Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Раҫҫей Тӗп банкӗ йӑлана кӗнӗ «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫарнӑ. Раҫҫейре пурӑнакансем юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен банка кайса тимӗр укҫана хутлипе улӑштарма е ӑна счет ҫине хума пултараҫҫӗ.

Кун пек акцие кӑҫал ака уйӑхӗнче те ирттернӗ. Ун чухне ҫынсем банксене кайса 242 миллион тенкӗлӗх тимӗр укҫа улӑштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн ҫӗршыври 60 аэропортпа 50 авиакомпани Раҫҫейри ИТ-йышӑнусемпе усӑ курма тытӑннӑ.

Программӑсене Компетенцисен индустри центрне аталантарнӑ май шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсем I юхӑмра палӑртса хӑварнӑ ӗҫе пурнӑҫласа ют ҫӗршыври ИТ-тытӑма ылмаштарнӑ.

Мӗнпур ӗҫӗ «Экономика данных и цифровая трансформация государства» (чӑв. Даннӑйсен экономики тата патшалӑхӑн цифра трансформацийӗ) нацпроектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре

Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем пӗрмай тапӑннине пула интернет ҫыхӑнӑвӗсӗр час-часах тӑрса юлма тивет.

Юлашки вӑхӑтра интернета чарсан та хӑш-пӗр ҫӑлкуҫпа усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Сӑмахран, «Контактра» приложение кӗреетӗн, Яндекс сервисӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

Малашне ун пек перечене банксемпе аптекӑсене те кӗртӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215615
 

Раҫҫейре

Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрте те нейросетьпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Халӑх тетелӗнче нейросетьпе паспорт валли те сӑнӳкерчӗк хатӗрлеме пулать тесе каланине курма пулать.

Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви миграци службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, нейросетьпе хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк паспорт валли каймасть: хамӑр ҫӗршыврисем валли те, ют ҫӗршыва кайса килме ирӗк параканнисем валли те. Ун пек сӑнӳкерчӗке ведомство йышӑнмасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215563
 

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене «Пушкин карттине» усӑ курма май туса пани питӗ аван. Ҫак карттӑна аслӑрах ҫынсене те пама тытӑнасшӑн.

Ҫапла сӗннӗ РФ Патшалӑх Думин ҫутӗҫ комитечӗн председателӗн ҫумӗ Михаил Берулав. Вӑл «Пушкин карттине» 14-45 ҫулсенчи ҫынсене памалла тӑвасшӑн. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, ку культура шайне ӳстерме пулӑшӗ.

Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ҫак карттӑпа 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем музея, театра е курава тӳлевсӗрех ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков шалӑвне цифрӑллӑ тенкӗпе илме тытӑнӗ. Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку енӗпе тӗнчери пӗрремӗш ҫын пулӗ.

Сӑмах май, цифрӑллӑ тенкӗпе анлӑ усӑ курассине Раҫҫейре 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласшӑн. 2028 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен вара унпа мӗнпур банк тата пысӑк компанисем усӑ курма пултарӗҫ.

 

Раҫҫейре

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарти шкул ачине «Голос. Дети» кӑларӑмра кӑтартнӑ.

15 ҫулти Дмитрий Еремеев жюри умне Евгений Трофимов репертуарӗнчи «Самолеты» юрӑпа тухнӑ.

Анчах, шел те, пирӗн ентеш тепӗр тапхӑра лекеймен. Владимир Пресняков унӑн куҫӑм тапхӑрӗ пулнӑ май сасси улшӑнса пынине каланӑ. Дима Билан пирӗн ентеше мухтанӑ, ӑнӑҫу суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
life.er.ru сайтри сӑн
life.er.ru сайтри сӑн

Агродиктант ҫырса пӗлӗве тӗрӗслес килет-и? Апла Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнӑр.

Вӑл юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна кирек мӗнле те ҫырма пулать: лапама килсе те, агродиктант.рф сайтра онлайн майпа та.

Акцие Ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунне халаллӗҫ. Унта хутшӑнакансен 30 ыйтӑва хуравлама тивӗ: вӗсем ӳсен-тӑран ҫитӗнтерессипе, выльӑх ӗрчетессипе, хальхи агротуризмпа тата органика ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15282
 

Раҫҫейре

Раҫҫей Федерацийӗнче паян пӗрремӗш хут Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне уявлаҫҫӗ.

Ку уяв чи ҫамрӑк уявсенчен пӗри — йӗркелессе ӑна кӑҫал ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Уяв кунӗ валли Расул Гамзатов ҫуралнӑ кунне суйланӑ.

Уява йӗркеленӗ май Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упрасси тата вӗсене аталантарасси, патшалӑх енчен системӑллӑ пулӑшу парасси, ҫӗршывӑн чӗлхе уҫлӑхне пӗтӗмӗшле хӳтӗлесси питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине асӑннӑ.

Эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ, сире ҫак уявпа саламлатпӑр! Пирӗн чӑваш чӗлхи ытти чӗлхесемпе тан аталанса пытӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр!

Тӗплӗнрех уяв ҫинчен РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Сӑмах май, ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ 20 ҫул тултарчӗ. Икӗ уяв ҫумма ҫуммӑн пыни пирӗн халӑхшӑн питӗ аван пулӑм пулнине палӑртмалла.

 

Раҫҫейре
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарпа Евпатори тӑванла хуласем пулса тӑрӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Крымри хулана тӑванлашни ҫинчен калакан килӗшӗве ҫывӑх вӑхӑтра хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.

Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, асӑннӑ документа йышӑнсан хуласем культура, социаллӑ пурнӑҫ тата ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе килӗштерсе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫав шутра Шупашкар ачисем Евпатори хулинче канайӗҫ.

Шупашкар хулин паянхи ун тӗлне тӑванла тӑхӑр хула: Санта-Клара (Куба), Эгер (Венгри), Гродно (Беларуҫ), Рунду (Намиби), Аньцин (КНР), Сухум (Абхази), Лима (Перу), Торез (ДНР) тата Хэфей (КНР).

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...140
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем