Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаТăм ӳкнĕ ирКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеШăплăхри аслатиĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томАсаттесем

Пысăк ĕмĕт


Вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртать тăп-тăрă океан… Шывĕ куç кĕски пек. Тӳпери пĕлĕтсем хăйсем çине пăхса киленме пултарĕç тейĕн. Хĕвел те хăйĕн пайăркисемпе вылять шыв хумĕпе… Çак океанра дельфинсемпе вутăшсем туслă пурăнаççĕ: пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, пĕрле выляççĕ, хумсем тăрăх ярăнаççĕ. Çамрăк дельфинсемпе вутăшсем вĕренеççĕ. Вĕсене Конапос мучи (вутăшсенчен чи асли, океан хуралçи) вĕрентет. Пурнăçра темĕн те курма тивнĕ ăна, çавăнпа та çамрăксене ăс пани уншăн пĕлтерĕшлĕ. Акă паян та çамрăксем вĕренме васкаççĕ. Вĕсене Конапос мучи ирех кĕтет ĕнтĕ. Иклена аппа вĕренекенсем пуçтарăннине курса часрах ывăлĕ патне васкарĕ.

— Петрико, тăр часрах. Сирĕн вĕренӳ пуçланать. Васкамалла.

Ывăлĕ ыйхăран вăранчĕ те Конапос мучи патне çул тытрĕ.

Петрико — вутăш. Вăл 17 çул кăна тултарчĕ-ха. Конапос мучи патне иккĕмĕш çул кăна çӳрет пулин те ытти вĕренекенсенчен чылай нумайрах пĕлет, анчах та кăмăлĕпе чурăс…

Петрико килĕнчен Конапос мучи патне çитме нумай вăхăт кирлĕ мар, çавăнпа та вăл васкамарĕ. Акă вутăш вĕренӳ пӳлĕмне кĕчĕ. Вĕренекенсем пурте пуçтарăнса çитмен-ха. Петрико хăйĕн юлташĕпе юнашар кайса тăчĕ. Миркас юлташне сывлăх сунчĕ. Пурте пуçтарăнса çитсен Конапос мучи урок пуçларĕ. Вĕренкенсем ăна тимлĕ итлерĕç. Петрико кăна Конапос мучие итлесшĕнех пулмарĕ. Вăл амăшĕ каласа панă халапа аса илчĕ. Амăшĕ каланă тăрăх çак океанăн пĕр пысăк утрав пур. Унта тĕлĕнмелле çут çанталăк. Кайăксем юрă шăрантараççĕ, çĕр çийĕ симĕс курăкпа витĕннĕ, унта вара тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек ешерет. Чечекĕсем çинче мĕн тĕрлĕ лĕпĕш вĕçмест-ши? Пыл хурчĕсем вара техемлĕ пыл пухаççĕ…

Малалла

Ытларах шанатăп ыррине


Яккăва курсан, пĕррехинче,

Çуртăма кĕрсе тухмашкăн чĕнтĕм.

«Пур пулсан эрехлĕ кĕленче,

Кĕт мана каçпа. Эп çитĕп ĕнтĕ», —

Тет Якку. Ыйтатăп тĕлĕнсе,

Сăмахне тӳрех ăнланаймасăр:

«Эрех çук пулсан? Вара мĕнле?»

«Пыраймастăп. Çук! Чей ĕçĕр мансăр».

 

Виç кунтан тĕл пултăм Наçтука.

Урампа васкавлăн вăл пыратчĕ.

«Ма пĕччен? Ăçта сан упăшку?» —

Ыйтрăм çеç — вут сапрĕ сăн-сăпачĕ:

«Уйрăлни кĕçех виç çул çитет.

Пиçменпе килмерĕ пурăнассăм,

Çын çинче вăл пĕçерет пите —

Мул пухмасть!» — тесе сывларĕ ассăн.

 

Çул çине эп тухнăччĕ ĕнер,

Пурччĕ шут яла кайса килмешкĕн.

Ак, куратăп: тăван ял енне

Вĕçтерет «Нисан». Хама илмешкĕн

Çĕклесен алла, шофер мана:

«Лариччен, укçу, пăх, пур-и?» — терĕ.

Палласа хам кӳршĕ Ивана:

«Лартса кай, тархасшăн?» — ӳкĕтлерĕм.

 

Пурнăçра кун евĕр тĕслĕхсем

Хамăрах куратпăр е илтетпĕр.

Юрату, мула пула пĕтсе

Ларнинчен питех те тĕлĕнетпĕр.

Пĕрисем, ĕçе-ĕçе эрех,

Малалла

Ылхан


Тĕнчере эп чиперех,

Ыррăн пурăнаттăм.

Халь вара, ĕçсе эрех,

Çын ятне çухатрăм.

Арăм: «Кай!» — тет, хăвалать,

Пурăнасшăн мансăр.

Ман шăпа анаталла

Кусрĕ чарăнмасăр.

Манса кайрăм мĕн иккен

Çемьепе хуçалăх.

Ĕçре пачĕç пĕçеркке:

«Намăс!» — терĕ халăх.

Таса марччĕ тумăм та,

Çăвăнма манаттăм,

Выльăх евĕр, тупата,

Эпĕ пурăнаттăм.

Кашни кун, ĕçсе эрех,

Ăсăм çухалатчĕ,

Мухмăра пула ирех

Пуçăм çурăлатчĕ.

Тĕрлĕ мур куçсем умне

Ӳсĕр чух тухатчĕ...

Тавтапуç тухтăрсене —

Пысăк шанчăк пачĕç.

Ĕçкĕçе хам тухнине

Халĕ ăнланатăп,

Чи пĕрремĕш черккене

Питĕ ылханатăп.

Чĕрĕлесшĕн эп чунран,

Эрехе манасшăн.

Ыр курасшăн пурнăçра,

Уррăн пурăнасшăн.

Хулара


Ку чух хула урамĕнче куратăн

Ыйткалакан çине ыйткалакан.

Паян та акă урампа пыратăп, —

Ларать яка асфальт çинче такам.

 

Ача тытса ларать пĕччен хĕрарăм,

Хура пит-куçлăскер, сăнран чипер.

Ик-виçĕ вак укçа çеç асăрхарăм

Чĕрçи çинче, пăхса илсен çакскер.

 

Питне-куçне юрпа сапать çил хумĕ,

Ачи çинчи утиялне сирет.

Çӳхе те кивĕ унăн тумĕ-юмĕ,

Питех ансат каймашкăн чир-чĕре.

 

Чылайăш инкене асăрхамаççĕ,

Пăхмаççĕ çаврăнса ачи çине.

Хĕç пек çӳхе ыйткалакан хутаçĕ, —

Мĕскер кĕтет ыран мĕскĕнсене?

 

Пĕлместĕп эпĕ. Хуравне кам парĕ?

Кĕсье ман хамăн та çӳхе те-ха, —

Чăваш поэчĕ хăй те чухăн мар-и? —

Чунпа этем пулса юлни паха.

 

Асфальт çинчи хĕрарăмăн сăн-пичĕ

Пăртак çуталчĕ эпĕ чарăнсан.

Мĕн панине вăл пархатарлăн илчĕ,

Тасалтăм хам та çут сăнне курсан...

 

Трамвай килет. Пăртак ларса пырсассăн

Çĕн ушкăн кĕчĕ вирхĕнсе шала.

Чĕркуçленсе ларсах кăларчĕ сасă —

Малалла

Ялта


Пырсан-пырсан пуш урамра пĕр карчăк

Мана тĕл пулчĕ ашăм çул çинче.

Шур юр çине вăл тарăн йĕр хăварчĕ,

Çав йĕр паян та куçăм умĕнче.

 

Мăн çурчĕ пушă... Кинеми пĕчченçĕ

Тăрса юлайнă Çимĕк тĕлĕнче.

Хутран-ситрен илсе килет те пенси,

Хĕр-почтальон пулать ун килĕнче.

 

Ури утать-ха хальлĕхе, çын сывă,

Кайран, утаймасан, мĕн тумалла?

Ак мĕн çинчен кичем пуçланчĕ сăвă

Курма пырсассăн аякри яла.

 

Унччен кунта кĕрленĕ çамрăк халăх,

Хаваслă пулнă аякри ялта.

Халь кун çинчен аса илни те кăлăх, —

Кунсем — каç евĕр, çутă çук малта.

 

22.01.2000

Виртуаллă экскурси


2050 çулхи чӳк уйăхĕ. Трак ялĕнче Мускаври 1555-мĕш номерлĕ гимназин филиалне уçнă. Эпĕ çак филиалăн 7«ă» класĕнче вĕренетĕп. Филиала уçма Раççей Президенчĕ те килсе çитнĕччĕ. Вăл пире çĕнĕ вĕренӳ системи çине куçнă ятпа саламларĕ. Ăна вăл тĕнчери мĕн пур ĕç-пуç глобализациленнипе, çĕр-шывсем хушшинчи чикĕсем пăрахăçланнипе, ют çĕр-шыва кайса килме паспорт е укçа-тенкĕ пачах та кирлĕ маррипе çыхăнтарчĕ.

Çĕнĕ вĕренӳ системи «Виртуаллă пĕлӳ тĕнчи» ятлă. Унпа килĕшӳллĕн эпир кунне виçĕ академиллĕ сехет вĕренетпĕр, тăхтавсем çур сехете тăсăлаççĕ. Каникул тапхăрĕ иккĕ: пĕри — хĕлле, тепре — çулла. Вĕсем виçшер уйăх тăсăлаççĕ. Кашни эрнере икĕ сехет виртуаллă экскурсине кайса килетпĕр. Каникулта вара — ют çĕр-шывра канатпăр. Ку пĕтĕмпех вĕренӳ программине кĕрет.

Акă, иртнĕ эрнере эпир Авалхи Египет кун-çулне истори урокĕнче вĕрентĕмĕр. Çак темăна тĕплĕнрех тишкерме пирĕн шкулăн виртуаллă хатĕрсен ангарне куçма тиврĕ. Кунта пĕтĕмпех çĕнĕ технологиллĕ аппаратсемпе приборсем лартса тултарнă: тĕнче анлăшĕнче вĕçмелли виртокарап, ют çĕр-шывсене çитмелли виртосамолет, кӳршĕ республикăсене вĕçсе çитмелли виртовертолет, юнашар районсене çитмелли виртомобиль пур. Шывра ишмелли виртогидролет та пур, ун хăвăртлăхĕ те, ытти аппаратсен хăвартлăхĕ пекех, çутă хăвăртлăхĕпе танлашать. Ют галактикăсене çитмешкĕн вирторакетăсем те пур кунта. Вĕсем электронлă топливăпа ĕçлеççĕ.

Малалла

«Хура пĕлĕтсене каса-каса...»


Хура пĕлĕтсене каса-каса,

Çурла пек уйăх тухрĕ тӳпене.

Çут тĕнчене чĕркĕмĕлĕ сапса,

Илем вăл кӳчĕ тăлăх уйсене.

 

Сĕм вăрманта пĕччен упа темччен

Чĕвен тăрса, сăнаре уйăха.

Шутларĕ пуль вăл: «Эсĕ те пĕччен,

Атя, пайлар-ха манăн хуйăха».

 

Ĕнер кăна упа хăй çурипе

Çак вăрманта çӳретчĕ савăнса,

Сунарçăсем тискер йыттисемпе

Вĕлерчĕç çурине тулаттарса.

 

Пит йӳçĕ куççулли куçĕсенчен

Унăн юхать çын куççулли пекех.

Пит шеллесе çут уйăхĕ çӳлтен

Пăхать упа çине çури пекех.

04.12.06.

«Час-часах эп килĕп-ха Чăваш çĕрне-шывне...»


Час-часах эп килĕп-ха Чăваш çĕрне-шывне,

Эп илĕп хам юратăва хампа пĕрле.

Çут çăлтăр пулăп та çутатăп тӳпене,

Пуласлăх çулĕ ăçтине кăтартăп сĕм çĕрле.

 

Ман юрату яланах упрĕ халăха,

Тăван чĕлхешĕн пулĕ Кункăш-кайăк.

Çап-çут пуласлăхпа çыхса аваллăха,

Тăванлăха çĕн вăй вăл парĕ лайăх.

 

Кашни чăваш ман çăлтăра курса,

Тен, тупĕ çĕнĕ çул пуласлăха утма.

Ман юрату пулăшнипе çĕн вăй тупса,

Пултарĕ пурнăçра чăвашлăха тупма.

 

Ман юрату чăвашлăха çĕн вăй парса,

Çĕн паттăрсем Чăвашстанра çуратĕ.

Вĕсен маттур ĕçĕсене çӳлтен курса,

Ман çăлтăр тĕнчине татах çутатĕ.

 

24.11.06.

Пенсионер чунĕ


Выртать ват çын пульницара —

Чикет радикулит.

Виç кун иртсен, вăл тухтăра

Калать: «Колхоз валли

Çулаççĕ утă халь ялта,

Эрне пуль пуçлани —

Яр пулăшма мана унта —

Çитмест-çке ĕç алли».

 

«Малтан сывал эс, асатте, —

Тет тухтăр, ыр сунса. —

Кăштăртатса ялти килте

Пурăнмалла халь сан.

Ачаранпа ватăличчен

Тар тăкнă эс ĕçре.

Юрать пулех диван çинче

Канмашкăн пенсире...»

 

Ват çын, çакна илтсен, кăштах

Лăпланчĕ пулмалла.

Пĕр-ик кунран леш сăмахах

Тăстарчĕ малалла:

«Пит тĕрĕс санăн сăмаху,

Пыл пек вăл чĕрене.

Анчах шутла-ха эсĕ ху,

Ăнлан каланине:

 

Пулсан та эпĕ пенсире

Ĕçе пĕртте манман,

Тухмашкăн халăхпа хире

Чĕре хушать халь ман.

Радикулит чикни — тем мар,

Кăшт ларăп ыратсан.

Çава ăста эп туптама —

Çулма вăй пулмасан...»

 

Итлерĕ тухтăр ват çынна,

Ăнланчĕ ун чунне,

Рецепт парса киле ăна

Ăсатрĕ ирхине.

«Çамрăк чух çĕкленсе эпĕ çыртăм...»


Çамрăк чух çĕкленсе эпĕ çыртăм,

Яшсене телее упрама

Чĕререн чĕнтĕм. Çак ырă туртăм

Малашне те памăрĕ канма:

— Начара та пулать мухтама,

Авана та пулать хурлама.

 

Шел, кĕç тупăнчĕ чурăс редактор,

Хирĕçлерĕ ман çак Чăнлăха:

— Йăнăшатăр! Çакна пĕлнĕ пулăр —

Пит сиенлĕ сăвву халăха.

Начара майĕ çук мухтама.

Авана майĕ çук хурлама.

 

Çулсем иртрĕç. Çĕршывăм арканчĕ.

Чăнлăха сутса ячĕ Шуйттан.

Ултав çулĕ çине тĕксе ячĕ

Халăха çакскер вăрттăн, шалтан.

Начара хăй мухтарĕ пĕрмай,

Авана элеклерĕ ай-ай!

 

Ăçта кайрĕ ман чурăс редактор?

Тухкалать хушăран пичетре.

Ахаль мар халь ăна та куратăр

Чĕр Шуйтган хуçаланнă ретре.

Ĕнерхи авана хăртнă май,

Начара вăл мухтать халь пĕрмай.

 

Пĕрре çех Çутă Чăнлăх, ку — паллă,

Ултава уйăрма Чăнлăхран

Аптăрать манăн ывăннă халăх, —

Начарри çĕнтерет ăнсăртран.

Начара та пулать мухтама,

Авана та пулать хурлама.

 

Малалла

■ Страницăсем: 1... 271 272 273 274 275 276 277 278 279 ... 796