
Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 29 ҫулти хӗр ултавҫӑсен капкӑнне хӑй ҫакланни ҫитмен, ашшӗ-амӑшне те ҫав авӑра илсе кӗрсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Вӑл каласа кӑтартна тӑрӑх, мессенджерсенчен пӗринче ӑна инвестици лапамӗнче укҫа туса илме пулать тесе сӗннӗ. Телефонпа улталакансем каланӑ счет ҫине хӗр 879 пин тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутран 21 пинӗ ҫеҫ хӑйӗн укҫи пулнӑ. Ыттине вӑл кредит илнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн 50-56 ҫулсенчи ашшӗ-амӑшне те ҫавӑн пек тума ӳкӗте кӗртнӗ. «Малашлӑхлӑ проекта» хайхисем 1 миллион та 700 пин тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 300 пинӗ ҫеҫ хӑйсем пухса пынӑ укҫа, ыттине кредит илнӗ.
Пӗтӗмпе ҫемье 2 миллион та 610 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Пухнӑ укҫа-тенкине ултавҫӑсене курьер урлӑ парса яраҫҫӗ. Кун пекки – анлӑ сарӑлнӑ тӗслӗх. Шупашкарти тивӗҫлӗ канури ҫынна вара укҫана 5-мӗш хутран пеме ӳкӗте кӗртнӗ.
64 ҫулти арҫын патне «коммуналлӑ служба ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл ҫурт чатне кӗме сӗннӗ те каҫӑ ярса панӑ. Кайран вара ӑна палламан ҫынсем ун ячӗпе доверенноҫ хатӗрленине ӗнентернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунине палӑртмашкӑн пӗтӗм укҫана деклараци тумалла имӗш.
Арҫын ултавҫӑсем каланипе 20 950 евро тата 1000 доллар укҫана хутаҫа чиксе 5-мӗш хутри хваттер чӳречинчен аялалла пенӗ. Унта вара ӑна курьер илсе кайнӑ.
Кӗҫех ҫак ӗҫ-пуҫ пирки арҫыннӑн аппӑшӗ, чикӗ леш енче пурӑнаканскер, пӗлнӗ. Вӑл пӗлӗшӗсене шӑллӗне полицие илсе кайма ыйтнӑ. Ҫапла хӑть арҫыннӑн 2 миллион тенкине упраса хӑварма май килнӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкар хулинчи шкул ачи питбайк туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Вӑл транспорта сутни пирки тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче тупнӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ.
Лешӗ тӳрех урӑх мессенджерта ҫырӑнма сӗннӗ, унта питбайк пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Хайхискер арҫын ачана укҫана тӳлесе хума ӗнентернӗ.
Ача амӑшӗнчен ирӗк илсе унӑн банк карттипе усӑ курнӑ, сутуҫа 50 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Амӑшӗпе ывӑлӗ тинех ку ултавҫӑ пулнине ӑнланнӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ватӑ ҫын суя соцӗҫченсенчен шар курнӑ, вӗсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн варринче 72 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, ун ячӗпе такам кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм хӑраса ӳкнӗ. Ку вара пулӑшу сӗннӗ. Калаҫнӑ май унӑн пухнӑ укҫи-тенки пирки ыйтса пӗлнӗ. Хайхи ҫын ӑна укҫана «криминал экспертизи ирттермелле» тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑм такси тытса Хусана вӗҫтернӗ, унта палламан ҫынна 1 миллион та 700 тенкӗ тыттарнӑ. Кайран вара пулӑшуҫӑ пач ҫухалнӑ.
75 ҫулти арҫынна вара пенсие ҫӗнӗрен шутласа парассине каланӑ, пӗтӗм пухнӑ укҫине деклараци тумалла тесе ӗнентернӗ. Арҫын укҫине палламан ҫынна тыттарса янӑ. Пӗтӗмпе – 3 миллион тенкӗ.
Икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ултавҫӑсем камсем пулнине шыраҫҫӗ

Чӑваш Енри аслӑ шкулти преподаватель студентсемпе ултавҫӑсем пирки профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ Анчах хӑй вӗсен серепине ҫакланнӑ.
31 ҫулти хӗрарӑм преподаватель ют ҫӗршывра кӑларнӑ машина туянма шухӑшланӑ. Тӗнче тетелӗнче Беларуҫре «БМВ Х3» сутни пирки пӗлтерӳ вуланӑ. Сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ, лешӗ суту-илӳ килӗшӗвне те ярса панӑ. Хӗрарӑм ӑна алӑ пуснӑ та сканерласа каялла ярса панӑ, кайран таможня пошлинине тӳленӗ. Укҫана вӑл ахаль ҫын счечӗ ҫине куҫарнӑ. Анчах ку ӑна пӗрре те иккӗлентермен.
Каярахпа тӳлемелли тепӗр счет ярса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ вӑл. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм официаллӑ сайт урлӑ таможньӑна ыйту янӑ. Ҫапла ҫав вин-номерпе нимӗнлое автомобиль те чикӗ урлӑ каҫманнине пӗлнӗ.
Ҫапла хӗрарӑм ултавҫӑсене 3,3 миллион тенкӗ куҫарса ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.

Чӑваш Енри арҫынна Краснодар тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк арҫын улталанӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 63 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисенчен кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пакунлисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ултӑ пине яхӑн тенкӗлех улталаннӑ. Пенсионер тӗнче тетелӗнче ҫӗр ҫырли сутни пирки пӗлтерӳ курнӑ. Унта 300 тӗм сутассине пӗлтернӗ. Арҫын укҫа тӳленӗ, анчах калчана кӗтсе илеймен.
Чӑваш Енри арҫынна улталанӑ ҫынна йӗрке хуралҫисем командировкӑна Краснодар тӑрӑхне кайсан тыса чарнӑ. Унта пахчаҫимӗҫ ӗҫӗпе аппаланса пурӑнакан 38 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланман иккен. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, калчана тӗрлӗ сӑлтава пула ярса пама май килмен.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Краснодар тӑрӑхӗнчи арҫын тӑкака саплаштарма шантарнӑ.

Чӑваш Енре «Благодать» тулли мар яваплӑ общество директорӗпе унӑн мӑшӑрне ҫынсене улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене 867 миллион тенкӗлӗх улталанӑ.
Укҫана юратакан (ӑна пурте юратаҫҫӗ-ха, анчах теприсем ҫавӑншӑнах ҫынна улталамаҫҫӗ) мӑшӑр тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн темиҫе статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2008 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен Игорь Нарышкин тата унӑн арӑмӗ Светлана Маркова пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ 8 фирмӑпа хуҫаланнӑ. Ҫав вӑхӑтра 1472 ҫынтан 867 миллион ытла тенкӗ укҫа вӑрланӑ. Вӗсем укҫана процентпа тавӑрса пама шантарнӑ.
Организацисем Чӑваш Енре, Мари Элта тата Чулхула облаҫӗнче пулнӑ.

Ҫӗрпӳ округӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын мини-экскаватор туянма тӑрсан 408 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
Ку ҫу уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ. Арҫын техникӑна тӗнче тетелӗнче шыранӑ, хӑйне кирлине курсан менеджерпа ҫыхӑннӑ. Вӗсем нумаях та калаҫман – кун хыҫҫӑн арҫын ӑна пӗр иккӗленмесӗрех 408 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Анчах вӑхӑт иртнӗ, техника вара килмен. Ҫавӑн чухне тин арҫын ултавҫӑ серепине ҫакланнине, сайт суя пулнине ӑнланнӑ. Ирӗксӗрех полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.
ШӖМ аса илтерет: тӗнче тетелӗнче япала туяннӑ чухне питӗ асӑрханмалла. Иккӗленӳллӗ сайтсене тишкермелле, домен туни пирки даннӑйсем ыйтмалла, ҫынсем ку сайт пирки мӗн ҫырнине вуламалла.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти хӗре чӑвашла сасӑ ҫырӑвӗ ярса улталанӑ. Кун пек ҫыру ун патне пӗлӗшӗнчен килнӗ. Сасси унӑнни пекех пулнӑран хӗр пӗрре те иккӗленмен — каланӑ счет ҫине 7 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран тин пӗлӗшӗн аккаунтӗнчен ултавҫӑсем ҫырнине пӗлнӗ вӑл.
Хӗр полицие кайса ззаявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Полицейскисем кайран ҫакна палӑртнӑ: ултавҫӑсем ӑс-хакӑл интеллекчӗ пулӑшнипе чӑвашла сасӑ ҫыртарнӑ иккен. Вӗсем хӗрӗн пӗлӗшӗн аккаунтне ҫӗмӗрнӗ. Укҫа та вӗсем каланӑ счет ҫинех куҫнӑ.

Канашра пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ӗненсе ӑна ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм унпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи арҫын ӑна парне ярса панине каланӑ, анчах посылка таможня витер тухайман-мӗн, ҫавӑнпа куншӑн пошлина тӳлемелле. Кун валли вара долларсене тенкӗ ҫине куҫарма хушнӑ, вӑл каланӑ счет ҫине хумаллине ӗнентернӗ.
Ҫапла хӗрарӑм ҫав палламан арҫынна 531 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 471 пин тенки – хӑй пухнӑ укҫа, ытти – кивҫен илнӗ. Анчах куҫарса панӑ хыҫҫӑн хайхи арҫыннӑн пӑсӗ те юлман – ҫухалнӑ.
Ултав серепине лекнӗ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ.
