Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çил-тăвăлКĕмĕл кĕперТăм ӳкнĕ ирАтăл шывĕ юха тăратьСунарçă халлапĕсемÇавал сарăлсанÇич çунатлă курак

Ылхан кӳлли


Хурăнкас ялĕ — пĕчĕк ял. Вăл вăрман хĕрринче ларать. Ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Ун çывăхĕнче кӳлĕ çуталса выртать. Ăна Ылхан кӳлли теççĕ. Çав кӳлĕре Шывçă пурăнать имĕш. Вăл ытла та тискер иккен: шыв курăкĕсемпе витĕнсе ларнă, сăнĕ-пичĕ хăрушă, аллисем вăрăм, урисем кĕске. Ун йĕри-тавра тарçисем чупкаласа çеç çӳреççĕ. Çак тарçăсем — питĕ илемлĕ шывçисем (çунатлă хĕрарăмсем). Вĕсем шыв хĕррине тухса лараççĕ те çынсене илĕртсе шыва путараççĕ. Вара вĕсене Шывçă чура туса хурать те хăй патĕнче ĕçлеттерет. Шывçисем ытларах çамрăк та ăслă ачасене улталаса-илĕртсе хăйсен тĕнчине илсе анаççĕ.

Хурăнкас ялĕнчи Юманпа Илемпи те ăнсăртран шыв тĕнчине çакланаççĕ. Мĕнле лекеççĕ-ха вĕсем унта?

Пĕр уяр кун Юманпа Илемпи карçинккасем илсе вăрмана кăмпа татма каяççĕ. Çумăр хыççăн кăмпа нумай тухса тулнă: шур кăмпа, кăрăç кăмпи, хурăн кăмпи… Куç тĕлне пулнă кăмпана савăнсах пуçтараççĕ вĕсем. Акă карçинккасем те туп-тулли ĕнтĕ. Йăтмалла та килелле вĕçтермелле. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ ваттисем. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ кăмпа шыраса вăрмана шалах кĕрсе кайнă иккен. Пуçĕсене çĕклесе пăхаççĕ те… Ни çул курăнмасть, ни ял курăнмасть. Хăйсем аташса кайнине туйса илсен Юманпа Илемпи шикленсе каяççĕ.

Малалла

Мухмăр


Пит çинчи сухала эп хырмарăм,

Паяна шутласан — ик эрне.

Эрех ĕçрĕм, тумлак çывăрмарăм,

Çиме мантăм каçпа, ирхине.

Çавăнпа пуль пит-куç тĕксĕмленчĕ,

Сысна шăрчĕ пек ӳсрĕ сухал.

Кĕсъере те пушанчĕ ман енчĕк,

Урара çук пĕр чĕптĕм вăй-хал.

Алăсем кăлтăр-кăлтăр чĕтреççĕ,

Тытаймаççĕ вĕсем апата.

Тапать вăйсăррăн мĕскĕн чĕреçĕм,

Тăпăр-тăпăр туса, кăкăрта.

Ах, ухмах эпĕ! Мĕншĕн-ши тытрăм

Пурнăçри пирвайхи черккене?

Хам сисмесĕр чунпа ма-ши хытрăм,

Килĕштертĕм эрех йӳççине!?

Акă, халь мухмăрпа аптăрарăм.

Çынсем, парăрччĕ хуть пĕр черкке!

— Алкоголик! — янрать манăн арăм,

Курсанах килте пуш енчĕке.

Мăшăрăма


Вĕçеç кайăксем паррăн-паррăн,

Кĕрлет çутçанталăк умра.

Утатăп санпа юнашаррăн,

Туятăп — тĕреклĕх çумра.

 

Пурнан пурнăçа шĕкĕлчетĕп —

Хури нумайрах е шурри?

Сăнра — пирĕн пурнăç пичечĕ,

Телей — пирĕн пĕрлĕх пурри.

 

Пулнах пурнăçра ăнланманлăх

(Çуратнă пире ик анне),

Ăс панă Турри каçармалăх,

Тĕреклĕ ачамăр — парне.

 

Вĕçеç кайăксем паррăн-паррăн,

Кĕтрет çутçанталăк умра.

Пуласчĕ ялан юнашаррăн, —

Телей хуçалантăр чунра.

«Ăс-тăна илеймĕн укçалла...»


Ăс-тăна илеймĕн укçалла,

Турă панă пире йăлт виçеллĕ.

Ăс-тăна пайлаймăн çурмалла,

Пайлама сĕнсен те теветкеллĕх.

 

Упрама пĕлесчĕ ăс-тăна,

Варлас марччĕ çӳп-çаппа

пĕр шутсăр.

Вăл, папак пек, тимлĕхсĕр шăнать,

Ывăнать, тертлентерсессĕн шуххăн.

 

Упрама пĕлесчĕ ăс-тăна,

Вăл, ача пек, пит черчен, чăнах.

Айтуш çырми паян та асăмра


Айтуш çырми — ачалăх пайĕ.

Аса килет-çке темшĕн халь пĕрмай.

Ун хĕрринче вылянă эпĕр,

Лартса хăварнă йывăç та самай.

 

Илемлĕ вырăн… Мĕн калайăн!

Хăва тĕми те çирĕк йĕркерен

Лĕп çилпеле пупленĕ майăн

Ӳсеççĕ те хунаççĕ çулсерен.

 

Айтуш çырми паян та çывăх.

Ун çумĕнчи уçланкăра çуллен

Ял уявне чыслать ман халăх —

Йăли нумай чăвашăн ĕлĕкрен.

 

Паян кунта çӳрет хуралçă,

Министрĕ те кумать-çке халăхпа.

Бизнесменсем (халь çук усламçă)

Уявсенче килеççĕ таварпа.

 

«Мотри-ка, — тет ял аксакалĕ

Мускавăн вырăсне тăк-тăк чышса, —

Театр пек вĕт чăваш туйĕ».

Шăлать хăй мăйăхне йăл-йăл кулса.

 

Шапа оркестрĕ çеç янрать-и?

Кĕрлет эстрада, ретро,поп та рэп…

Фольклор ансамблĕ юр юрлать-и?

Шеп классика чунтан итлетĕп эп.

 

Ноутбукпа çӳрет пĕр каччă,

Фотоаппаратпа та ӳкерет.

Хĕр журналист: «Итле, тăхлачă,

Сиртен илесчĕ интервью», — теет.

 

Малалла

Çăлкуç хуçи


Чăваш ялĕ. Тӳрĕ те сарлака урамсем. Тăпăл-тăпăл илемлĕ çуртсем. Вĕсенчен пĕринче хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе Марине ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл ăслă-тăнлă та хитре пулнă. Ун çине ял çыннисем юратса пăхнă. Вăл хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурне те килĕшнĕ. Вĕсен кил-çурчĕ те яланах таса та тирпейлĕ пулнă, хăйсем те çынсене тарават кĕтсе илнĕ.

Пĕррехинче вĕсем пурте уя ĕçлеме кайнă. Ĕçлеççĕ-ĕçлеççĕ вĕсем… Хĕвелĕ те хытă хĕртет, çилĕ те çук… Кĕленче савăтри шыва та ĕçсе яраççĕ хайхисем. Акă вĕсем шывсăр аптрама пуçлаççĕ. Мĕн тумалла? Яла кайма инçерех, шăрăхра утма та кансĕр. Çывăхрах пĕр-пĕр çăлкуç çук-ши тесе шырама каяççĕ. Кайсан-кайсан халиччен çын ури ярса пусман вырăна çитсе тухаççĕ. Унта… Çăлкуç çуталса выртать иккен. Савăннипе шыв патне чупсах пыраççĕ кусем. Пĕлмен те, сисмен те çав вĕсем ун чух çак çăлкуç ырă маррине…

Типсе çитнĕскерсем, виççĕшĕ те харăсах аллисене шыв еннелле тăсаççĕ çеç, çăмламас та çирĕп алă вĕсене шывалла сĕтĕрсе кĕрсе каять. Ку — çăлкуç хуçи, кăвак ӳтлĕ, вăрăм сухаллă, самăр старик. Кам та кам çак çăлкуç патне шыв ĕçме хăйса пырать, çавсене пурне те хăйĕн патшалăхне илсе каять. Халĕ вара Марине çемйине те çав шăпа килсе çапать, кĕтмен-туман çĕртенех старик серепине çакланаççĕ. Кунта вара вĕсен старик мĕн хушнине ним хирĕçлемесĕр пурнăçлас пулать.

Малалла

Чĕрере яланлăхах


Йăмрасем кĕтетпĕр, тенĕн,

Пăшăлтатрĕç, «Килĕрех!»

Савнă вырăн — тăван енĕм —

Пуринчен илемлĕрех.

 

Сар хĕвел те ăшшăн-ăшшăн,

Йăл кулса пăхать кунта.

Чечек уйĕ хитре кăшăл

Парнелет мана чунтан.

 

Кĕмĕл саслă юхан шывĕ

Çитерет ачалăха.

Тăван енĕн çурхи шавĕ

Чĕрере яланлăхах.

Чун тĕрекĕ


Çавраçил кĕвви,

Çумăрсен юрри

Чунăма пăлхантарать пĕрмай.

Ман пурнăçăмра

Шурăпа хури

Тăвăл евĕр çаврăнчĕç нумай.

 

Алхасса вĕсем

Çапрĕç кăкăртан,

Эп ӳкмерĕм, тăтăм пурпĕрех.

Аллăмри вăй-хал,

Чунăмри хистев

Маншăн пулчĕç шанчăклă тĕрек.

 

Çавăнпа паян

Эп яланхилле

Ĕмĕтпе пăхатăп малаллах.

Ыррине шанса

Пулăшма çынна

Чĕререн тăсатăп эп алла.

Ĕçес мар, туссем


Васкатпăр, чупатпăр,

Ӳкетпĕр — тăратпăр,

Таçта ăнтăлатпăр.

Çапла пурăнатпăр.

Канатпăр тесе,

Ĕçетпĕр эрех.

Вара ӳпĕнсе,

Тӳнетпĕр тӳрех.

 

Кайран, урăлсассăн

Сывлатпăр хаш! ассăн.

Чунран ӳкĕнетпĕр,

«Ĕçес марччĕ», — тетпĕр.

Анчах, пурпĕрех,

Манса сăмаха,

Ĕçетпĕр эрех,

Сутса сывлăха.

 

Çапла айĕн-çийĕн

Иртет пурнăç пирĕн

Васкавлăн та хăвăрт:

Куратăр пуль хăвăр —

Чупаççĕ кунсем,

Пухăнса çулсене.

Лекес мар, туссем,

Эрех тыткăнне.

Вăй


Айлăмра — чулсем.

Çак улах çĕрте,

Мăкланса вĕсем,

Выртнă ĕмĕртен.

Шур чул айĕнчен

Шыв тапса тухать,

Курăк хушшипе

Малалла юхать.

Тытăнать часах

Вăл шăнкăртатма,

Çĕр питне çурса

Пуçланать çырма.

Унăн, юхнăçем,

Пухăнать вăй-хал.

Çӳллĕ хумĕсем,

Сарлака вăл халь!

Çырмапа çырма

Пĕрлешсен кайран,

Юханшыв юхма

Кĕç пуçлать вара.

Халăх та — çавах,

Пухăнать çынран.

Пĕрле чух анчах

Вăй нумай унра.

Вăй пĕччен çынна

Ӳкерет çапса,

Лӳчĕркет ăна,

Сусăрлать тапса.

Пĕрлĕх тенинчен

Вăйли çук, туссем.

Пуласси тĕнчен —

Туслăхра. Пĕлсем!

■ Страницăсем: 1... 275 276 277 278 279 280 281 282 283 ... 796