
Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи Н.Я Бичурин ячӗллӗ шкулта Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен семинар-тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Елена Атамнова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Хаҫатҫӑ хыпарланӑ тӑрӑх, «шкулта нумай чӗлхе вӗренни тӗрлӗ халӑх культурине, йӑли-йӗркине, историне лайӑхрах пӗлме май парать, ҫавна май ӑс-тӑна, тавра курӑма, астӑвӑма, шухӑшлава аталантарать. Юлашки вӑхӑтра ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти чӑваш чӗлхи учителӗсем. Шкулта ҫеҫ мар, хула шайӗнче виҫӗ чӗлхепе тӗрлӗ вулав, фестиваль-конкурс ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Ытарай вулавӗсем», «Юрататӑп сана, Ҫӗнӗ Шупашкарӑм!», «Нарспи» — виҫӗ чӗлхепе», «Пушкин вулавӗсем», «Асамат вулавӗсем»»...

Шупашкарти 37-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Ирина Диарова Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле тесе шухӑшлать.
«Чӑваш чӗлхипе ҫынсем кулленхи пурнӑҫра усӑ курма пӑрахса пыраҫҫӗ. Плакатсемпе вӗренӳ кӗнекисем смартфонпа ӳснӗ ачасен кӑсӑкне тивӗҫтермеҫҫӗ. Чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтермелле», — тесе шухӑшлать. Чӑваш чӗлхи учителӗн шучӗпе, чӗлхе цифра инструменчӗсене тивӗҫтерсен унпа кӑсӑкланас, ӑна вӗренес тата усӑ курас туртӑм та ӳсӗ.
Шӑпах ҫакна шута илсе пурте усӑ курма пултаракан цифра ресурсӗ тунӑ.
«37 сас палли валли хӑйне евӗр сӑнарсем шутласа кӑлартӑмӑр, вӗсене тӗрӗс калаҫу тӗслӗхӗпе сасӑларӑмӑр, хайлавлӑ ӑс-тӑн пулӑшнипе чӗрӗ пек курӑмлатрӑмӑр, ҫынсем тӳрех усӑ курма май паракан килӗшӳллӗ сайт тата клавиатурӑна лартмалли ансат инструкци турӑмӑр. Аудио тата анимаци вӗренӗве кӑсӑклӑрах тӑвать, вӗренме хавхалантарать. Ресурс вӗрентӳ ӗҫне курӑмлӑх, сасӑ тата куҫӑмлӑх мелӗсене кӗртсе вӗренес кӑмӑллисен йышне анлӑлатма пулӑшать. Сайта Tilda никӗсӗ ҫинче тунӑ. Пурне те алфавит вӗренме, клавиатура лартма тата чӑвашла кашни кун ҫырма чӗнетпӗр.

Чӑваш Енри 20 учреждени Чӑваш Республикин Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Кашнине 500-шер пин тенкӗ лекнӗ. Хушӑва Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Списокра – сакӑр шкул, вунӑ ача пахчи, колледж тата ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ. Палӑртса хӑварар тӳрех: Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫулсерен вӗренӳ сферинчи инновацие пулӑшма параҫҫӗ.
Гранта тивӗҫнисен хушшинче Улатӑрти технологи колледжӗ, Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ача пахчи, Канашри 17-мӗш ача пахчи, Шупашкарти 49-мӗш, 78-мӗш, 125-мӗш, 204-мӗш, 208-мӗш ача пахчисем, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Шупашкарти 4-мӗш гимнази, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти шкул тата ыттисем пур.

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Анастасия Анохина, Александр Кириллов тата Александра Миронова ҫӗнӗ йышши шкул дневникне хатӗрленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла. Унпа 1-4-мӗш класра вӗренекенсем усӑ курма пултараҫҫӗ.
Расписанипе юнашарах Чӑваш Ен историйӗ, йӑли-йӗркипе культури ҫинчен тата паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗ пирки информацисем пур. Кунсӑр пуҫне дневник ҫинчи информацие икӗ чӗлхепе ҫырнӑ.
Дневниксене «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ Президент гранчӗсен фончӗ тата ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пулӑшнипе сарӗҫ. Халӗ 3 пин экземпляр пичетлесе кӑларнӑ ӗнтӗ. Вӗсене республикӑри шкулсене тӳлевсӗрех парӗҫ.

«Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен чи лайӑх учитель» Раҫҫейри V конкурса Шупашкарти Роза Морозова хутшӑнӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку конкурс педагогсемшӗн сумлӑ ӑмӑрту шутланать.
Роза Анатольевна — аслӑ категориллӗ учитель. Вӑл Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлет.
Педагогсен конкурсӗн финалӗ Липецк хулинче ҫурла уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче иртӗ. Унта ҫӗршыври 87 субъектри 131 педагог пырса ҫитӗ.
Роза Анатольевна каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл шкулта ӗҫлеме шухӑшламан, сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ. Анчах паян унӑн кураканӗсем — ачасем. Тӑван халӑх культурине юратнӑран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренме кӗнӗ. Ачасене чӑваш чӗлхипе вӑйӑ, чӗрӗ калаҫу, пултарулӑх урлӑ кӑсаклантарса яма тӑрӑшать.

Канашра «Помощь тем, кто нуждается» (чӑв. Пулӑшу кирлисене ал парар) ятпа ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ.
Ыркӑмӑллӑх акцийӗ вӑхӑтӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем ачасем валли шкул ҫипуҫӗ тӳлевсӗр илме пултарнӑ.
«Пире кун пек пулӑшнӑшӑн чунтан тав тӑватпӑр. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли япала туянма укҫа нумай кирлӗ. Кунта вара шкул ҫипуҫне тӳлевсӗр илме май килчӗ. Уншӑн эпӗ питӗ савӑнтӑм», — хавхаланса калаҫнӑ виҫӗ ача амӑшӗ, Анна ятлӑ хӗрарӑм.
Вырӑнти социаллӑ центрта кун пек ыркӑмӑллӑх акцине ҫулсерен ирттерни пирки пӗлтереҫҫӗ. Сӑмах май каласан, ытти тӑрӑхри социаллӑ центрсем те ун пеккине йӗркелеҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ усламҫӑсем пулӑшнипе нумай ачаллӑ ҫемьесен хыснине перекетлеме май килет. Акцие йывӑр лару-тӑрури ытти ҫемье те хутшӑнма пултарать.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки виҫӗ уйӑха илсен «Эпӗ чӑвашла вӗренетӗп. Я учу чувашский язык»» чӑвашла-вырӑсла калаҫу кӗнеки пуринчен ытларах сутӑнакан кӑларӑм пулса тӑнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кӗнеке кӑларакансем асӑннӑ кӑларӑм Пичет ҫуртӗнчи 1 «ЛитХабра» тата Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче сутӑнни тӑрӑх.
Практика кӑларӑмне Тамара Артемьевӑпа Галина Брусова хатӗрленӗ. Кӑларӑма Надежда Вечеркина редакциленӗ. Кӗнеке тӗп тӗллевӗ — чӑвашла калаҫнине преподавательсӗр ӑнланма пуҫласси.
Кӑларӑм 27 занятирен тӑрать. Кашнине ӑша хывма 2 сехет кирлӗ пулӗ. Малтан фонетика пайӗ, кайран ударени правилисем, падежсем, местоименисемпе хисеп ячӗсем.
Теорие хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли ӗҫсемпе тата вуламалли текстсемпе пуянлатнӑ. Ансат калаҫӑва йӗркеленӗ чух кирлӗ грамматика та пур.

Красноармейски шкулӗнче агротехнологи класӗ уҫӑлнӑ. Вӑл шкул ачисене хальхи ял хуҫалӑхӗпе паллашма тата аграри отраслӗнчи малашлӑха курма май парӗ.
Агротехнологи класне 14-18 ҫулсенчи 160 ача ҫӳрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – шӑпӑрлансене аграри профессийӗсемпе кӑсӑклантарасси тата пулас специалистсене хатӗрлесси.
Проект «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн технологи тивӗҫтерӗвӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. «Таябинка» агрофирма, «Красное Сормово» тата «Волит» фирмӑсем ҫак проекта ырласа унта хутшӑннӑ.
Сӑмах май, хальи вӑхӑтра регионта 137 агролаборатори, 52 агрокласс тата 7 агротехнологи класӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех аграри колледжӗ тата Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ял хуҫалӑхӗ валли специалистсене хатӗрлеҫҫӗ.

Республикӑри шкул ачисенчен ЧР Элтеперӗн ятарлӑ стипендине илмешкӗн документсем кӗтеҫҫӗ. Заявкӑсене пама васкамалла: документсене ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен кӑна йышӑнаҫҫӗ.
Камсен стипендие тивӗҫес шанчӑк пур-ха? Вӗренӳне пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ачасен, предмет олимпиадисенче, конкурссенче, турнирсенче тата смотрсенче ҫӗнтерӳҫӗ е призер пулнисен, общество ӗҫне хастар хутшӑнакансен.
Телейлисен йышне лекнисем вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех уйӑхсерен стипенди илсе тӑрӗҫ. Вӑл 550 тенкӗпе танлашать.
Документсене Шупашкарти вӗренӳ мониторингӗн тата аталанӑвӗн центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. Адресӗ: Эгер бульварӗ, 49-мӗш ҫурт, 6-мӗш пӳлӗм. Тӗплӗнрех информаципе ҫакӑнта паллашма пулать.

ЧР вӗренӳ министрӗн Дмитрий Захаровӑн мӑшӑрӗ Ольга Захарова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва паян, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуснӑ.
Ольга Захарова 2021 ҫултанпа Шупашкарти Мониторинг тата вӗренӳ аталанӑвӗн центрне ертсе пырать. Вӑл Мускаври М.А.Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари университетне «учитель-логопед» специальноҫпе пӗтернӗ. Кайран унтах «патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальноҫе илнӗ. Малтан вӑл асӑннӑ центрта методист, ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ. Унта 2016 ҫулта ӗҫлеме вырнаҫнӑ.
Мӑшӑрӗпе Дмитрий Захаровпа пӗрле вӗсем ывӑл ӳстереҫҫӗ. Вӑл 4 ҫулта кӑна-ха.
