Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.2 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: укҫа-тенӗ

Культура
https://vk.ru/wall-170179245_10788 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-170179245_10788 сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта «Йӑла-йӗрке» (Традиции) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсӑн регионти тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Унта 60-а яхӑн хутшӑнаканран 16-шӗ финала тухнӑ.

Жюри йышне Чӑваш Енӗн Культура министерствин ӗҫченӗ Татьяна Дмитриева ертсе пынӑ. Вӑл культура еткерне упраса хӑварасси мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ тата финалистсене Пӗтӗм Раҫҫейри тапхӑрта республика ятне тивӗҫлӗ кӑтартма суннӑ.

Гран-прие тата 200 пин тенкӗлӗх сертификата ҫак коллективсем илме тивӗҫнӗ: «Туслӑх» халӑх хор коллективӗ (Елчӗк муниципаллӑ округӗ), «Фантази» ташӑ коллективӗ (Етӗрне муниципаллӑ округӗ), «Парне» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ), «Тивлет» халӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (Вӑрнар муниципаллӑ округӗ).

Ҫак укҫа-тенкӗпе артистсен тумтирӗсемпе пушмакӗсене ҫӗнетӗҫ.

Регион тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем федераци шайӗнче Чӑваш Енӗн пуян культурине кӑтартса 2 миллион тенкӗлӗх грантшӑн ӑмӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-170179245_10788
 

Пӑтӑрмахсем

Ют ҫӗршыври ултавҫӑсем ҫынсене телефонпа темле майпа та улталаса укҫасӑр, хваттерсӗр хӑварнине пӗлетпӗр-ха. Маларах тӗрмери ҫынсем те ҫавӑн пек шӑнкӑравлаҫҫӗ тетчӗҫ. Анчах хамӑр патрисемех улталаса ҫӳрени тата та ытларах тӗлӗнтерет пек туйӑнать.

Акӑ, Элӗк районӗнчи пӗр арҫын карчӑк-кӗрчӗке улталаса пурӑннӑ. 33 ҫулти вӑйпитти Елчӗк районӗнче пурӑнакан ватӑсене улталаса ҫӳренӗ.

Социаллӑ ӗҫчен тесе вӑл ватӑсене пӗчӗк парнесем валеҫсе ҫӳренӗ, унтан налук тесе 20-шер пин тенкӗ ыйтнӑ.

Ҫапла майпа вӑл пилӗк кинемее улталама хӑюлӑх ҫитернӗ, вӗсенчен 97 пин тенкӗ ыйтса илнӗ.

Ҫынна суйма именмен, Турӑран та хӑраман, ватӑсене сума сума пӗлмен намӑссӑра ҫывӑх вӑхӑтра Елчӗкре суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/28232
 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре банк ӗҫченӗсем клиентсен счёчӗ ҫинчи укҫана вӑрланӑ.

Улатӑрта банксенчен пӗрин вырӑнти уйрӑмӗн клиенчӗсем хӑйсен счечӗсем ҫинчен пысӑках мар суммӑшар укҫана такамсене куҫарса панине сиснӗ. Ҫынсем пӑшӑрханма пуҫласан банк ертӳҫисем те сисчӗвленнӗ.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн банк уйрӑмӗнче ӗҫлекен икӗ хӗрарӑм ҫавӑн пек хӑтланни ҫиеле тухнӑ. Вӗсем ватӑрах ҫынсен счёчӗ ҫинчи укҫана пӗчӗкшерӗн вӑрланӑ. Икӗ ҫул хушшинче 70-е яхӑн ҫавӑн пек операци туса ирттернӗ, пӗтӗмпе 100 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ.

Тӗпчеве Шалти ӗҫсен министерствин тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем ирттереҫҫӗ. Преступление тупса палӑртнӑ вӑхӑтра малапрах асӑннӑ ҫав специалистсем банкра ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Вӗсем тӑкака ҫийӗнчех саплаштарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫутӑ укҫи пуҫтаракансем хӑйсем тӗрекленсе пыни пирки мар-ха. Сӑмахӗ — вӗсем хушма офиссем уҫса пыни ҫинчен.

«Русгидро» компани йышне кӗрекен «Чӑваш энергосбыт компанийӗ» ҫынсене йышӑнмалли пунктсен йышне сарса пырать. Кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Шупашкарти Эгер бульварӗнчи 33-мӗш «б» ҫуртра, «Шупашкар» чарӑну ҫывӑхӗнче, офис уҫнӑ. Хушма пунктра виҫӗ специалист йышӑнать. Ведомство хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелени клиентсене кирлӗ пулӑшӑва тӗп хуламӑрти Мускав проспектӗнчи 41/1-мӗш ҫурта каймасӑрах илме май парать.

Чи лайӑххи — меллӗ ӗҫ графикӗ: хушма офис ытларикунтан пуҫласа эрнекунччен 9 сехетрен тытӑнса 18 сехетчен (апат вӑхӑчӗ — 13:00-13:45 сехетсенче) ӗҫлет; шӑматкун — 9 сехетрен 17 сехетчен (апат вӑхӑчӗ — 13:00-14:00 сехетсенче). Вырсарникунпа тунтикун канаҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 06

1905
121
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ.
1974
52
Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ.
2010
16
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть