Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.2 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӗсем пӗрлешнӗ те 65 ҫул пӗрле алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ.

Ку сӑмахсем – Канаш округӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакан Петровсем ҫинчен.

Геннадий Петровичпа Нина Маркеловнӑн ҫак кунсенче хӑна-вӗрле пухма харӑсах икӗ сӑлтав пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫемье пуҫӗ Геннадий Петрович 90 ҫул тултарнӑ.

Петровсем – ялти хисеплӗ ҫемье, вӗсем ялта пуриншӗн те тӗслӗх. Мӑшӑр 6 ача ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун вара сумлӑ ватӑсене 13 мӑнукӗ тата 6 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: петровсем иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗсем. Нина Маркеловна вара «Амӑшӗн мухтавӗ» ордена та тивӗҫнӗ.

Туй тунӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ май Петровсене округри ЗАГС пайне чыслама чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19136
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 15 специалист кӗрешнӗ.

Ирхи 10 сехетре старта тӑхӑр бульдозер машинисчӗ тухнӑ. Жюри пайташӗсем малти вырӑнсене ҫаксене пама йышӑннӑ. «Бульдозер машинисчӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑна тата 100 пин тенке «КЕТРА» савут филиалӗнче ӗҫлекен Сергей Степанов тивӗҫнӗ. «Экскаватор машинисчӗ» номинацире те ҫав организацирех вӑй хуракан Эдуард Петров мала тухнӑ.

Вӗсен республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлеме тивӗ. Вӑл вара авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Хальхинче те пирӗн патра – Шупашар хулинче. Мала тухнӑ специалистсем конкурса хатӗрленме тытӑнӗҫ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри чи лайӑх повара палӑртнӑ. Вӑл – Алексей Шугуров. Алексей Етӗрне хулинчи «Вишенка» кафере бренд-шефра 20 ҫул ӗнтӗ вӑй хурать. Ӑна республика шайӗнчи конкурсра пӗрремӗш вырӑна тухнӑшӑн 100 пин тенкӗ панӑ. Алексей Чӑваш Республикин чысне федераци тапхӑрӗнче хӳтӗлӗ. Вӑл Вологда хулинче иртӗ. Унта пирӗн ентеш 1 миллион тенкӗшӗн кӗрешӗ.

Республика конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑна тата 60 пин тенке «Сушистик» суши-кафере ӗҫлекен повар Евгений Николаев тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара – Шупашкар хулинчи «Багратиони» ресторанта ӗҫлекен Антон Захаров. Ӑна куншӑн 40 пин тенкӗпе хавхалантарнӑ.

«Чӑваш Ен яланах кулинари пултарулӑхӗпе палӑрнӑ. Республикӑра Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлес тивӗҫе мӑнаҫланса йышӑнатӑп», — тенӗ Алексей Шугуров.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Маршрутка водителӗнче ӗҫлекен Надежда Тихонова «Автоледи» республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурс иртесси пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ.

Ку конкурс Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче иртнӗ. Жюри пайташӗсем хӗрсемпе хӗрарӑмсем машинӑпа мӗнле ҫӳренине, ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӑхӑннине хакланӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: пӗрремӗш вырӑна Надежда Тихонова тухнӑ. Надежда – икӗ ача амӑшӗ. Вӑл пултарулӑх енчен те маттур: гитара калать, сӑвӑсем ҫырать. Вӗсене маршрутка салонне те ҫыпӑҫтарать – пассажирсем киленсе вулаҫҫӗ. Ӗҫӗ унӑн ҫӑмӑлах мар: кашни кун тенӗ пек маршруткӑпа ҫынсене илсе ҫӳрет.

Сӑмах май, Надежда Тихонова конкурса иккӗмӗш хут хутшӑннӑ. 2023 ҫулта вӑл 2-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Кӑҫал та вӑл хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19122
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславкка округӗнче М-7 ҫул ҫинче индустри паркӗ тума палӑртнӑ. Кун валли инвестор 225 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.

Инвестор Тутарстанри предприниматель, «М-7 Козловский» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи, пулӗ. Килӗшӗве Шупашкарти экономика форумӗнче алӑ пуснӑ.

Индустри паркӗ М-7 ҫул хӗрринче вырнаҫӗ. Резидентсем валли производство цехӗсемсӗр пуҫне ҫул хӗрринче ҫынсене пулӑшу паракан сервис та пулӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра ҫӗнӗ уяв пулӗ. Малашне Ял хӗрарӑмӗн уявне паллӑ тума тытӑнӑпӑр. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Уява юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ. «Ялта пурӑнакан хӗрарӑмсен общество пурнӑҫӗнчи рольне ӳстерес, агропромышленноҫе, ялти социаллӑ сферӑна тата предпринимательлӗхе аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикинче Ял хӗрарӑмӗн уявне ҫирӗплетес» тенӗ документра. Уява йышӑнас пуҫарупа республикӑри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ тухнӑ. Ӑна Элтеперӗн мӑшӑрӗ Наталья Николаева ертсе пырать.

Аса илтерер: Олег Николаев Элтепер пулнӑ чухне Ашшӗн кунне (юпа уйӑхӗнчи юлашки вырсарникун паллӑ тӑваҫҫӗ), Чӑваш тӗррин кунне (чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ), Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строителӗсен кунне (юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ) паллӑ тума йышӑннӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан нумай ача амӑшӗ Вера Майорова «Анне» амӑшӗн мухтавӗн паллине тивӗҫнӗ.

Верӑпа Сергей 4 хӗрпе 1 ывӑл ҫуратнӑ, вӗсене пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑлараҫҫӗ. Майоровсем тӗрлӗ конкурса хутшӑнса палӑрнӑ: «Ҫемьепе» фестиваль лауреачӗ пулнӑ, «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗнче «Пултарулӑх ҫемйи» номинацире тата «Чӑваш Енри ҫемье» Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье туризмӗн фестивалӗнче ҫӗнтернӗ.

Ачисем те маттур. Асли Виктория колледжра вӗренет. Лайӑх паллӑсемпе ӑс пухнашӑн вӑл пысӑк стипенди илсе тӑрать.

Вера хӑй те ахаль ларма юратмасть, пултарулӑхпа аппаланма та вӑхӑт тупать: чӑвашла сӑвӑсем тата юрӑсем ҫырать, «Теветкел» фольклор ансамбльне юрлама ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29911
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнче пурӑнакан Григорьевсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Алексей Николаевичпа Наталия Николаевна 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, вӗсем пилӗк ача ӳстернӗ. Ҫемье пуҫӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, вӑл — волонтерсен пулӑшӑвӗн тата ҫар хатӗрленӗвӗн йӗркелӳҫи.

Шел те, Григорьевсен аслӑ ывӑлӗ Владимир пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче СВОра паттӑрла пуҫ хунӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир ҫар училищинче вӗреннӗ.

Палӑртса хӑварар: «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне 4 е ытларах ача ӳстерекенсене параҫҫӗ. Куншӑн ҫемье 200 пин тенке тивӗҫет.

 

Республикӑра
"Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӳкеҫри темиҫе ҫутӑ будкине сӑрласа илемлетнӗ. Пӗр-пӗр тӗспе сӑрласа мар-ха, граффитипе.

Посёлокри сӑрӑ ҫутӑ будкисене илемлӗ арт-объекта вырӑнти художниксем ҫавӑрнӑ.

Вӑл е ку будкӑна епле илемлетесси пирки Артём Павлетич графика дизайнерӗ пуҫ ватнӑ, Сергей Петров художник вара ӳкернӗ.

Кашни стенана юнашарти ҫуртсене кура сӑрланӑ. ЗАГС ҫумӗнчине пӗрне-пӗри юратакан мӑшӑр евӗр сӑнланӑ, спортлапамӗ патӗнчи ҫине спорстменсене ӳкерсе хунӑ, Бичурин музейӗ патӗнчи ҫине китай драконне вырнаҫтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29826
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ округӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын мини-экскаватор туянма тӑрсан 408 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.

Ку ҫу уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ. Арҫын техникӑна тӗнче тетелӗнче шыранӑ, хӑйне кирлине курсан менеджерпа ҫыхӑннӑ. Вӗсем нумаях та калаҫман – кун хыҫҫӑн арҫын ӑна пӗр иккӗленмесӗрех 408 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Анчах вӑхӑт иртнӗ, техника вара килмен. Ҫавӑн чухне тин арҫын ултавҫӑ серепине ҫакланнине, сайт суя пулнине ӑнланнӑ. Ирӗксӗрех полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.

ШӖМ аса илтерет: тӗнче тетелӗнче япала туяннӑ чухне питӗ асӑрханмалла. Иккӗленӳллӗ сайтсене тишкермелле, домен туни пирки даннӑйсем ыйтмалла, ҫынсем ку сайт пирки мӗн ҫырнине вуламалла.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...675
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та