|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри шкулсенче арап чӗлхине вӗренмелли ҫирӗплетнӗ вӗренӳ программи вӑя кӗрӗ. Ҫапла Чӑваш Енри шкул ачисем те тӗнчере сарӑлнӑ чӗлхесенчен пӗрне ӑса хывма пултарӗҫ. Кун пирки Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре арап чӗлхине вӗрентмелли системӑна темиҫе ҫул ӗнтӗ аталантараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, шкул ачисем арап чӗлхипе иртекен олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене виҫӗ ҫул йӗркелеҫҫӗ ӗнтӗ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ предмета кӗртни вӗренӳ учрежденийӗсене вӗренӳри ют чӗлхесен переченьне анлӑлатма май парать. Арап чӗлхине вӗренӳ ӗҫне кӗртессине шкулсем хӑйсем йышӑнӗҫ: ачасен кӑсӑкланӑвне, квалицикациллӗ педагог пуррипе ҫуккине шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Википедире вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Морозовсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин медаль пама йышӑннӑ. «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнисене тата ачиасене тивӗҫлипе воспитани панисене чыслаҫҫӗ. Морозовсем Шупашкар районӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен (хушура хӑш ялтан пулнине тата вӗсем миҫе ача ӳстернине кӑтартман). Орден медальне 4 тата ытларах ача ӳстерекенсене панине шута илсен Ольга Петровна тата Николай Павлович Морозовсен ҫавӑнтан кая мар ывӑл-хӗр пулнине тавҫӑрма йывӑр мар. Кун пек чыслава тивӗҫекенсене 200 пин тенкӗ укҫа парса та савӑнтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() РФ Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Тӗрӗссипе, качча кайма ҫеҫ мар, авланма та. Ҫемье ҫавӑракансене саккун 5 кун таран отпуск илме ирӗк парать. Анчах уншӑн ӗҫрен укҫа тӳлемӗҫ. Ку вӑл ҫын хӑй шучӗпе канассине пӗлтерет. Туя васкамасӑр хатӗрленме 5 кун таран отпуск илме организацин чарма ирӗк ҫук тесе пӗлтерет Раҫҫейӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви. Отпуск илес тесе хут ҫырса памалла. Хӑв шутпа илнӗ отпуска черетлӗ кануран тытса илмӗҫ. Стаж та кунта витӗм кӳмест. Ӗҫе анчах вырнаҫнисем, сӑнав вӑхӑчӗ иртиччен те кун пек отпуска илме юрать. Анчах кун пек чухне вӗсен сӑнав кунӗн шутне отпуск илнӗ кун чухлӗ тӑсса парӗҫ. Сӑмах май каласан, ача ҫуралсан та ҫын хӑй шучӗпе 5 кун отпуск илме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Канаш округӗнчи ҫамрӑксем, Усман Эскеровпа Дарья Садовская, Мускавра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештесе» туй фестивальне кайӗҫ. Фестивале утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗнче, иртӗ. Ҫав кун Чӑваш Енри хӗрпе каччӑ ҫӗршыври ытти ҫамрӑкпа пӗрле пӗр-пӗрне ӗмӗр юратмашкӑн тупа туса ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартӗҫ. Вӗсен юрату историйӗ темиҫе ҫул каялла йӑл илнӗ. Усманпа Дарья «Космонавт» уйлӑхра паллашнӑ. Ун чухне Усман уйлӑхри хыпарсене пӗлтерсе тӑнӑ, Дарья канма килнӗ. Яшпа хӗр кайран та ҫыхӑнӑва ҫухатман. Анчах вӗсем ҫулсем иртсен кӑн тӗл пулнӑ, ҫавӑн чухне туйӑмсем ҫуралнӑ. Усманпа Дарья спортпа туслӑ, ҫул ҫӳреме кӑмаллаҫҫӗ. Тата вӗсем тӑван культурӑна питӗ хисеплеҫҫӗ: чӑвашла юрлаҫҫӗ, кашни ҫул Акатуя ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Зинаида Раймован архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри юрӑҫ Тайландра иртнӗ илем конкурсӗнче палӑрнӑ. Зинаида Раймова Miss Tourism Queen International конкурса хутшӑннӑ та унта вӑл 4-мӗш вице-миссис пулса тӑнӑ. Илем конкурсне 21 ҫӗршыври ҫамрӑк хӗрарӑмсем хутшӑннӑ. Илем конкурсӗнче чи хитри тесе Вьетнам хӗрне палӑртнӑ. Финала лекнисен топӗнче — Камбоджа, Филиппин, Ҫӗнӗ Зеланди ҫӗршывӗнчи хӗрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Ҫул ҫӳреме тата унта-кунта пулса курма юратакансемшӗн тата тинӗс хӗрринче канма кӑмӑллакансемшӗн ку хыпар чӑннипех те ырӑ. Ӗнертенпе, ҫертме уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе, Сочи хулине Шупашкартан «Победа» авиакомпанин самолечӗсем те вӗҫме пуҫланӑ. Авиакомпани самолечӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Краснодар крайӗнчи курорт хулине юпа уйӑхӗчченех ҫыхӑнтарӗҫ. Самолетсем эрнекунсӑр пуҫне кашни кунах вӗҫӗҫ. Шупашкартан вӗсем 14 сехет те 40 минутра ҫула тухӗҫ. Ҫул ҫинче 3 сехет те 2 минут иртӗ. Кӑнтӑрти ҫав хулана «Nordwind» авиакомпани та хутлать. Унӑн рейсӗсем эрнере икӗ хут: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер Пӗрремӗш каналпа эфира тухнӑ «Давай, поженимся» кӑларӑма Ҫӗнӗ Шупашкарти инженер-проектировщик хутшӑннӑ, вӑл савни шыранӑ. 42 ҫулти Кирилл пулас савнин аслӑ пӗлӳллӗ пулмаллине, унӑн йӗркеллӗ профессире ӗҫлемеллине, хӑвӑртлӑха тата вырӑс рокне юратмаллине, конструкторсемпе кӑсӑкланмаллине, шавлӑ ушкӑнра канма пӗлмеллине пӗлтернӗ. Вӑл ачисемпе эрнере 4 хутран кая мар тӗл пулнине, байкӑпа ҫула тухса тухса тӗнче курма ӗмӗтленнине пытарман. Вӑл 10 тӗрлӗ мелпе ҫӑмӑрта ӑшалама пӗлни пирки те каласа кӑтартнӑ. Кирила 31 ҫулти Ирина килӗшнӗ, кӑларӑм вӗҫӗнче вӑл ӑна суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Ен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Хальхинче конкурсра Шупашкар округӗнче Карачура лесничествинче ӳсекен Киремет-юман тупӑшать. Юман — Кӑшавӑш ялӗнчен инҫех мар. Вӑл 300 ҫула яхӑн ӳсет. Ҫӳллӗшӗ – 30 метр. Унӑн пӗлтерӗшӗ те хӑйне евӗр: хӑв вӑхӑтӗнче унта чӑвашсем йӑла-йӗрке туса ирттернӗ, вӑл вӗсемшӗн сӑваплӑ йывӑҫ шутланнӑ. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Чӑваш юманӗшӗн сасӑлас тесен rosdrevo.ru сайта кӗрсе 73-мӗш номере тупмалла. Аса илтерер: 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи 327 ҫулти юман ҫӗнтернӗ, уншӑн 21571 ҫын сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() max.ru/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри 5 ҫемье «Это у нас семейное» ҫӗршыври конкурса хутшӑнса унӑн финалне лекнӗ. Вӗсене Ӗпхӳре палӑртнӑ. Сумлӑ йыша ҫаксем кӗнӗ: Рыжовсем‑Квасовсем, Федоровсем‑Столяренкосем‑Рассказовсем, Пермяковсем, Рахминсем, Митрофановсем‑Федотовсем. Ҫемье командисем хӑйсем епле пурӑннипе, мӗнпе кӑсӑкланнипе тата мӗне курса савӑннипе паллаштарнӑ. Телейлӗ кашни ҫемьен пӗр пеклӗхӗ — ҫемьере «эп» тенине мала хуманни, «эпир» тенине мала кӑларни. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗрне пӗри хисеплеҫҫӗ, ватти те, вӗтти те кун пек ҫемьере хисеплӗ те сумлӑ. Финала тухма пултарнӑ ҫемьесен конкурсӑн финалне хутшӑнмалла. Вӑл утӑ уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() «Контактри» сӑн Пирӗн ентеш аякри регионсем валли ишекен госпиталь хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Сӑмах — РФ юханшыв транспорчӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Алексеев пирки. Вӑл «Порт Коломна» АО командӑпа пӗрле «Лука Святитель» юхан шыв госпитальне тунӑ. Кун валли вӗсене пӗр ҫул ҫурӑ кирлӗ пулнӑ. Борт ҫинче чӑн-чӑн поликлиника евӗрех: тухтӑрсен 25 пӳлӗмӗ, лаборатори, УЗИ, эндоскопи тата рентген пур. Теплоход харӑсах 50 пациента йышӑнма пултарать. Унта медиксем валли те хӑтлӑ условисем хатӗрленӗ: каютӑсем, спортзал, сауна, кухня. Ку уйӑхра ишекен госпиталь пӗрремӗш навигацие кайӗ, ҫитме йывӑр вырӑнсенчи ҫынсене медтӗрӗслев витӗр тухма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
