Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Философ Герольд Плечов вуннӑмӗш теҫеткене ваклать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 20.10.2026 19:36 | 218 хут пӑхнӑ
Персона
https://chuvgpu.ru сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк
https://chuvgpu.ru сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Юпа уйӑхӗн варринче чӑвашри паллӑ философ, педагог, шкулпа ӑслӑлӑх ертӳлӗхӗнче вӑрах ӗҫлесе палӑрнӑ тӑрӑшуллӑ та тӑнлӑ ҫын — Шӑмӑршӑ енчи Курнавӑш каччи Герольд Никифорович Плечов тӗпчевҫӗ 90 ҫул тултарнине паллӑ турӗ. Вӑл Чӑваш педагогика институтӗнче вӗреннӗ, кайран унтах вӗрентнӗ, аслӑ ҫыннӑмӑр Иван Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне никам пек мар тимлӗн тӗпчесе кӗнекесем кӑларнӑ. Ун ӗҫӗсене пичете хатӗрленӗ.

Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ Герольд Плечов яковлевҫӑ юбилейӗ тӗлне паха курав йӗркеленӗ, пысӑк конфереци ирттернӗ.

Ватӑ тӗпчевҫе чысласа Раҫҫей философӗсен обществин Чӑваш уйрӑмӗнче — «София шкулӗ» клубра — ирӗклӗ калаҫу ирттернӗ. Студент-философсем хӑйсен аслӑ тусӗн кӗнекисене вулаҫҫӗ. Яшсемпе пӗрле эпӗ те — иртнине аса илсе — ӑна ӑшшӑн саламлатӑп.

Г.Н. Плечов сӑнне-ятне философ-ӑсчахсен пӗрлӗх кӗнекине туллин кӗртме палӑртнӑ.

#Шӑмӑршӑ, #Курнавӑш, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пăшатан // 2029.36.7606
2026.10.21 07:31
Курнавӑш — Елчĕк районĕнчи ял.

Герольд Никифорович Плечов вара чăнах та Курнавӑшра çуралнă. Анчах та ун ачалăхĕ Патăрьел районĕнчи Вăтаелĕнче иртнĕ пулмалла.

Кайран Шупашкарта пурăнма тытăннă.
Пăшатан // 2029.36.7606
2026.10.21 07:37
https://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/10474.html
Валери ТУРКАЙ // 3575.55.3833
2026.10.22 17:25
Плечов - ФИЛОСОФ?!!!!
Ан култарăр-ха мана!!!!!
Плечов филосов пулсан, эп - АСТРОНАВТ!!!
Валери ТУРКАЙ.
Станьял // 4036.84.0794
2026.10.22 23:26
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем