Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКăвак çĕмренПурнӑҫ утравӗсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеÇамрăк ĕмĕтХурапа шурăКулăшла калавсем

Хура тинĕс вăрттăнлăхĕ


Шăмпăрт! илтĕнчĕ ват çын хăлхине. Вăл куçне уçса вăранса кайрĕ. Хĕвелĕн юлашки пайăркисем пытанчĕç. Вăлта, кĕсменсем çук. Кимĕ шыв юххипе татах малалла шăвать. Çыран курăнмасть. Лăпкă хумсем çинче кимĕ сăпка пекех туйăнчĕ Ваççа мучие, пулă тытма çыранран аякках та кайманскере. Ара, ку сăпка вилĕм сăпки пулса тăма пултарать вĕт часах типĕ çĕр тĕлне пулмасан. Ваççа мучи хăй ларакан сак айне аллине чиксе пăхрĕ: апат чикнĕ хутаç вырăнтах, шыв кĕленчинче ик тумлам та юлман. Ваççа мучи ăна тарăхса шыва пăрахрĕ. Шывсăр нумай пурăнаймăн вĕт.

Çапла шутласа ларсах мучи каллех тĕлĕрсе кайрĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс хумĕсене уйăх çути çутатрĕ. Кимĕ хумсем çийĕн хăвăртрах та хăвăртрах шума тытăнчĕ. Нумай вăхăт та иртмерĕ, Ваççа мучи вăранчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ. Умра, инçех те мар, çыран курăнать. Палланă вырăнсемех. Акă, ватă йăмра, шăпах çав йывăç айĕнче пытарса хураканччĕ вăл пулă тытмалли хатĕрсене; унран сылтăмалла курăк пуснă сукмак, ялан çак сукмакпа киле таврăнаканччĕ. Ваççа мучи савăннипе часрах çитес тесе аллисемпе авăсма пуçларĕ. Анчах ытла та хăвăрт ишет ку кимĕ, шыв айĕнчен такам тĕкет пек туйăнать. Хĕрринерех пырса пăхасшăнччĕ, шыва ӳкесрен хăрарĕ. Çыран çывхарсах пырать. Акă Ваççа мучи çыран çине тухрĕ, киммине шалча çумне çыхас тесе çаврăнчĕ. Тинех туйса илчĕ вăл — шывран ун çине такам тинкерсе пăхать. Пĕччен те мар, тăваттăн тан. Çак чунсем пуçĕсене шывран кăшт кăларнă, çын майлах хăйсем, пĕр вырăнтан хускалмаççĕ. Ватă та, хурăн вулли пек шуралса кайнăскер, сывлама та хăраса тăрать. Кăштахран шыв хумханса илчĕ, шыврисем хуллен çухалчĕç. Ваççа мучи те кăшт лăпланса, хăйне пулăшакансене тав туса килнелле васкаса утрĕ.

Малалла

«Мĕн-ха вăл пурнăç тĕллевĕ...»


Мĕн-ха вăл пурнăç тĕллевĕ,

Кам курнă ăна тĕкĕнсе?

Мĕн-ха вăл пурнăç илемĕ,

Кам курнă унпа киленсе?

 

Мĕн-ха вăлă пурнăç шăпи,

Кам курнă авăрне тытса?

Мĕн-ха вăлă пурнăç йăли,

Кам пынă ăна упраса?

 

Мĕн-ха вăл пурнăçри телей,

Кам курнă ăна куçĕпе?

Пурнăçăм, эсех курман-ши?

Кала-ха, ан йĕрт чĕрене.

«Атте вилни килтисене кисретнĕ...»


Атте вилни килтисене кисретнĕ.

«Çĕр пек мăн хуйхă», — тенĕ çырура.

Анне кукамая çапла пĕлтернĕ,

Çап-çутă кун та пулнă хуп-хура.

 

Ку çеç çитмен иккен-ха, тепĕр хуйхă

Кĕç йăтăнса анать кил-йыш çине...

Куççуль тăкса çухатнă хыççăн ыйхă,

Ватти-вĕтти йăшать пĕр каçхине.

 

Ирпе тăрсан пăхаççĕ те кураççĕ:

Хапха — яр-уçă, пуш-пушах чăлан.

Синкерлĕ çул тесе халь хăратаççĕ, —

Чăн-чăн вăрри ун чух та хăраман1.

 

Çапла, çӳренĕ вăл ун чух та сывă,

Кĕрсен пĕр япала та хăварман.

Çав каç çинчен-ха пулчĕ манăн сăвă,

Анне калаçнине те эп манман:

 

«Пăртак ман хăлхана кĕрсеччĕ сасă,

Кушак çӳрет пуль терĕм ухтарса...»

Кил-йыш çеç мар, çĕкленнĕ пĕтĕм касă,

Шарт! тĕлĕнет ял-йыш ирпе тăрсан.

 

Пальто, костюм, çăм атă, ăшă çĕлĕк —

Вĕр-çĕнĕ пулнă, кирĕк тивертмен.

Атте тин çеç çĕлетнĕ тăлăп, кĕрĕк —

Пурне те илсе тухнă, тиркемен.

 

Хăруш ĕç чылай шăв-шав çĕклерĕ.

Милици çитнĕ-мĕн йытăпалан.

Малалла

«Тăван йăла-йĕрке — аваллăх çипĕ...»


Тăван йăла-йĕрке — аваллăх çипĕ,

Пуласлăха хывать вăл çĕн кĕпер.

Вĕсем çук чух ман халăх чухăн питĕ,

Вĕсем пур чух эпир пуян, чипер.

 

Чăваш йăли-йĕркисене саватпăр,

Чăн пурăнăç упраннă вĕсенче.

Вĕсем пур чух эпир хаваслă, паттăр,

Вĕсем пурришĕн савăнать тĕнче.

 

Эппин, упрар-ха вĕсене, тăванăм,

Тĕнче те пуянлантăр вĕсемпе.

Çак сăмахсем — чăн-чăн йыхравăм манăн,

Пуласлăха ут эсĕ çак сăмахсемпе.

 

10.12.06.

«Çырма тăрăх каç пулттипе...»


Çырма тăрăх каç пулттипе,

Ӳхĕ шăхăрать.

Манăн чунăм ыратнипе

Пуçăм усăнать.

 

Ват йăмрасем кашланипе

Тискер курăнать.

Шăнкăр-шăнкăр çырма шывĕ

Чунăма хуçать.

 

Ма, йăмраçăм, эс шавлатăн

Ăша вăркатса.

Ма эс, ӳхĕ, шăхăратăн,

Чуна хускатса.

Марине мыскарисем


— Марине, пепкем, выçрăн пуль, ларса çи хăвăртрах, — тет амăшĕ урамра вăрах выляса çӳрене хĕрачине.

— Хам выçман та, хырăм питĕ хытă выçнă манăн. Анне, çитер-ха, часрах. Атту йĕрет вăл.

 

* * *

Маринепе амăшĕ пахча çумлаççĕ.

— Хĕрĕм, тимлĕ пул. Йăрансене таса çумла, — вĕрентет амăшĕ.

Тăрăшать Марине. Пуç çĕклеми ĕçлет.

— Аннеçĕм, кур-ха, епле таса манăн йăран: санăннинчен те тасарах, — тет вăл, çап-çара юлнă хăяр йăранĕ енне аллипе тăсса кăтартса.

 

* * *

Маринесем патĕнче хăнасем.

— Юрласшăн та марччĕ эп, ташласшăн та марччĕ эп, — такмак каласа ташлать кӳршĕри Маюк аппа.

— Ай, суять! Епле суять! — тет кĕтесре курса тăракан Марине. — Ташласшăн марччĕ, тет. Хăй купăса тăсса яричченех тăпăртатма тытăнчĕ.

 

* * *

— Аннеçĕм, итле-ха, сăвă çыртăм, — тет хаваслă Марине.

 

Эпĕ аннене юрататăп.

Юрататăп эпĕ аннене.

Малалла

Телей тени — укçа çеç мар


Чылай ĕçрен нумай чухне

Пит усă пулмасан хăйне,

Виç утăм вăл тумасть нихçан,

Ватмасть уй-шухăшпа пуçа.

Пĕр-пĕр ĕçе чĕнсен ăна,

Санран ыйтать вăл малтанах

Хăйне укçа лекни çинчен,

Вара: «Кай, эсĕ, — тет, — инçе!

Мана ма кирлĕ, эс кала,

Ку ĕç? — ыйтать, кула-кула. —

Усси çук вĕт кун пек ĕçрен

Пĕр пуслăх та. Эс, пур, çӳрен

Мана пустуй тарăхтарса!

Шыра çынсем валли тарçа —

Ху евĕр тепĕр ухмаха,

Тек култармашкăн халăха!»

Вăл пăрăнса санран каять

Сылтăмалла, сулахая,

Е каялла, е тӳп-тӳрех,

Тăрăхласа санран çӳрет:

«Илтсех каймасть пуль ку тăмпуç

Çынран чылай чух тавтапуç.

Анчах та çав çынсемшĕнех

Тăрăштарса чунне хĕнет.

Пĕлмесĕрех кунне-çĕрне,

Пĕр шеллемесĕр сывлăхне,

Çынсемшĕн хапăл этемме

Пит ăнланмастăп эп, темме?

Ман философи — çут укçа!

Тытса тăрать вăл пурнăçа.

Кунсем шăваççĕ хип-хитре

Укçа пулсассăн кĕсьере!»

Вăл сан çинчен çапла калать,

Ăшне тытса кула-кула.

Малалла

Парăнмастăп!


Мана çапрĕç те эп ӳкрĕм.

Ак, тапаççĕ урапа.

Куçсенчен куççулĕм тухрĕ,

Шатăртатрăм эп шăлпа.

Тăрас терĕм, упалентĕм:

Пур-ха вăй алăсенче.

Каллех тапрĕç — чикелентĕм,

Йăванатăп çĕр çинче.

Çапăçу-хĕнӳ пуçланчĕ:

Чышрĕç, тапрĕç кăкăртан.

Палкаса юн килчĕ-анчĕ

Сăмсаран та çăвартан.

— Юрĕ, — терĕç, — пулчĕ, — терĕç, —

Тухмăн пирĕн çул çине!

Пылчăк пултăр сан минтерĕ,

Çавăнпах эс çу питне.

Пуçăм-куçăм тĕтреленчĕ.

Выртса юлтăм пĕчченех.

Пуçра çеç уй тĕвĕленчĕ:

— Парăнмастăп пурпĕрех!

Вĕренĕр каçарма


Çынна, ӳксен, ан çапăр,

Пулсан та вăл тăшман.

Ура хурса ан тапăр,

Вĕренĕр каçарма.

Тăшман, ӳкмен чухне çеç,

Ури çинче хастар...

Ӳксен вăйсем пĕтеççĕ.

Ӳксен вăл — тăшман мар.

Памашкăн васкăр алă

Ăна, кайса ӳксен.

Усал сăмах ан калăр

Нихçан та ун çинчен.

Каçарăр, парăр çăкăр

Чулпа перекене.

Йăл кулăр, уççăн пăхăр

Ялан çынсем çине!

«Сĕм тĕттем таврара...»


Э.С. Арустамяна

 

Сĕм тĕттĕм таврара.

Пит тунсăх чĕрере.

Çут шуçăм туйăнмасть нихçан килессĕн.

Пĕртен-пĕр çăлтăр çеç çӳл тӳпере,

Çав çăлтăр пултăн маншăн, тусăм, эсĕ.

 

Урать усал çил-тăвăл сивĕ тинĕсре.

Ман карапа çапса шыва путарчĕ.

Халь çăлăнăç, тăван, пĕртен-пĕр кимĕре,

Эс килтĕн те ман хуйхă-тертĕм тарчĕ.

 

Вĕç-хĕрсĕр пушхирте эп юлтăм пĕр-пĕччен,

Тен, утрăм пулĕ çав ытла пĕлмесĕр.

Çапла эп инкеке лекни çинчен пĕлсен,

Мана çăлмашкăн килтĕн ним кĕтмесĕр.

 

Эс пур чухне çула тухма аван,

Санпа чухне темле çул та кĕскелĕ.

Пуласлăх патнелле пĕрле утар, тăван,

Санран хăрать çынсен хура элчелĕ.

 

Ман çутă ăраскал çут çăлтăр пек пулса,

Санпа чухне çӳл тӳпене хăпарĕ.

Эпир ыр ĕç çĕршывшăн тунине курса,

Пире татах çĕн вăй-хăват вăл парĕ.

 

04.12.2006

■ Страницăсем: 1... 270 271 272 273 274 275 276 277 278 ... 796
 
1 Манăн атте 1937 çулта çĕре кĕнĕ. (Автор)