Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Пӑтӑрмахсем

Элӗк округӗнче пилӗк ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

Ку инкек Мӑн Ямаш ялӗнче паян ҫӗрле пулнӑ. Ҫемье мунча кӗнӗ, ун хыҫҫӑн вара пӳртре кӑмака хутнӑ. Унпа вара чылай вӑхӑт усӑ курман, пӳртре сӗрӗм сарӑлнӑ. Шар курнӑ ачасенчен чи кӗҫӗнни – пилӗк ҫулта. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ачасем хӑйсене лайӑхрах туяҫҫӗ.

Прокуратура ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следстви комитечӗ те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче «Рено Логан» ҫӑмӑл машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа «Афанасьев урамӗ» чарӑну ҫине кӗрсе кайнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӳлмек енчен пынӑ: вӑл тӑрук тротуар ҫине тухса кайнӑ та чарӑнӑва ишсе антарнӑ. Унта вара ҫав вӑхӑтра ҫынсем пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: руль умӗнче 18-ти каччӑ ларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шел те, 63 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ, 61 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Хулара
ivanovonews.ru сайтри сӑн
ivanovonews.ru сайтри сӑн

Ыран, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче сирена янӑрӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар – Мускав ҫыран хӗрринче тата Юрӑ уйӗнче кӑна.

Ҫак сасса илтсен ан хӑрӑр: ку – планра палӑртнӑ тӗрӗслев. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сирена 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен янӑрӗ. Ҫапла майпа нумаях пулмасть Мускав ҫыран хӗрринче тата Юрӑ уйӗнче вырнаҫтарнӑ сирена хатӗрӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

Сӑмах май, унти сиренӑсене пӗр уйӑх каялла тӗрӗсленӗ ӗнтӗ.

 

Хулара
dnrnews.ru сайтри сӑн
dnrnews.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын чикӗ леш енчен «Тойота» маркӑллӑ минивэн туянма ӗмӗтленнӗ. Халӑх тетелӗнче хӑйне кирлӗ машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ те тупнӑ.

Сутуҫӑ ӑна машинӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата докуменчӗсене кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар арҫыннин иккӗленӳ юлман – вӑл килӗшӳ тума тата машинӑна Чӑваш Ене илсе ҫитерме тесе лешӗ каланӑ счет ҫине 2 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ.

Кун хыҫҫӑнах сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Паллах, Чӑваш Ене нимӗнле машина та килмен. Ултав серепине лекнине ӑнлансан арҫын полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.

 

Хулара

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкар хулинче 42-мӗш автобус «Хӗвеллӗ» микрорайона ҫитӗ.

Халӗ вӑл Ленин Комсомолӗн урамӗнчен Промтрактор еннелле пӑрӑнать. Ҫитес уйӑхран вара «Солнечный» микрорайона кӗрӗ. Ҫавӑн пекех автобус Максим Горький проспектне кайма пӑрахӗ. Вӑл Павлов мичман урамӗнчен Университет урамне кайӗ, унтан – Миначев тата Лукин урамне.

Маршрут ҫинче автобус шучӗ сахалланӗ. Хальхи вӑхӑтра 10 транспорт ҫӳрет, пӗрре – резервра. Улшӑнусем хыҫҫӑн вара маршрут ҫинче 9 автобус пулӗ, пӗрре – резервра.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикинче тепӗр виҫӗ ҫамрӑк, шкултан вӗренсе тухнӑскерсем, Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 100 балл пухнӑ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.

Юлашки экзаменсен кӑтартӑвӗсем савӑнтарнӑ. Шупашкарти 44-мӗш лицейри Анастасия Гаврилова историпе 100 балл пухнӑ. Тӗп хуламӑрти 2-мӗш гимназири Алексей Серебряков информатикӑпа пӗтӗм ыйтӑва тӗрӗс хуравланӑ. Шупашкарти 4-мӗш лицейри Артемий Ярадов та информатика экзаменӗнче 100 балл илнӗ.

Ҫапла майпа республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 100 балл пухнисем 74 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall9484805_12433
 

Республикӑра
zebra-tv.ru сайтри сӑн
zebra-tv.ru сайтри сӑн

Вӑрмар округӗнчи 22 ҫулти каччӑ хӗрпе пулас тесе 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Хайхи каччӑ Шупашкар хулинче темиҫе сехетлӗхе хваттер тара илнӗ те «каҫхи лӗпӗше» чӗнме шухӑшланӑ. Вӑл сайта кӗрсе хӗр суйланӑ, ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ телефон ҫыхӑнӑвӗшӗн тӳлеме 2900 тенкӗ ыйтнӑ. Унтан килнӗшӗн страховка тума 29500 тенкӗ куҫарма хушнӑ. Хайхи «хӗр» юлашки тӳлев ун патне ҫитмен тесе ӗнентернӗ, каччӑна икӗ хут ытларах куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.

Кайран каллех тӗрӗс мар куҫарнӑ-мӗн, 59 пин тенкӗ ыйтнӑ. «Хӗр» каччӑна хӑрата-хӑрата татах та татах укҫа куҫарттарнӑ.

Ҫапла каччӑ 300 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ, анчах нимӗнле «хӗре» те кӗтсе илеймен. Улталаннине ӑнлансан вӑл полицие кайнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра санитари вертолечӗ малалла ӗҫлет, пациентсен пурнӑҫне ҫӑлать. Нумаях пулмасть вертолетпа Улатӑр хулинчи 77 ҫулти арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унӑн инфаркт пулнӑ.

Вертолет Улатӑрта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине анса ларнӑ. 77 ҫулти арҫыннӑн миокард инфаркчӗ тепӗр хутчен пулнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Улатӑрти пульницӑна илсе килнӗ. Пациент кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ, тухтӑрсем сатураци пӗчӗк пулнине палӑртнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: арҫын 10 ҫул каялла инфаркт чӑтса ирттернӗ. Ун чухне ӑна коронароангиографи тунӑ. Ҫитменнине, унӑн урӑх чирсем те пур, ку вара сывлӑхне пушшех те япӑхлатать.

Улатӑрти тухтӑрсем пациентӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртнӗ те санавиаци валли заявка янӑ. Вертолет арҫынна Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем ӑна часрах операци тунӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑри кардиологи диспансерӗн хтирургӗсем пӗрремӗш хут хӑйне евӗр операци тунӑ. Вӗсем чӗрери аорта тата клапан пайӗсене донорӑннипе улӑштарнӑ.

Кун пек операцие икӗ ҫынна тунӑ. Унсӑрӑн вӗсен пурнӑҫӗ кирек хӑш самантра татӑлма пултарнӑ.

Операци питӗ кӑткӑс иртнӗ. Хирургсем чарса лартнӑ чӗре ҫинче операци тунӑ. Пӗр пӗчӗк йӑнӑш та пациентӑн пурнӑҫне татма пултарнӑ. Хирургсен бригадине Лининград облаҫӗнчи штатра тӑман тӗп ача-пӑча кардиохирургӗ Владимир Болсуновский ертсе пынӑ. Вӑл кун пек операцисене 30 ҫул ытла ирттерет.

Халӗ икӗ пациента та тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ, вӗсем реабилитаци витӗр тухаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
srgazeta.ru сайтри сӑн
srgazeta.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи хваттере аҫа ҫапнӑ. Ку инкек ӗнер Чернышевский урамӗнчи 3-мӗш ҫуртри 3 пӳлӗмлӗ хваттерте пулнӑ

Аҫа ҫапсан хветтерте пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 1951 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра ҫичӗ пушар пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ... 1149
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй