паллах, чечек ҫыххи тата асӑнмалӑх парне парнеленӗ.

Ватӑ ҫын хӑнасене ӑспа-тӑнпа, ура ҫинче кӗтсе илнӗ, иртни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.

 

Персона

Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ҫак аслӑ шкула 20 ҫул ытла ертсе пынӑ Николай Кириллова халалласа астӑвӑм хӑми уҫнӑ.

Ректор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Надежда Алтынова Николай Кириллович аслӑ шкула ансат мар вӑхӑтра ертсе пынине, ял валли ҫӗр-ҫӗр лайӑх специалист хатӗрленине палӑртнӑ.

Николай Кириллов Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче 1948 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче вӑл 1980 ҫулта анатомипе физиологи кафедринче доцентра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1989 ҫултанпа вӗренӳ ӗҫӗ енӗпе проректор пулнӑ. 1995 ҫулта доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

Николай Кириллович аслӑ шкула 21 ҫул ертсе пынӑ: 1991 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулччен. Вӑл 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пурнаҫран уйрӑлнӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Тӗлӗнмелле паттӑр вӑл – Николай Горшков. 26-мӗш пушар чаҫӗнче водительте ӗҫлекенскер 18 ҫулти хӗре пушарта ҫӑлнӑ.

Ҫав кунхине унӑн канмалли кун пулнӑ. Ялта пушар тухни пирки пӗлтерсен вӑл пӗр тӑхтамасӑр инкек вырӑнне чупса ҫитнӗ.

Унта ӑна пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑм кӗтсе илнӗ, вӑл пӳртре хӗрӗ юлнине, вал унтан тухайманнине каланӑ. Ҫакна пӗлсен Николай Горшков ӗҫтешӗсем килессе кӗтсе тӑман – тӗтӗмлӗ ҫурта кӗрсе хӗре ҫавӑтса тухнӑ.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Галина Лаптенкова 95 ҫул тултарнине уявланӑ.

Вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ.

Шкула кӳршӗ Хутарти шкула вӗренме ҫӳренӗ. Шкул хыҫҫӑн вара Калининӑри педучилищӗре пӗлӳ илнӗ. Педагогика институтӗнче физикӑпа математика факультетӗнче вӗренсе диплом илсен вӑл Приморье тӑрӑхне тухса кайнӑ. Анчах вӑхӑт иртсен тӑван тӑрӑхнех таврӑннӑ, пурнӑҫне педагогикӑна халалланӑ.

Галина Лаптенкова мӑшӑрӗпе 54 ҫул пурӑннӑ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ, виҫӗ ывӑл ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ.

Галина Романовна – тыл ӗҫченӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ырми-канми тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн вӑл тӗрлӗ медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19836
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк усламҫӑ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра палӑрнӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ. Ӑна Мускавра иртнӗ «Ылтӑн кӗркунне» куравра чысланӑ.

Сӑмах – Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Светлана Михопарова пирки. Светлана «АПКри хӗрарӑмсем» конкурсра 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Вӑл Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче «Санккино» сыр савучӗ уҫнӑ, ӑна ертсе пырать. Предприятире талӑкра 25 тонна сӗтрен продукци хатӗрлеҫҫӗ. Пӗр уйӑхра «Санккино» туса кӑларнӑ 80 тонна сыр тӗрлӗ региона ӑсанать.

Сӑмах май, ҫамрӑк усламҫӑ вырӑнти шкула та пулӑшать. Пурӑна киле Светлана Михопарова савутра ӗҫлекенсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтересшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19826
 

Персона
наследиечувашии.рф сайтри сӑн
наследиечувашии.рф сайтри сӑн

Йывӑр чирпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сценин ветеранӗ Валентина Молодцыгина пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Валентина Александровна 1952 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Чӑваш культҫутӗҫ училищин театр уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1976 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне ӗҫлеме килнӗ. Ҫав тапхӑрта вӑл вырӑс тата чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче вун-вун роле калӑпланӑ.

Валентина Молодцыгинӑпа юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Иоанн Кронштадтский храмӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ (Шупашкар хули, Коммуналлӑ Слобода урамӗ, 28-мӗш «А» ҫурт).

 

Персона
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Галина Авдеева 85 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн заведующийӗ Надежда Шикарева саламланӑ. Ватӑ ҫынна юлашки вӑхӑтра асӑннӑ центрӑн ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать.

Галина Авдеева — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫӗ врачӗ. Авдеева тухтӑр медицинӑра 40 ҫул ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтран 30 ҫулне вӑл кардиологи отрасльне уйӑрнӑ, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн Республикӑри кардиологи больницин тӗп врачӗнче тӑрӑшнӑ.

Галина Петровна Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗскер Челепирти медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ хулари тата облаҫри тӗрлӗ учрежденире ӗҫленӗ.

1978 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. 1981 ҫулта кардиодиспансер туса хунӑ хыҫҫӑн вӑл тӗп врач пулса тӑнӑ. Ку должноҫре вӑл 24 ҫул тӑрӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-208457762_12398
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...231
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ