Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрУтартаÇăлтăрчăксемКушкă ачиВӗре ҫӗленЙăмраллă ялХĕллехи каçсенче

Тĕлĕнмелле тĕлпулу


Лиза 17 çулта. Вăл шăрçа пек кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ хитре хĕр.

Яланхи пекех вăл паян каçхине хĕр-тантăшĕсем патĕнчен килне кайма тухрĕ. Вăхăт самаях каçалла сулăннă. Хĕвел те анса ларнă. Юлташĕсемпе паян ытти чухнехинчен ытларах ларчĕ пулмалла. Ара, пĕрре юмах яра пуçласан чарăнма та çук вĕт. Туссенчен уйрăлса та каяс килмест. Килте анне кĕтет тесе çеç васкасах утрĕ хĕр. Çулĕ вăрман хĕррипе иртет. Хĕрĕн чунĕ паян темшĕн вăркать. Темĕнле инкеке е теме систерет тейĕн. Лиза васкарах утма тытăнчĕ. Акă сасартăк йывăç тураттисем чăштăртатнă сасă илтĕнчĕ. Çил вĕрсе иртрĕ пулĕ-ха тесе хĕр хăйне хăй лăплантарчĕ. Анчах сасă татах илтĕнчĕ, халĕ вăл çывăхрах. Лиза хăраса кайрĕ те чупма тытăнчĕ. Ун хыççăн такам йĕрлесе пынă пекех туйăнчĕ. Чупсан-чупсан Лиза ывăнчĕ. Халĕ нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ, анчах хĕр хăй ăçта çитсе тухнине ниепле те ăнланаймарĕ-ха. Вăл тинĕс хĕрринче тăрать иккен.

— Ăçта-ши эпĕ? Мĕнле майпа эпĕ кунта çитсе тăтăм? Пирĕн таврара нимĕнле тинĕс те çук вĕт-ха. Ку тата мĕн?

Тинĕс çийĕн темĕнле çутăсем выляма пуçăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшаççĕ. Хĕрĕн куçĕ шарсах кайрĕ. Çыран хĕрринчен инçех те мар пĕр пăрахут тăрать. Ун патне кайма çул та пур иккен. Лизăна темĕнле вăй çак пăрахут еннелле туртрĕ. Хай сисмесĕрех Лиза пăрахут ăшне кĕчĕ. Кунта темĕнле юмаха лекнĕн туйăнчĕ. Йĕри-тавра чаплă кавирсем. Кунтах сĕтел тулли апат-çимĕç. Лиза сĕтел хушшине ларса кăшт апат çикелерĕ те канма ларчĕ. Çул çинче ывăннăран пулĕ часах çывăрса кайрĕ.

Малалла

«Çĕкленӳ малалла çул хывать...»


Çĕкленӳ малалла çул хывать,

Тытнă ĕçем вун хут ӳсенет.

Юрăра пур асамлă хăват —

Урăхла эп курап тĕссене.

«Чунра юрă шăранса тухсан»


Чунра юрă шăранса тухсан,

Уй-хире ăш çил пулса вĕçсен,

Эп çӳретĕп пуçăма ухса:

Тӳпе — янкăр, кăмăллă çынсем.

«Шăрçаланать халь пурнăç тексчĕ»


Шăрçаланать халь пурнăç тексчĕ,

Çапать машинка сас палли.

Кашни сăмах халь пурнăç терчĕ,

Кашни страница сан валли.

 

Эс пурнăç нушине курманччĕ

Мĕнле тертпе вăл килнине.

Ак çитрĕ те çав терт саманчĕ

Çырма пуçларăм çын чунне.

 

Çук, тăмран мар вăл çыннăн чунĕ,

Çук, кирпĕч мар пуль сас палли.

Анчах мĕн чухлĕ автор юнĕ.

Юхса пуль кĕнеке тулли.

 

Тухать халь сас палли, сăмахĕ...

Пуçтарăнать пĕр ăс пуххи.

Мĕнле асам тĕнчен юмахĕ

Ку кĕнеке пек калĕ-ши?

Паттар Некей


Ĕлĕк-авал пĕр ялта,

Темиçе çĕр çул каялла,

Хурашывăн хĕрринче,

Некей çуралса ӳсет.

 

Некей мăн аслашшĕне

Чумей-мăрса тенĕ тет.

Вăл хăй пĕчĕк мăнукне

Вĕрентнĕ тет çар ĕçне.

 

Ухăран тĕл пенипе

Пулман ăна çитекен.

Сăнă ывăтнă чухне

Никам та çĕнтереймен.

 

Тĕлĕннĕ çак Некейрен:

Урса кайнă вăкăра

Чукмар пек чăмăрпала

Пултарнă тет вĕлерме

 

Çӳренĕ чух вăрманта

Хăранă унран упа.

Паттăрăн вăйне сиссе

Кайнă тет тара-тара.

 

* * *

Хурашывран инçех мар,

Вăрманпа çывăхарах,

Вырнаçнă кăнтăралла,

Тихăнушкăнь ятлă ял.

 

Вăрмантан, пĕр çырмаран,

Пуçланать пĕр шыв юххи.

Хоршевашка ят парса

Хăварнă ăна тахçан.

 

Ку тавралăх пит капмар,

Тыткăнланă илемпе.

Кирек кам та çакăнта,

Туйнă пурнăç таппине.

 

Хоршевашка юхан шыв

Элĕк районне çитет.

Çирĕм çухрăм тăсăлса

Малалла

Ытла та вăрттăн юрату


Çĕрлехи урамра хĕрарăм йĕни илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ — хăна çурчĕпе юнашар тăкăрлăкри тротуар çине тимĕр татăкĕ чанклатса ӳкрĕ.

Балкон çине тухнă арçын пулăшу ыйтса кăшкăракан хĕрарăм сассине илтрĕ те аялти хута анчĕ, анчах унта туристсене кирек хăш вăхăтра та йышăнса вырнаçтаракан араба та, талăкĕпе телефон умĕнче ларакан хĕр оператора та, кашни каç вестибюль урайне çăвакан тарçа та, кунĕн-çĕрĕн çурт умĕнчи будкăра тăракан полицейские те — никама та тупаймарĕ, вара пĕчченех ансăр тăкăрлăкалла ыткăнчĕ.

Тĕттĕм кĕтесре ăна сасартăк такам пуçран йывăр япалапа çапрĕ. Тăнне çухатнă çын тротуар çине ӳкрĕ...

«Улăхра пуç кăшăлĕ эп çыхрăм...»


Улăхра пуç кăшăлĕ эп çыхрăм,

Йăл кулса эс тăтăн ман умра.

Иртнĕ вăхăт.

Çухрăм хыççăн çухрăм

утрăмăр.

Хĕм йăлкăшрĕ куçра.

 

Вăхăтăн çул-йĕрĕ çăмăл марччĕ,

Çăмăл марччĕ телее тупма.

Халь пĕрле утмастпăр... туспăх тарчĕ —

Ан ыйтсам пуç кăшăлĕ çыхма.

К.В.Ивановăн уявĕнче


Кĕçтенттин Ивановăн çĕршывĕ

Илĕртӳллĕн чĕнет хăй енне.

Чечексем, курăксем, тĕрлĕ йывăç

Парнелеççĕ пире илемне.

Тăвансем! Илсе килтĕмĕр эпĕр

Инçетрен Сире пысăк салам.

Пурнăçра тӳрĕрех утас тетпĕр

Иванов ячĕпе малалла.

Тĕнче çийĕн ялан янăратăр,

Чăваш Пушкинĕ, санăн яту!

Тăван халăх куллен аталантăр,

Пурăнар, чăвашсемĕр, тату!

«Çутă кĕтме тытăнатăп...»


Çутă кĕтме тытăнатăп

Эпĕ Çĕн çул çитеспе...

Пĕчĕк пĕр елка лартатăп —

Чăрăш çути килтĕрех!

 

Килтĕр-ха, тетĕп, çав чăрăш,

Кĕтĕр-ха, тетĕп, шăрши.

Эпĕ пулса пуль, тен, чăркăш

Халь ак пулам Хĕл Мучи!

 

Пулăп та — чăрăш та ларĕ

Хăй куççульне кăларса.

Кам-ха мана халь каларĕ —

«Чăрăш пек эсĕ таса!»

 

Чăрăш пек, чăн та, ларатăп.

Чăрăш пек, чăн та, пĕтеп...

Пĕчĕк хунар çутса ярăп —

Эпĕ сана вĕт кĕтеп!

 

Эпĕ сана вĕт кĕтетĕп,

Пулăн-ха, тен, кун çути.

Тен, çавăнпа та пĕлетĕп

Чăрăш лартма каç пултти.

«Кĕвĕллĕ уçă шыратăп...»


Кĕвĕллĕ уçă шыратăп

Çак тĕнчене уçма.

Хам та ача пек пыратăп,

Пĕр мечĕк çапса урампа...

 

Анчах та тĕнче вăйă мар-тăр,

Пурнăçăм сцена мар.

Такам ахалех каланă —

Эпĕ артист мар!

 

Пĕрех темĕскер шыратăп,

Çак пурнăçра куç тулли.

Çак кĕвĕре, тен, тупатăп

Чун уççине хам валли.

 

Чуна хамăнне уçсассăн,

Тĕнче те вара уçăлать,

Эпир те кунтан кайсассăн,

Сире валли вырăн юлать...

 

Кĕвĕллĕ уçă шыратăп,

Çынпа уçăрах пулса...

Тен, эпĕ телей куратăп,

Çакă юрра юрласа?

■ Страницăсем: 1... 278 279 280 281 282 283 284 285 286 ... 796