Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЕркӗнКĕперПахчапа мунча хуҫиАли-паттăрИлле ТăхтиПĕчĕк патшалăхАвăн уйăхĕ

Ăнман евчĕ


Вăтăр çула çитсе те авланма ĕлкĕреймен Анатуль, ялти тракторист, амăшĕ кашни кун ятланипе тарăхса çитрĕ.

— Авлантар-ха мана, Мĕтри тусăм! — терĕ вăл пĕррехинче тăваттă авланса пиллĕк уйрăлма ĕлкĕрнĕ юлташĕн килне пырса. — Тракторпа лайăх ĕçлеме пĕлетĕп пулсан та хĕрсемпе калаçма пĕлместĕп, вăтанатăп.

Чей ĕçсе ларакан кил хуçи ачалăх тусĕ çине куларах пăхса илчĕ.

— Кил, лар сĕтел хушшине! — сĕнчĕ вăл хăнине. — Эпĕ сана çĕрле пулсан — çĕрле, кăнтăрла-тăк — кăнтăрла пулăшма хатĕр. Сӳтсе явар çакăн пирки.

Чей ĕçе-ĕçе сӳтсе явма пикенчĕç. Кӳршĕ чăваш ялĕсенчи хĕрсемпе качча кайса уйрăлнă арăмсене «шĕкĕлчесе» тухнă хыççăн ашшĕ-амăшĕпе çеç пурăнакан Маруç çинче чарăнса тăчĕç.

— Сана килĕшмелле пек туйăнать те-ха çак хусах арăм, — шĕвĕр пӳрнипе маччана тĕллерĕ Мĕтри. — Атя кĕçĕр ун патне каяр! Евчи хамах пулăп.

Анатуль иккĕленсе-турткаланса тăнине курсан, тусĕ ăна хулĕнчен çапса илчĕ:

— Ан хăра! Манпа çухалмăн!

Вĕсем кĕç Мĕтрин «Жигулийĕпе» Палтал ялĕ енне тухса вĕçтерчĕç. Çуллахи çул тусанпа мăкăрланса çеç юлчĕ вĕсен хыççăн.

— Пырăпăр та Маруçăн килне, вăл пире сĕтел хушшине кĕртсе лартатех ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, мана лайăх пĕлет вăл, — вĕрентет Мĕтри тусне, умри рульне çавăркаланă май. — Эсĕ шăп кăна ларăн. Калаçаканни, Маруçа сана качча кайма ӳкĕтлекенни хамах пулăп.

Малалла

Яланхиллех


Яланхиллех — апостолсем вун иккĕ.

И.Иванов

 

Яланхиллех — Çĕр çаврăнать пĕр майлă

Хĕвелпеле хăй тĕнĕлĕ тавра.

Усал çынсем Турра та пăталанă,

Ахаль çынна пăталасси — тем мар.

 

Яланхиллех — вĕрмеççĕ çиле хирĕç.

Яланхиллех — йышра ăс нумайрах.

Яланхиллех — ыйтакана — çил хирĕç.

Касамата чикеççĕ вăйсăра.

 

Яланхиллех — чура чура çуратĕ,

Яланхиллех — пуян — пуян пепке.

Лаштра юманăн сарăхнă турачĕ.

Йышне хушать вăл чирлe йĕкелпе.

 

Тĕрĕслĕхе кăшлать суя элекĕ.

Ултав патши — шур урхамах çинче.

Тен, çавăнпах пуль çырăнать элеги —

Çырас тесен те юрату çинчен.

 

Усалсене юмахсенче тĕплеççĕ,

Юмахсенчех Сар кун çĕршывĕ те.

Аваллăхран тухать ылхаç кĕслеçĕ

Тĕрĕслĕхпе суялăх вăрçине.

Эпир — лашасем


Маттурлăх панă-ха Турри, маттурлăх панă,

Ăсне те панă-ха, ăна та мантарман.

Мĕскер тăвар? – Анранă çĕршывра çуралнă.

Кама вăрçар? Тата кирлех-ши вăрçăнма?

 

Эпир лаша: ир-каçĕччен суха тумашкăн.

Эпир утсем: яш чух çăварлăх кăшлама.

Эпир кĕсре: лава туртма, йăха тăсмашкăн.

Эпир тиха: ӳссен çитсен

Каллех лаша пулма.

Асамлă каç


Çак каçа эпĕ кĕтрĕм

Ик-виçĕ эрне.

Ак, паян аранах

Кĕтсе илтĕм.

Пăхса халĕ тăратпăр

Куçран пĕр-пĕрне,

Ман чĕреçĕм тапать

Хыттăн питĕ.

 

Сан чĕрӳ те çумра

Пăлханса тапнине

Куçунтан пăхсанах

Эп сисетĕп.

Çулăмла туйăмпа

Çак асам каçхине

Тутунтан чуп туса

Киленетĕп.

 

Тӳпере çăлтăрсем,

Мăч! та мăч! куç хĕссе,

Пире иксĕмĕре

Ыр сунаççĕ.

Эпир те пĕр-пĕрне:

— Юрататăп, — тесе,

Ăшăнатпăр чунпа,

Хĕрупраçăм.

Ăçта эс çӳретĕн?


Эпĕ килтĕм — эсĕ çук.

Ăçта-ши çӳретĕн?

Чунăм саншăн çуннă чух

Мĕншĕн кĕттеретĕн?

 

Сăмах патăн-çке ĕнер

Кĕçĕр тĕл пулмашкăн.

Килччĕ, тусăм, ан кĕттер,

Эс манпа ан ашкăн.

 

Эп сана килсессĕнех

Пилĕкрен ыталăп.

Чĕрери сăмахсене

Ăшшăн-ăшшăн калăп.

 

Саншăн çӳлĕ тӳпене

Ăнтăлăп, хăпарăп,

Йăлтăр çутă çăлтăрне

Аллунтан тыттарăп.

 

Санпа хĕмлĕ туйăмпа

Эпĕ ăшăнасшăн.

Анчах çук эс. Çавăнпа

Хаш! сывлатăп ассăн.

Коммунхоз «ырлăхĕпе»


Эпĕ сире урам, арча тата пиншак пахалăхĕ çинчен каласа парасшăн. Сăмах май çав виçĕ япалана пула курнă инкексем çинчен те пĕлтерем.

Иртнĕ тунтикун пасар кунĕччĕ. Çав ятпа пасара утрăм. Пасарта мĕн пуррипе çуккине пăхкаласа çӳреме аван пултăр тесе, ĕнер çеç илнĕ ĕç укçин вуннăмĕш пайне чиксе кайрăм.

Эпĕ çитнĕ çĕре пасар кĕрлесе çеç тăрать. Пĕçерсе çимелли çимĕçсем те, пĕçермесĕрех хырăма аван кăякан çимĕçсем те тем чухлех йăтăнса тухнă. Илес кăмăлу пулсан — ил, кăмăлу çук пулсан — ан ил.

Кирлĕ çимĕçсене, сăмахран, купăстине, паранкнне, аш-пăшне арăм туянĕ, ман вак-тĕвек япаласем питĕрсе усрама пысăк мар арча туянса таврăнасчĕ-ха тесе, арча сутакан пĕр те единоличник, те колхозник патне утса пытăм.

Арчисем май çук селĕм. Пăхнăçем туянас килтереççĕ. Пĕр пысăк мар арчине, хам паталла ăшшăн пăхаканнине, пӳрнепеле тĕллесе кăтартрăм та сутаканнинчен ыйтрăм:

— Ку арчи мĕн хак тăрать? — терĕм.

Вăл мĕн хак тăнине тунмасăр каларĕ.

— Кăшт та катмастăн-и? — тесессĕн:

— Катса пама юрамĕ. Ма тесен, ыйхă катса тунăскер. Калаçса çăвар тутине сая ан яр, ― терĕ.

Малалла

Сана çилленмĕп


Эпир нихçан та уйрăлас пек марччĕ, —

Кам аркатайтăр-ха юратăва?

Пире хĕвел те, уйăх та саватчĕ, —

Юратакансене тĕнче ялан савать.

 

Анчах мана эс лăпкăн алă патăн

«Мана манма ыйтатăп халь», — тесе.

Пĕлместĕп эп, халь кама саватăн,

Кама халь парнелетĕн чечексем?

 

Сана çилленмĕп. Эп ялта çуралнă.

Эс çитĕннĕ илемлĕ хулара.

Ман аллăмсем те ĕçпеле хуралнă

Е утă çулнă чух, е сухара.

 

Ĕçре вăй илнĕ аллăмсемпеле,

Кăшт вăтанса сана эп ачашлаттăм.

Сирень çеçкийĕ тĕслĕ ирпеле,

Телейлĕскер санпа сыв пуллашаттăм.

 

Хăш чух вара эс темшĕн тунсăхлаттăн,

Кĕнекесем вуланине аса илсе,

Эп палламан çынсем çинчен калаттăн, —

Сана итлеттĕм эпĕ тĕлĕнсе...

 

Тăван хирсем çине пăхса итлеттĕм

Эсĕ юратнă рыцарьсем çинчен.

«Анчах Кĕтнеçем лайăхрах-çке, — теттĕм, —

Юмахсемпе хитре рыцарьсенчен».

 

Пĕррехинче мана эс алă патăн

«Эпир пĕр-пĕринчен инçе», — тесе.

Эс каласамччĕ: халь мĕнле пурнатăн,

Мĕнле çынсем çинчен ĕмĕтленсе?

Сăнӳкерчĕк


Эс ăçта халь, ман пикеçĕм?

Манаймастăп эп сана!

Астăватăп-çке, чĕкеçĕм,

Чĕвĕл-чĕвĕл сассуна.

 

Инçетре эс пурăнатăн,

Çӳретместпĕр çырусем.

Тĕлĕкре çеç курăнатăн,

Йăл кулаççĕ куçусем.

 

Альбомри çак сăнӳкерчĕк

Сарăхас çук ĕмĕрне.

Вăл сана аса илтерчĕ,

Кăлт! таптарчĕ чĕрене.

Уйрăлу


Уйрăлатпăр. Чĕтрет сан туту,

Куçунта — йăлтăр-йăлтăр куççуль.

Çырларан та пылак юрату

Савăнтарчĕ пире миçе çул?!

 

Килчĕ çитрĕ, ак, халь уйрăлу,

Армути евĕрех ун тути.

Пулĕ-ши малашне тĕлпулу?

Пылакланĕ-ши йӳç армути?

 

«Уйрăлусăр пулмасть юрату»

Тенине ăнланмасть-çке чĕре.

Уйрăлатпăр, телейĕм. Асту:

Эсĕ маншăн пĕрре тĕнчере!

Юратăва сӳнтерĕп куççульпе


Шур лĕпĕш, тек лĕпĕстетсе,

Вĕçет чечек çине ларасшăн.

Çӳретĕп эп ĕмĕтленсе

Юратăва санпа пайласшăн.

 

Сана кашни кунах çыру

Çыратăп — хуравне илместĕп.

Тен кӳрентертĕм? Каçару

Ыйтмашкăн хатĕр эп. Чĕнместĕн?

 

Темме чĕнместĕн эс мана?

Курмастăн-им, вут пек çунатăп!

Юратмасан, тӳрех кала:

Амантăр, хуçăлтăр çунатăм.

 

Эп пысăк çак çухатăва,

Хĕн пулсан та, тӳссе ирттерĕп.

Шĕл-кăварла юратăва

Куççульпеле сапса сӳнтерĕп.

 

Нихçан эп тухмăп сан умна,

Темле килсен те пурнăç çулĕ.

Анчах, манаймăп эп сана:

Çак юрату асра ман юлĕ.

■ Страницăсем: 1... 283 284 285 286 287 288 289 290 291 ... 796