Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕллехи каçсенчеСинкерТанатаЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томКушкă ачиХĕçпе çурла

Зав


Алăк çинче — çакăн пек çырнă плакат.

Алăк умĕнче — шала кĕме кĕтекенннисем. Лараççĕ, ура çинче тăраççĕ, сăн-пичĕсенче вĕсем кĕтсе йăлăхса çитни палăрать.

Мăн куçлăхлă лутра этем шалти пӳлĕмре чӳречепе алăк хушшинче урай хăмисем тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет. Май мар пысăк шухăш ун пуçĕнче.

«Çур çитрĕ. Хĕвел вăйĕ сметăра кăтартнинчен ытларах тухать. Тьфу! Мĕн каласа хутăм! Çӳлти хĕвел вăйĕ, хĕвел вăйĕ сметăсăрах расхутланать-ха вăл. Нда!.. Учрежденире çурхи илеме тивĕçлĕ реорганизацисем тумалла...»

Хăйхискер вăшăл-вашăл сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. те блокнот çине çыра пуçларĕ. Тăват-пилĕк сăмах çырать те шухăша кайса ларать. Шухăша кайса килнĕ хыççăн каллех виçшер-тăватшар сăмах çырса хурать.

Çур сехете яхăн, çапла шухăша кайса, çыра-çыра ларчĕ. Унтан кабинетĕнчен, вăхăтлăха пулас, тухса шурĕ.

Вулаканăм, эпир иксĕмĕр ун сĕтелĕ çинех тăрса юлнă блокночĕ çине мĕн-мĕн çырса хăварнине вăрттăн вуласа пăхăпăр. Акă мĕн çырнă унта вăл:

«Çура тухнă май хамăн учрежденире çакăн йышши ĕçсем.тусă ларакан пайсемпе сĕтелсем тата комиссисем уçасси çинчен шухăшласа пăхас:

Малалла

Слакпуç таврашĕнче


Кĕçтенттин Иванов ялĕнче

Ирлĕ-каçлă куккук авăтать.

Çĕмĕрт, хурăн — вăрманлă тĕнче

Сăвăç утнă çула астăвать.

 

Инçетрен паллашма Слакпуçпа

Килнĕ чух ман чĕре хумханать.

Пăлханса тинкеретĕп куçпа —

Асилмешкĕн кайран çак куна.

 

Кам ан çунтăр килесшĕн кунта,

Нарспипе ун каччин çĕршывне?

Чунĕ кашни чăвашăн туртать

Çак сăваплă хитре ял енне.

 

Хушăлка ялĕнчен Тăхтаман

Вăрман витĕр утпа килет пек.

Çамрăк каччă Сетнер те паян

Тĕл пулса пуплес пек пирĕнпе.

 

Янăрать пек Нарспи юрлани

Шăнкăр-шăнкăр çырма хĕрринче.

Ун Сетнерĕ, юратнă савни,

Ачашлать сар хĕре аллинчен.

 

Шăхличпе, ав, кĕтӳç шăхăрать,

Тăрăс-тăрăс! сикет путекки,

Михетер ăйăрне шăварать,

Çывăхрах сас парать шывсикки...

 

Кĕсле тăвĕ çине улăхсан,

Курăнать таврана пит инçе.

Çывăрать-мĕн çыравçă Ухсай

Вăранми ыйхăпа ту çинче.

 

Чăваш ялĕ Слакпуç çĕрĕнче

Уйрăмах илĕртеç чечексем.

Малалла

«Ман юрату эс!..»


«Ман юрату эс!» — çакнашкал хавас

Сăмах илтейменрен санран час-час

Чуна ыраттаран сăмахсене

Чулсем пекех пухатăп хăш чухне.

 

Эп ăрăмçă пулаймăп пурпĕрех,

Ман кăкăрти суранлă чун пĕрре.

Анчах чултан та йывăр сăмахпа

Переймĕн çынсене. Ку — ман шăпа.

 

Хам асăмра хĕрарăм тивĕçне

Эп пурпĕр çитересшĕн-ха вĕçне.

Апла пулсан, Çĕн куншăн савăнам,

Чечек татса пуç кăшăлĕ çыхам.

 

Ăна парнелĕп хамăн хĕрĕме —

Упратăр вăл эп панă илеме.

Юрла чĕрем


Чуна çĕклет илемлĕ пурнăç ирĕ,

Юрлас килет хаваслă та-хитре.

Есенин пек пуласчĕ çепĕç лирик,

Корчагин пек пуласчĕ вут чĕре.

 

Кун-çулăма тĕтре ан хупăрлатăр,

Инкек-синкек ан хуçтăр кăмăла.

Юрла, чĕрем, юрла, пул чăрсăр, паттăр,

Ан парăн эс нимле çил-тăвăла!

 

Эп тăшмана хĕçпе тăрса çĕнтернĕ,

Суранăма эп тивĕç çĕнтерме.

Юрла, чĕрем, хĕлĕхсене ĕнернĕ,

Нихçан та эсĕ ан хăй ӳркенме!

 

Тăван ялтах епле ман савăк, ырă,

Тăван ялтах мĕн чухлĕ пур çĕнни.

Нихçанхинчен хитре халь вăйлă тырă,

Витрелетсе парать колхоз ĕни.

 

Çум çумласа хиртен хĕрсем кĕреççĕ —

Такăрланать сукмак ман пӳрт умне.

Вĕсем манран çĕн юрăсем кĕтеççĕ, —

Хăйсен ятне, ĕçне тивĕçлине.

 

Куç умĕнчех ĕçленĕ ĕçĕсем те, —

Çырла пекех хăйсем те чип-чипер.

Юрла, чĕрем, юрла пурин çинчен те,

Пĕрне те эс туймасăр ан ирттер!

«Эсĕ мĕн, савниçĕм, шухăш айне пултăн?..»


Эсĕ мĕн, савниçĕм, шухăш айне пултăн?

Сăрхăнать кичемлĕх хăмăр куçунтан.

Хуйхуна сирсемччĕ, куççульне пытар-ха,

Пурнăçпа килен-ха, савăнар чунтан.

 

Тăрнасем вĕçеççĕ — кăнтăртан килеççĕ.

Çуркунне тивлечĕ ăшăтать çĕре.

Çутçанталăк ăшшăн сапалать хаваслăх,

Пурăнăç телей халь парнелет пире.

 

Сан сăну салхуллă, хуйхă ăшне путрăн,

Пурнăç çуль тумхахлă, кăткăс вăл чăнах.

Хуйхуна вĕçтер-ха, хăвала хăюллăн,

Каласамччĕ, тусăм, ăшшăн пĕр сăмах.

 

Çăлтăрсем те çиçĕç, сар хĕвел йăл кулĕ.

Илĕртĕ Алманчă хăйĕн хырлăхне.

Пурăнăç — телей-çке, ĕмĕрех вăл пулĕ,

Тусăмçăм, курар халь унăн ырлăхне.

Ĕлĕш


Марьен, упăшкаллă тата икĕ ачаллă вăтăртан иртнĕ хитре хĕрарăмăн пĕр çитменлĕхĕ пур çав: çынсем çинчен пакăлтатма, сӳпĕлтетме юратать. Çавна пулах тĕрлĕ инкек-синкексене те час-час леккелет вăл. Пирĕн таврара кун пеккине, «ĕлĕш» е «ĕлĕш туянни», теççĕ. Хальхинче те çапла пулчĕ, акă.

Кӳршĕре пурăнакан Наçтук тантăшĕнчен кăçал упăшки, пĕчĕк ывăлĕ пуррине пăхмасăрах, пăрахса кайрĕ. Ял-йышсем, Наçтук ăна хăех нумай эрех ĕçнĕшĕн килĕнчен хăваласа янă, тесе те калаçрĕç. Çур çул пурăнчĕ те Наçтук упăшкасăр, хăйĕн çамрăклăхĕнчи савнине — Кирука киле кĕртрĕ. Кирукĕ вара, кӳршĕ ялта шофер пулса ĕçленĕскер, килĕнчи арăмĕпе çитĕннĕ хĕрне пăрахсах, Наçтукпа пурăнма пуçларĕ. Юрату пулчĕ-ши ку вĕсен е тата темскер, анчах пирĕн ĕç мар ку: хăйсенне хăйсемех пĕлсе пурăнччăр. Марьене çеç çакă çитех юлчĕ пулас: пакăлтать те ипĕр-сипĕр сăмах сарать вăл Наçтукпа Кирук çинчен. Лешсем çакна хăлхисене те чикмеççĕ пулас: пурăнаççĕ. Çулла, акă, çĕнĕ мунча лартрĕç. Савăнмалли çеç юлчĕ вĕсемшĕн.

Марьене вара çакă килĕшмерĕ курăнать. Вĕсен мунчи кивĕ вăхăтра кӳршисен мунчи вĕр-çĕнĕ пулни самаях кăмăлне пăсрĕ унăнне. Çавăнпа пушшех те тарăхса, вĕчĕхсе кайрĕ.

Малалла

Çыравçă-салтак


Данилов-Чалдунăн ятне илтсенех

Ялан вăрçă çулĕ тухать куç умне.

Çĕпĕрти шахтă куçа курăнать,

Алă шăлать пит çинчи тусана.

Паллă çыравçă хăй, паттăр салтак,

Пĕлмен вăл канмашкăн хуть кăшт, пăртак,

Тапнă хĕрӳллĕн чĕри кăкăрта,

Вăй-хал пулнă унăн ик чăмăрта.

Çĕртмен нихăçан вăл чăвашăн ятне,

Манман инçетре хăй çуралнă ялне,

Пулнă унта хăнара час-часах,

Калаçнă çынпа — шыв пек юхнă сăмах.

Алли унăн тытнă хутпа кăранташ,

Кĕреçе — шахтăра, вăрçăра — автомат.

Çапăçнă харсăррăн паттăр чăваш,

Тапнă унра иксĕлми вăй-хăват.

Çивĕччĕн пăхнă Чалдун малалла,

Çырнă çынсемшĕн вăл сăвă-калав

Пурнăç çинчен, юнлă вăрçă çинчен.

Вулатпăр эпир вĕсене паянччен.

«Ас илетĕн-ши, савни, ас илетĕн-ши...»


Ас илетĕн-ши, савни, ас илетĕн-ши

Сан чĕрçӳ çине çуркунне çитсен

Шурă акăш пулса вĕçсе аннине?

 

Ас илетĕн-ши, савни, ас илетĕн-ши

Сан чĕрçӳ çинче эп ташланине,

«Шурă акăш» тесе мана чĕннине?

 

Палласа та мана илейместĕн пуль

Эсĕ уйăх хĕрне хăш чухне —

Пинеслу эп, савни, ас илсем!

 

Çук, нимле те сиссе илеймерĕн пуль,

Чӳрече умĕнче йăл кулса,

Эп çутатрăм санпа пĕр пулса.

 

Манаймастăн мана, манаймастăн эс,

Пикесем парăнтарнă хусах,

Ман сăнарăм çӳрет асунтах.

Услăпуç


Айлăмлă вырăн. Ӳсет симĕс курăк.

Тапать çутă-çутă çăлкуç.

Асамлăрах çĕр тĕнчере çук пуль урăх!

Илемлĕ-çке эс, Услăпуç!

Усăллă шывĕ юхать шăнкăр-шăнкăр

Урал тăвĕсем хушшипе.

Сĕвек ун çыранĕ, тĕл-тĕл питĕ чăнкă,

Ирхи сывлăш нӳрĕ, йĕпе.

Çуралнă кунта тахçан-тахçан ĕлĕк

Çыравçă Данилов-Чалдун.

Паян та Чалдунăн ялта пур çурт тĕлĕ,

Ăна çын курать кашни кун.

Данилов-Чалдун кунта пурнăç пуçланă,

Çак çĕр ăна панă вăй-хал.

Пилленĕ çуралнă ялти тус-тăванĕ

Хăюлăх, телей, ăраскал.

Ăна астăвать паян ялăн урамĕ,

Ăна астăваçç хирсем.

«Вăл пирĕн», — тесе халĕ кам-ши каламĕ?

Вăл — пирĕн ентеш, тăвансем!

Шупашкар


Эп пулман Шупашкарта

Çак кунччен. Çитсе унта,

Илтеймерĕм, кураймарăм

Пикесем юрланине,

Тутанса та пăхаймарăм

Чăвашсен ыр сăрине.

Пурпĕрех çак хулана

Юрататăп чунтанах!

Пăлхатать ун ячĕ темшĕн

Чăваша. Мĕне пула?

Ма тесессĕн чăвашсемшĕн

Тĕнчере вăл пĕр хула!

Шупашкар! Ман шухăшра

Эс ялан — эп чăвашран.

Çавăнпа пит савăнатăп

Сан ятна илтсессĕнех...

Анлă та мăнаçлă Атăл

— Хăв тымарунтан ан татăл

Аякра пулсан та, — тет.

■ Страницăсем: 1... 279 280 281 282 283 284 285 286 287 ... 796