Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӗренӳ

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти педагог Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри ҫулталӑк методисчӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Лариса Анатольевна Н.В.Никольский ячӗллӗ Чӑваш педагогика колледжӗнче вӑй хурать, педагогика практикин уйрӑмне ертсе пырать, вӑл — педагогика наукисен кандидачӗ.

Конкурса 82 регионти 1800 ҫын хутшӑннӑ. Лариса Анатольевна вӗсен йышӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Вӑл «СПО преподавателӗ» номинацире мала тухса 100 пин тенке тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 2-мӗш курс студенчӗ Егор Иванов ют чӗлхепе эссе ҫырса Раҫҫей конкурсӗнче палӑрнӑ.

Вӑл «Эпӗ – хамӑн ҫӗршыв гражданинӗ» конкурса хутшӑннӑ. Иван французла эссе ҫырнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, гражданин пулни – йӑла-йӗркене упрани, историе пӗлни тата пурнӑҫа лайӑхрах тума тӑрӑшни. Шӑпах ҫаксене палӑртнӑ вӑл хӑй ҫырнӑ эссере.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26335
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ пабликӗнчи постсенчен пӗрин айне Геннадий Ложков

ятлӑ ҫын ҫапла комментари ҫырса хунӑ: «Чӑваш чӗлхине ялти ачасене вӗрентни ҫинчен калаҫяҫ-и?».

Комментарие вуласан республикӑн Вӗрену министерстви чӑвашла хуралавланӑ. Унта вӑл ҫапларах пӗлтернӗ:

«Хальхи вӑхӑтра ҫӗр-шыв ертӳҫи Раҫҫейӗн тӗп пуянлӑхӗ - унӑн ҫыннисем пулни ҫинчен час-часах калать. Тӗрлӗ национальность, тӗн вӗрентӗвӗм, политика ӗненӳсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем те пур. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра икӗ патшалӑх – вырӑс тата чӑваш чӗлхисене вӗренмелли мӗнпур условисем йӗркеленӗ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри шкулсенче 1-11 классенчи шкул ачисен 73,5 процентне яхӑн вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра тӑван чӑваш чӗлхи 50,1 %».

 

Вӗренӳ
edu.lpr-reg.ru сайтри сӑн
edu.lpr-reg.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Земство вӗрентекенӗ» программӑна хутшӑнма заявкӑсене йышӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал 16 ҫын ялти шкула ӗҫлеме кайса 1 миллион тенкӗ илме пултарӗ.

Программӑна хутшӑнакансен ялта е 50 пин ҫын таран пурӑнакан сала-хулара 5 ҫул ӗҫлемелле. Укҫана вӗренӳ организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех программӑна хутшӑннӑ специалистсене пурӑнмалли кӗтес тара тытнӑшӑн тата коммуналлӑ тӑкаксене тӳленӗшӗн саплаштараҫҫӗ. Ку кӑна мар – оклад ҫумне хушса тӳлеҫҫӗ.

Программӑн условисем пур: вӗрентекенӗн 55 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16611
 

Культура
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхене тӗпчес тата вӗрентес ӗҫ» ҫавра сӗтел иртӗ.

Ӑна чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе вӗрентӳ пособийӗсен авторӗ Ю.М. Виноградов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, лексиколог тата диалектолог А.В. Кузнецов ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

 

Вӗренӳ
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ырантан, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен, Шупашкарти 3-мӗш лицейри ачасем дистанци мелӗпе вӗренме пуҫлӗҫ. Ку ОРВИпе чирлекен нумайланнипе ҫыхӑннӑ.

Унччен уйрӑм классене кӑна карантина янӑ. Анчах лару-тӑру япӑхланса пынӑ, ҫавна май инфекцие сарӑлма чарас тесе пурне те дистанци мелӗпе вӗрентмешкӗн йышӑннӑ. Уроксем онлайн-режимра иртӗҫ.

 

Вӗренӳ

И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче филологи пӗлӗвӗ илекен студентсем патӗнче ҫак кунсенче ку чухнехи пултаруллӑ чӑваш поэчӗ Василий Кервен тӗлпулура пулчӗ. Паллӑ сӑмах ӑсти поэзи ӗретӗнчи сонет жанрӗпе паллаштаракан, Н.Н. Осипов доцент ирттернӗ, уҫӑ занятине хутшӑнчӗ.

Чӑваш сонет ӑстисен йышӗ пысӑк мар. Теветкел, Кервен, Айдаш тата пӗр икӗ хушамат асӑнма пулать. Сонет поэзи ӗречӗн кӑткӑс жанрӗсенчен пӗри. Ӑна шухӑшӑн ҫирӗп йӗркине пӑхӑнса хайламалла, 14 йӗркерен тӑракан лирикӑллӑ хайлавра ҫирӗплетни, иккӗленни, пӗтӗмлетни пулмалла. Ҫавӑнпа пӗрлех ҫаврасенчи рифмӑсен те, малтанхи тӑватшар йӗркерен тӑракан икӗ строфинче рифмӑсем ҫавра (абба) е хӗреслӗ (абаб), юлашки виҫшер йӗркерен тӑракан икӗ строфан хӑйсен рифмине пӑхӑнмалла. Ҫак меле ал ҫеммине ҫавӑрнӑ Чӑваш халӑх поэчӗ – Теветкел чӑвашла сонетсем ҫырас енӗпе чи пултаруллисенчен пӗри. Вӑл акӑлчан поэчӗн Шекспирӑн пур сонетне те чӑвашла куҫарнӑ. Кервенӗн те сонет хайлас енӗпе ӑсталӑх пысӑк. Вӑл чылай хайлав ҫырнӑ ҫак жанрпа. Вӑл сонет канонне тӗп-тӗрӗс тытса пыраканӗсенчен пӗри. Унӑн сонет кӑшӑлӗсем те пӗрре анчах мар.

Малалла...

 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен ачасем паллӑ юрӑҫпа Элвин Грейпа тӗл пулнӑ.

Элвин Грей пӗлӳ ҫуртӗнче иртнӗ «Чӑнкӑ тӗлпулу» мероприятие хутшӑннӑ.

Унӑн чӑн ячӗпе хушамачӗ – Радик Юльякшин. Вӑл тутарла, вырӑсла, пушкӑртла юрлать.

Паллӑ юрӑҫ ачасене музыка карьерине мӗнле пуҫланине, хӑй мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине каласа кӑтартнӑ.

Сӑмах май, вӑл ҫак кунсенче Шупашкарта концерт лартнӑ. 38-мӗш шкул ачисене те билетсем парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15655
 

Персона
Чӑваш драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ӳнер пайӗн ертӳҫи Марина Николаева «Завпосты театра Будущего» программӑпа вӗренме пуҫлӗ.

Культура учрежденийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Марина Порфирьевна чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫӗршывӑн чи сумлӑ специалисчӗсемпе пӗрле театра малалла аталантарас мелсене тӗпчеме пултарӗ.

Проекта пурнӑҫа кӗртекенни – пултарулӑх индустрийӗсен «Меганом» академийӗ. Вӗрентӗве «Таврида.АРТ» фестиваль ирттернӗ май йӗркелӗҫ.

Вӗренӳ тӑватӑ пайран тӑрӗ, ун вӑхӑтӗнче ӑсталӑх сехечӗсем, практикумсем пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_10555
 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӑрнарти 2-мӗш шкулта агрокласс уҫӑлнӑ. Вӑл республикӑра – ҫиччӗмӗш.

Класра ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ, ҫавна май ачасем шкултах тӗпчевсем, сӑнавсем тума пултараҫҫӗ. Агрокласа уҫнӑ кун ӑсталӑх класӗ иртнӗ: ачасем юман йӗкелне лартнӑ.

Палӑртмалла: класа уҫма «Август» фирмӑн «Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ» спонсор пулӑшӑвӗ панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15950
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 176
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та