Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Том Сойер темтепĕр курса çӳрениҪавраҫилАслă халалХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртУтартаПахчапа мунча хуҫи

Эмелсĕрех


Пĕррехинче пĕр ялтан сыватăша вăйсăр-вăйсăр та япăх çамрăк хĕрарăма илсе килеççĕ. Ку пахăр вырăн çине выртнă-выртманах çывăрса каять. Ирччен çывăрать, каçччен…. Сестрасем врачран хĕрарăма епле эмелемелле пирки калассине кĕтеççĕ. Анчах лешĕ шарламасть-ха.

— Николай Ильич! — чăтаймаççĕ сестрасем. — Ку хĕрарăма епле эмелсемпе чĕртмелле?

— Тăхтăр, хамах калăп, — тесе врач станционартан поликлиникăна тухса каять.

Виççĕмĕш кун çеç хĕрарăм вăранать, урисем çине тăрать, хăйне килне яма ыйтать.

— Куратăр-и, чĕрĕлчĕ! — кулкалать врач сестрасем умĕнче.

— А-а….?

— Йывăр ĕçре канмасăр, тăраниччен çывăрмасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе ĕшеннĕ вăл, — ăнлантарать врач. — Халĕ çывăрса тăранчĕ те, акă, «сывалчĕ». Килне яма та юрать ăна.

Епле кĕрес чĕрӳне?


Пирвайхи хут сана курсан,

Шутларăм: «Акăш ку», — тесе.

Тепрехинче эс тĕл пулсан,

Йăл култăм эп, хĕпĕртесе.

Чĕкеç чĕппи иртен вĕçет

Кунран-кун вăйлăн, çӳлĕрех.

Ман юрату çаплах ӳсет,

Çурхи шыв шавĕ евĕрех.

Çулталăкра çут çуркунне

Килес çук иккĕ нихăçан.

Епле кĕрес сан чĕрӳне,

Ун çăрине епле уçас?

Пĕр çăлтăр çӳлĕ тӳпере

Куç хĕснĕ пек çиçет, çунать.

Сан куçă çăлтăр пек хитре,

Кунран-кун пăлхатать чуна.

Ма эс пăхмастăн ман çине?

Епле майпа-ши пăхтарас?

Чуна вырнаçнă пикене

Мĕнле хама юраттарас?

«Каçар мана, хăмла пек симĕс куç...»


Каçар мана, хăмла пек симĕс куç.

Каçар! Сана куççуль кӳрес теменччĕ.

Хам юратма пĕлеймессе кĕтменччĕ.

Каçар мана, хăмла пек симĕс куç.

 

Каçар мана, хăмла пек симĕс куç

Ху килĕшсен, ытах, пиччу сан пулăп,

Е асăнти таçти ют çын пек юлăп.

Каçар мана, хăмла пек симĕс куç.

 

Чечек пекехчĕ эсĕ маншăн.

Çут тĕнчере санран хитри,

Санран çепĕçреххи пулманшăн,

Хавасчĕ эпĕ мĕн тери!

 

Черем сана кăна уятчĕ.

Эс килĕштертĕн теприне.

Кĕр çитрĕ те шантарчĕ-ячĕ,

Ытарайми чечексене...

 

Кĕрлерĕ туй. Ислетрĕ çумăр...

Пусартăм эпĕ чунăма.

Эс халь инке... Çапла пуль çулăр,

Темерĕм эп ют арăма.

 

Чĕнмерĕм нимĕн. Шеллемерĕм.

Çӳпçийĕ майĕн — хупăлчи,

Чечек çине — пиçен темерĕм...

Çапла пуль юрату тĕнчи.

«Ку тĕнчере тĕссем те урăхла...»


Ку тĕнчере тĕссем те урăхла:

Кĕрен çилсем хăюллăн улăхра

Сенкер утсен кăтрисене тураççĕ —

Кĕрхи илем çуркуннене çураçнă.

Кунсем кĕме манаççĕ улахран.

 

Кунти каçсем çухалнă канăçра,

Ним юлмиччен хĕрелнĕ анăçра

Сар чечексем пĕрне-пĕри саваççĕ,

Саркаланса кĕписене хываççĕ...

Кунта — нихçан та çылăх пулмасла.

 

Ирсем кунта пылаклă тунсăх пек.

Ав тухăçран васка-васка тухать те

Хĕвел ачи, чĕри ытла çунать те,

Юратупа пылланнă сывлăма

Чĕркуçлене-чĕркуçлене ĕçет.

 

Ку тĕнчери тĕссем йăлт урăхла...

Атя, санпа çак тĕнчере юлатпăр:

Сап-сар чечек, хĕвел ачи пулатпăр,

Ирпе — улах, каçпа улах тăватпăр —

Ун пек çынсем нихçан пурăнмасла.

«Манран хитре чечек курсан — кала...»


Манран хитре чечек курсан — кала...

Çуркуннепе хитре чечек сахал-им?

Шыран пулсан чи хитрине шыра...

Ăна хампа танлаштарса хакламăп:

Ӳсетĕп эп таса юханшывра,

Вăл — çĕр çинче. Кирек хăшне суйла.

 

Манран ачаш хĕвел тупсан — кала...

Эп çеç сана таса чунпа ăмсанăп,

Хура чунсем юратуран кулаççĕ...

Хура каçра хĕвел епле ачашлĕ?

Сире валли каçран кун тумалла —

Чӳречĕре çăватăп шуçăмла.

 

Пуçу çине телей çусан, кайран

Çӳл тӳпене тинкерĕн, тен, сайра:

Пин çăлтăртан пĕрнĕ çеç асăрхамăн.

Сана вара инçетлĕхре те манмăп:

Ман çакнашкал нумай пурăнмалла —

Телейӳне курса ялкăшмалла.

Çавал сарăлсан


...Вижу я, что небо не богато,

А про землю стоит говорить

Н. Тихонов.

 

1960 — 1964 çулсем.

Хусан — Мускав — Ленинград — Шупашкар.

Улшăну


Туту сивĕ, вĕри мар

Эп чуп тунă чух сана.

Чунунта çук шĕл-кăвар,

Унта, ахăр, пăр кăна.

Пит-куçу та хĕлхемне

Ман çине сапмасть хуть кăшт.

Темшĕн эс улшăннине

Сиснипе вăркать ман ăш.

Ыталатăп, ак, сана —

Ĕлĕкхи мар пек чĕрӳ.

Çитмен евĕр тем ăна

Вăл тапмасть хĕрӳ-хĕрӳ.

Аллу та, чăмăртасан,

Савăнса хĕсмест алла.

Эп сана куçран пăхсан

Туртăнатăн каялла.

Ăнланатăп: ырра мар

Чĕрӳнти çак улшăну.

Алхасать чунра пушар:

Чĕптĕм çук унта шану.

Çуралнă енĕм


Мĕн тери хавас-çке çуркунне,

Чунăм савăк юрă çеç юрлать.

Сăнасан хур кайăк вĕçнине

Иртнĕ хуйхă манăçа юлать.

 

Умăмра тăратăн йăлкăшса,

Кĕçĕн Тивĕш ялăм, эс паха.

Халь Çавал, ейӳ тухса кайса,

Сарăлса хуплать пуль улăха.

 

Шухăш пур-ха çаранпа утма,

Вăхăт пулĕ-ха яла çитме.

Тăван енĕм, эп сана манман,

Çитĕп, çитĕп санпа киленме.

Шупашкар — ман юратнă хула


Мĕн тери эсĕ капăр паян,

Шупашкар — ман юратнă хула!

Юрă-кĕвĕ янрать те ян-ян,

Ĕмĕт-шанчăк çĕклет кăмăла.

 

Уçă çил кассăн-кассăн вĕрсе

Чечексен шăршине сапалать.

Шухăшпа тӳпене вĕл вĕçсе

Хăпарсан, савăк чунăм кулать.

 

Савăнса ача пек кăшкăрса

Мĕн пурне манăçса пĕр-пĕччен,

Çут тĕнче санпала выляса

Киленетĕп хавассăн темччен.

«Юхан шывĕ юхрĕ хĕрелсе...»


Юхан шывĕ юхрĕ хĕрелсе.

Тухăç хĕрлĕ. Курăк вутлăн çунчĕ.

Пăрушне çухатнă ĕнелле,

Макăрса иртет пĕр пăрахучĕ.

 

Çилĕ çук. Çăра тĕтре енче

Лашасем хастаррăн тулхăраççĕ.

Хĕрлĕ хумлă Атăл шывĕнче,

Пулăсем сиксе çатăлтатаççĕ.

 

Катара ав хĕмленет вăрман.

Ахăртнех унта вăранчĕ шуçăм...

Пурăнăç! Этеммӳне ан ман, —

Ĕмĕр сан ачу вăл, пурнăç тусăм!

 

Вăл иртет ав шур пăрахутпа,

Ав васкать килне вăлталлă пулăç.

Вĕçтерет вут-çулăм пек утпа

Ман ачалăх выртмаран — кур, пурнăç!

 

Вут хыпнă пек çунать çаран,

Çил вĕрнĕ майăн кассăн-кассăн.

Уй урлă утрăм эп çарран,

Куç йăмăхса ывăнайсассăн.

 

Кĕçех ăсанĕç тăрнасем,

Çула тухан кунсем те çитĕç.

Каллех кĕрхи çавра çилсем,

Тусан юпан ял хыççăн иртĕç.

 

Кăштах шикленнĕ йăмрасем,

Пуçне лăп пĕкнĕ кӳлĕ çийĕн.

Пӳрт тăрринче çил ачисем,

Сĕвеççĕ улăм çийĕн-çийĕн...

 

Вут хыпнă пек çунать çаран,

Сисмесĕрех кĕр кунĕ çитрĕ...

■ Страницăсем: 1... 286 287 288 289 290 291 292 293 294 ... 796