Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Персона
«Про Город» телеграм-каналӗнчен илнӗ сӑн
«Про Город» телеграм-каналӗнчен илнӗ сӑн

Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх дворниксене чысланӑ, ҫав йышра Тамара Тарасова та пулнӑ.

Тамара Львовна 65 ҫулта, вӑл Шупашкарта дворникре ӗҫлет. Ку профессире 17 ҫул тӑрӑшать. Тамара Львовна кашни ир ӗҫе Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗртен килет.

«Мана килӗшет хамӑн ӗҫ. Эпӗ профессионал пуль ӗнтӗ. Эпӗ пӑхса тӑракан ҫуртсенче лайӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, мана хисеплеҫҫӗ», – тет вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_81859
 

Ҫурт-йӗр
kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти тӳре-шара хӑйсем тӗллӗн туса лартнӑ хуралтӑсене хӑйсен кӑмӑлӗпе сӳтме ыйтаҫҫӗ. Кӑмӑлпа итлемесен ирӗксӗр сӳттерӗҫ.

Алькешри Гоголь, 1-мӗш Кӑнтӑр, Аялти, 2-мӗш Аялти урамсенче хӑй тӗллӗн туса лартнӑ 32 хуралтӑна шута илнӗ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
hchuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ
hchuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти аэропортра ӗнер пӗр пӑтӑрмах пулса иртнӗ.

Пассажирсенчен пӗри пирус туртнӑран пушар сигнализацийӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ҫавна пула пассажирсене урама кӑларса тӑратма тивнӗ, самолётпа вӗҫсе килнисен унтах ларма тивнӗ.

Пӑтӑрмаха пула самолёт каялла та вӑхӑтра вӗҫсе каяйман.

Шупашкарти аэропортра туалетра та пирус туртма юраманни пирки аса илтереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
умвд.21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
умвд.21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ пульницӑра пӗр хӗрарӑмӑн укҫине вӑрланӑ. Кун пек хӑтланнӑ тесе пӗр арҫынна шанмаҫҫӗ, ӑна палласа илекенсене йӗрке хуралҫисене пелтерме ыйтаҫҫӗ. Арҫын видеокамера ҫине лекнӗ.

Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 12 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Хӗрарӑмӑн енчӗкӗ куртка кӗсйинче пулнӑ. Унта документсем тата 40 пин тенкӗ ытларах укҫа пулнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта кӑҫал та Чӑваш музыкин фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна кӑҫал 15-мӗш хутчен йӗркелеҫҫӗ.

Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуарта — чӑваш музыкин ылтӑн фондӗнчи ахах-мерчен: Федоров Павловӑн «Шывармань» тата Георгий Хирпюн «Нарспи» опери таранах. Хальтерехрисенчен Андрей Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» балетне палӑртмалла.

Фестиваль Тутарстанри паллӑ баянист Айдар Гайнуллин хутшӑнакан гала-концертпа вӗҫленӗ.

 

Персона

Шупашкарта пурӑнакан фронтовик Иван Григорьев ҫак кунсенче 102 ҫул тултарнӑ.

Иван Григорьевич – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин сусӑрӗ. Вӑл Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе фронта кайнӑ, III Украина тата II Беларуҫ фрончӗсенче фашистпа ҫапӑҫнӑ, «Катюша» операторӗ пулнӑ. Киле вӑл 1946 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн Чӑваш обком партийӗнче 57 ҫул ытла ӗҫленӗ.

Иван Григорьевич мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Хулара
svpressa.ru сайтри сӑн
svpressa.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 72 ҫулти арҫын 4 хутчен ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл инвестицисемпе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ.

Ҫак арҫын ултавҫӑсен аллине 4 хутчен ҫакланса пӗтӗмпе 900 пин ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Хальхинче вӑл 60 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Тӗнче тетелӗнче укҫа ӗҫлесе илмелли пирки реклама курсан вӑл каҫӑ ҫине пуснӑ та хӑйӗн телефон номерне хӑварнӑ. Унпа кайран «аналитиксем» ҫыхӑннӑ. Вӗсем хушнипе арҫын телефона сарӑм вырнаҫтарнӑ, микрозайм илнӗ те укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян Шупашкарти 50-мӗш шкулта ача нумай вӗренме килмен. ЧР вӗренӳ министрӗ ку чир-чӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Анчах мӗнле чир пулни пирки пӗлтермен.

Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, шкулти вӗренӗве вӑхӑтлӑха чарнӑ. Роспотребнадзор специалисчӗсем шкулта, ҫав шутра апатлану блокӗнче те, анализсем тата пробӑсем илнӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви паян 17 сехет тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 ача инфекци уйрӑмӗнче сипленет, пӗри – амбулатори мелӗпе.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта суши хатӗрлесе сутакан пӗр предприяти организаци ятне «Ёбидоёби» тесе ҫырса хунӑ. Компани ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ят япони чӗлхинчен куҫарсан «Эрнери кун – шӑматкун» тенине пӗлтерет.

Вырӑс чӗлхинче килӗшуллӗ илтӗнмен сӑмах пирки ҫӑхавлакансем реклама ҫинчен калакан саккуна пӑсакан организацие явап тыттарма ыйтнӑ.

Халӗ Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Шупашкарти Ленин комсомолӗн урамӗнче вырнаҫнӑ гараж кооперативӗнче газ сирпӗннӗ.

Ку паян кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра гаражра ҫынсем пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, автомобиль ҫине газ оборудованийӗ лартнӑ чухне газ-сывлӑш хутӑшӗ сирпӗннӗ. Пушар гараж боксне тата машинӑна тӗп тунӑ.

Ҫынсемпе мӗн пулнине пӗлтермен. Халӗ тӗрӗслев пырать.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ... 1100
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть