Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкара Пушкӑртстанри оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем килӗҫ.

Кӳршӗ республика артисчӗсем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртекен Балет фестивальне хутшӑнӗҫ.

Ака уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче вӗсем куракансене «Спартак» тата «Бахчисарайский фонтан» постановкӑсемпе паллаштарӗҫ.

Сӑмах май, 14-22 ҫулсенчи ачасемпе ҫамрӑксем билетсене Пушкин карттипе туянма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_18021
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта «Ҫуркунне» ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа акан 26-мӗшӗччен канмалли кунсенче пахча ҫимӗҫ, вӑрлӑх туянма май пулӗ.

Шупашкарта виҫӗ лапам ӗҫлӗ: «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер урамӗнчи 11-мӗш «а» ҫурт ҫывӑхӗнчи фермер суту-илӳ речӗсенче. Хаксем йӳнӗрех пуласса шантараҫҫӗ.

Ярмӑрккӑсем канмалли кунсенче 9 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ӗҫлӗҫ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Куҫ микрохирургийӗн тухтӑрӗсем арҫын куҫӗнчен 20 сантиметр тӑршшӗ чӗрӗ хурт кӑларнӑ.

Вӗсенчен Чӗмпӗр облаҫӗнчи арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна куҫ хупанки ҫинчи «мӑкӑль» канӑҫсӑрлантарнӑ. Тӗрӗслесен тухтӑрсем шалча пӑрҫи пысӑкӑш япала асӑрханӑ. Вӑл ыратманни шурӑ халатлисене пушшех те сисчӗвлентернӗ. Ҫав вырӑна шӑтарсан жгут евӗр япала курӑннӑ. Офтальмолог гельминта сиенлетесрен (ӑна пула аллерги пуҫӑнма пултарать) ӑна пинцетпа тытса кӑларнӑ. Куҫран кӑларнӑ хурт чӗрӗ пулнӑ, авкаланнӑ.

Пациент аса илсе ҫапла каласа кӑтартнӑ: ҫулла ҫурт тӑрринче ӗҫленӗ чухне ӑна вӑрӑм туна куҫран ҫыртнӑ. Кайран ҫав вырӑнта пӑнчӑ тухнӑ, вӑл ыратман, анчах ӳссе пынӑ.

Куҫ микрохирургийӗн тухтӑрӗсем кун пек тӗслӗхпе иккӗмӗш хут тӗл пулнӑ. Сиплемесен паразит ытти тӗртӗмпе органа куҫма пултарать.

 

Республикӑра
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Шупашкартан Махачкалана самолет вӗҫме тытӑнӗ. Билетсене перевозчик сайтӗнче сутма тытӑннӑ ӗнтӗ. Паянхи кун билет 7 пин тенкӗрен пуҫласа тӑрать.

Рейссене «Аэрофлот» пурнӑҫлӗ. Самолет Шупашкартан Махачкалана эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗ: тунтикун, юнкун тата шӑматкун. Рейс ҫӗрле ҫула тухӗ: 23 сехет те 50 минутра. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 40 минутра Дагестана ҫитӗ. Махачкаларан вара ытларикун, кӗҫнерникун, вырсарникун вӗҫсе килӗ. Рейсра Airbus A320 самолетсем пулӗҫ. Вӗсен икӗ класлӑ компановка: «Эконом» тата «Бизнес».

Палӑртса хӑварар: Махачкалана пӗрремӗш рейс 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче уҫӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫыннӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн парӑма тӳлесе татмалла пулнӑ. Анчах вӑл тӳлеме тӑрӑшман. Суд приставӗсем машинӑна конфискацилессине пӗлтерсен вӑл ӑна сутса янӑ тесе суйнӑ, хӑй вара автотранспорта яла, ашшӗ-амӑшӗн килне, илсе кайса лартнӑ.

Арҫынна саккун ыйтнине пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа унччен икӗ хутчен явап тыттарма ӗлкӗрнӗ-ха. Апла пулин те вӑйпитти парӑма татма шухӑшламан та.

Суд приставӗсем парӑмлӑ ҫынсем хӑйсене темле майпа та улталама хӑнӑхнине пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӗсем машинӑна (вӑл ют ҫӗршывра туса кӑларнӑскер пулнӑ) шыраса яла ҫул тытнӑ. Суд приставӗсем хайхи этемӗн чаплӑ машинине шыраса тупнӑ та туртса илнӗ. Арҫын ҫапла вара автомбильсӗр тӑрса юлнӑ.

 

Хулара
kolomnagrad.ru сайтри сӑн
kolomnagrad.ru сайтри сӑн

Ыран, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарта сирена янӑрӗ. Хальхинче хӑраса ӳкмелле мар: ку планра палӑртнӑ тӗрӗслев пулӗ.

Сирена мӗнле ӗҫленине ҫынсем нумай пухӑнакан вырӑнсенче тӗрӗслӗҫ. 9 сехет те 10 минутра вӑл Република тӳремӗнче янӑрӗ. Тепӗртакран, 9 сехет те 40 минутра, Хӗрлӗ тӳремре сирена пулӗ.

Аса илтерер: республикӑра сирена тытӑмӗ мӗнле ӗҫленине ҫуркунне тата кӗркунне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫапах та юлашки вӑхӑтра ракета тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем вӗҫсе килес хӑрушлӑх пур чухне те сирена янӑрать.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен пытанмалли бетон курупкасем лартма пуҫланӑ. Хальлӗхе вӗсене Ленин комсомолӗн тата Хусанкай урамӗсенче вырнаҫтарнӑ. «МТВ» суту-илӳ центрӗ патӗнче те пулмалла вӗсем.

Пӗтӗмпе хулара ҫавнашкал 11 бетон курупка лартма палӑртнӑ. Хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӗсене хӑвӑрт лартма пулӑшнӑшӑн «ВНИИР» Прогреса» тав тунӑ.

Паян «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем ҫав курупкасем шалтан мӗнле пулнине тишкерсе сӑнсем ӳкернӗ. Унта ҫутӑ лампи, вентиляци шӑтӑкӗ пур. Алӑксем паян питӗрӗнчӗк пулман.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Гордеев ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа асӑну каҫне пуҫтарӑннӑ.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Васильевича чысласа театрта ӑна хисеплекен куракансем, тӑванӗсем, ентешӗсем, пӗр сцена ҫине тухнӑ артистсем пухӑннӑ. Кун пирик культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче паян пӗлтернӗ.

Асӑну каҫне хутшӑнакансем Николай Гордеев калӑпланӑ сӑнарсене аса илнӗ. Театрта ӗҫлеме пӑрахсан та вӑл сцена ҫине тухма пӑрахман — юрӑсем шӑрантарнӑ, пӗччен ҫеҫ мар, мӑшӑрӗпе, Любовь Гордеевӑпа та.

Асӑну каҫне пуҫтарӑннисем ҫав юрӑсене аса илнӗ, мӗншӗн тесен

Николайпа Любовь Гордеевсем пӗрле шӑрантарнӑ юрӑсем те янӑранӑ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри студенткӑсем Инна Григорьевӑпа Елена Торговцева Пӗтӗм Раҫҫейри «Я ЛЮБЛЮ РОССИЮ-2026» (чӑв. "Эпӗ Раҫҫее юрататӑп") чемпионатра ҫӗнтернӗ.

Маттур та пултаруллӑ хӗрсем Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче вӗренеҫҫӗ. Иннӑпа Елена конкурса «Шыв айӗнчи хула халапӗсем» проектпа хутшӑннӑ, «Чи лайӑх экскурси маршручӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Проект аудиогид, видеоконтент тата интерактив пулӑшнипе Шупашкарти кӳлмекпе ҫуран утса паллашма май парать.

Палӑртса хӑвармалла: финалта Раҫҫейри 20 ытла регионти ҫамрӑксем хутшӑннӑ.

 

Культура
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, «Его величество Гобой!» концерт кӑтартӗҫ. Ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Анатолий Любимова хисеплесе хатӗрленӗ. Музыкант пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ.

Программӑна классика музыкин шедеврӗсенчен хатӗрленӗ. Вӗсем пурте — гобой валли тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ юрӑ-кӗвӗ. Концерт музыка ӑстине сума сунине, унӑн пултарулӑхне хакланине тата сума сунине кӑтартса пама тивӗҫ.

Сцена ҫине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗсем, студенчӗсем тата ку вӗренӳ заведенийӗнче тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем тухӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Алексей Гурьев (гобой), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Элла Леонтьева (гобой), Ирина Никитина (гобой), Татьяна Иванова (флейта), Николай Кадыков ертсе пыракан симфони оркестрӗ. Мускаври хӑнасем те пулӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 1100
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть