Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанИрĕк çилСинкерПăва çулĕ çинчеЙӳçĕ кулăИлемКĕмĕл кĕпер

Хăрнă вĕрене


Наташа — çемьере улттăмĕш хĕрача. Паян вăл шкулпа, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе сывпуллашать. Юлашки шăнкăрав! Камăн асĕнче юлман-ши вăл? Хумхану: ачалăх — хыçра, умра — пуласлăх, çĕнĕлĕх. Мĕн тери илемлĕ пурнăç!

— Наташа, — чĕнчĕ ăна вунă çул пĕр парта хушшинче ларнă Люда, — ачасем пурте шуçăм кĕтсе илме каятпăр теççĕ. Эпир те каяр-и?

— Каятпăр, Люда. Эпир текех пĕчĕк мар, çавăнпа ачасем тесе ан кала, хĕрсемпе яшсем эпир.

Людăпа Наташа алран алă тытăнса ушкăн хыççăн утрĕç. Хĕрсен сыв пуллашу каçĕ валли ятарласа çĕлеттернĕ кĕписем çилпе вĕлкĕшеççĕ, катаран курăнаççĕ. Яшсем пĕр-пĕрне тĕрткелесе шавлăн калаçса утаççĕ.

— Рита, кăлар сумкăра мĕн пуррине, — хушрĕ Коля пысăк сумкине çĕре лартса. — Кĕçех тул çутăлать, пирĕн вара нимĕн те хатĕр мар.

— Ан васка, васкакан арăмĕнчен савăнман тет, — тĕртсе илчĕ ăна Рита. Çапла шӳтлекелесе, ахăркаласа хĕрсем курăк çине çитти сарчĕç, апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Яшсем эрех кăларчĕç. Халиччен эрех тутине пĕлмен хĕрсем кăна сивлерĕç пулин те каччăсем çине тăнипе шăпланчĕç.

— Наташа, эс класс старости, çавăнпа сана сăмах паратпăр.

Малалла

Марфа Трубина


Хăй килĕнче пĕр-пĕччен

Марфа пике уткалать.

Тухрĕ куççуль куçĕнчен,

Хăй кĕнеке ыталать.

 

«Акă тинех аллăмра

Хамăн юмах кĕнеки.

Пулнăччĕ-ха маларах

Пĕр чаплăскер, ун пекки.

 

Кĕнĕ унта «Арçури»,

Кĕнĕ «Нарспи» те «Чĕкеç».

Савăнтăмăр çав тери:

«Пирĕн поэзи пур!» — теç.

 

Вăл сăвăлла тухнăскер,

Хамăр тус-пĕлĕш çырни.

Ман — халăхра пухнăскер,

Хам якатса кăларни.

 

Уçăлчĕ çĕн самана,

Ирĕк хĕре-арăма.

Пулăшрĕç лайăх мана,

Ĕçĕм каймасть харама.

 

Кайтăр, эппин, пукане

Çут тухйине çутатса.

Кирлĕ вăл шкул ачине,

Хăй те вулатăр тытса.

 

Чарнĕ-ха, чарнĕ вăрçи,

Пурпĕр шкула утмалла.

Çĕнĕ чăваш çыравçи

Хăйĕн ĕçне тăсмалла.

 

Ĕнтĕ çук теççĕ тинех

Шурă çарсем Хусанта.

Халь хăптармасть сехрене

Тупă сасси те кунта...»

 

Ларчĕ те хĕр пĕр-пĕччен,

Шав шухăшлать, тĕмсĕлет,

Иртнĕ кун-çулĕ çинчен

Малалла

«Кĕр енне çулсем тап-такăр...»


В. Пыркина

 

Кĕр енне çулсем тап-такăр,

Янкăр уяртан-тăр-и,

Юриех çуран утатпăр,

Калаçма тесе — юри.

 

Вунă çул пĕрле вĕреннĕ,

Ларнă иккĕн юнашар,

Халĕ, уйрăлма тивсен ак,

Пĕр сăмах та путлĕ мар.

 

Шӳт тума ăстаччĕ шав эс,

Халь — пуплетĕн ерипе...

Молотилка кĕрĕ-шавĕ —

Пăрçасем ташланă пек.

 

Инçетре хуллен пуçларĕç:

«Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт...»

Пур çĕрте те хаклă мар-и

Хамăр ен те хамăр çурт.

 

Грузовик иртсе çухалчĕ —

Тутăр сулчĕçĕ хĕрсем...

Яланах асра пулсанччĕ

Çакă кĕмĕл эрĕмсем.

 

Хурсене пĕрле пухасшăн

Ачапча йăслать, куран.

Тек чупаймăпăр, юлташăм,

Хăмăл çийĕн çаруран.

 

Сукмаксем халь уйрăлаççĕ:

Йăлтăр кӳлĕ хĕррине

Шăвăнса вĕсем тухаççĕ,

Улăхаççĕ ту çине...

 

Кĕр енне çулсем тап-такăр,

Çат выртать машин йĕрри.

Юлашки тесе утатпăр

Юриех çуран, юри.

Кĕтес вăййи


Атăсем чăкăртатаççĕ,

Алăра Мускав туйи...

Виç ача класла выляççĕ,

Чăвашла — кĕтес вăййи.

 

Шур тетте çиçсе илет те —

Вирхĕнет сылтăмалла.

Сулахай енне, пĕлетĕп,

Çавăрса ывăтмалла.

 

Мĕн шырать çав пĕчĕк шĕвĕр?

Пухăнчĕç кĕлет хыçне.

Эп пĕлетĕп: ылтăн евĕр

Курăнать халь пĕрене.

 

Ма кĕлетĕн тепĕр енĕ

Сеп-сенкер каç пулттипе?

Эп пĕлетĕп, — эп вĕреннĕ,

Вĕсем ыйтĕç: «Ма ун пек?»

 

Хаç пулсассăн çывăрмашкăн,

Шăпланмашкăн хушиччен

Анлантарĕ ăслă ашшĕ

Хими, физика çинчен.

 

Анчах кам-ши ăнлантарĕ:

Ма пĕр çитĕннĕ пичче

Туйипе тем çыркаларĕ,

Тем йĕрлерĕ çул çинче?..

..............................

 

Ача чух сап-сарă тĕслĕ

Курăнаççĕ тĕлĕксем.

Халь эп курăттăм хĕреслĕ,

Урлă-пирлĕ кĕтессем.

«Сан пит-куçу çунса тăрать...»


Сан пит-куçу çунса тăрать, —

Эс пит вĕри иккен!

Сан питӳпе хам кăкăра

Ăшăтайма пĕлсен...

 

Вĕри-вĕри илемӳпе

Чуна хăват парса,

Ăна кун-çулăн тăршшипе

Упрасчĕ ăшăтса!..

Паха опыт


Çемен Павăлч Шадриков чылайранпа пенсире ĕнтĕ, хăй калашле — канлĕхре. Çапах та ĕнсерен пусакан ватлăха парăнмасть-ха: çулла дачăра мекеçленет, кĕркунне кăмпана çӳрет, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать.

Кунсăр пуçне тепĕр «чир» канăç памасть ăна: кĕнеке-журнал вулама юратать. Тепĕр чухне хăй те, творчество сӳсменĕ тăхăнса, сĕтел хушшинче сехечĕ-сехечĕпе юрату сăвви-сем çырса асапланать. Çук, гонорарпа чапшăн мар, — вăхăт ирттермелле, чунне йăпатас-лăплантарас тесе.

Нумаях пулмасть вăл, килте ларса йăлăхнаскер, уçăлас шутпа хула урамне тухрĕ. Çӳресен-çӳресен кĕнеке лавкки тĕлне çитсе тухрĕ. Кунта вăл лайăх пĕлекен Манефа ятлă çамрăк хĕрарăм ĕçлет. «Кĕрсе тухам-ха, тен, пĕр-пĕр лайăх кĕнеке тупса парĕ», — магазиналла утрĕ Çемен Павăлч.

Кĕчĕ.

— Кӳршĕ хĕрсене — хĕрӳллĕ салам! — терĕ илемлĕ литература сутакан пайра чарăнса пукан çӳллĕш, пичке мăнтăрăш хĕрарăма.

— Хăвăра та, Çемен Павăлч! — сулхăнраххăн тавăрчĕ лешĕ.

— Ну, мĕнле сывлатăн-чупатăн, чиперккеçĕм? Мĕнпе савăнтарăн ватă кăмпана?

— Çĕнни, суйламалли нимех те çук-ха — çавсемех, киввисемех: поступлени пулман.

Малалла

Çураки


Шевле тасатнă сывлăш тăрă.

Хулен чĕтрет тӳпе арки...

Хĕвел ури утать кас тăрăх,

Паян пуçланчĕ çураки.

Хам хресченрен-и кăмăл хĕрчĕ.

Туять чĕре —

Акма черет.

Ман алăра сар хĕмлĕ пĕрчĕ.

Кăвар пек çатăр пĕçерет.

Иркӳлĕмпе акатпăр эпĕр.

Рет хыççăн рет хыçа юлать.

Вăл карăнтарнă хĕлĕх евĕр,

Халь-халь юрлассăн туйăнать.

Вăл сăвăсен йĕрки пек тикĕс.

Поэзии хăватне илсе,

Кунта кĕçех çĕкленĕ тинĕс,

Пучах хумханĕ йăл çиçсе.

Е урăхла хăват çуралĕ:

Вăй илĕ сăвă хăй çĕртен.

Сĕткенлĕрех, куран, çĕр халĕ,

Ăна чун кĕчĕ çĕнĕрен!

Çăлăнăç


Асăнатпăр манаймасăр:

Чăвашсен кĕнекине

Çинĕ янă уямасăр

Темĕнле тискер ĕне.

 

Упранман чăваш кун-çулĕ

Хамăр çырнă хут çинче,

Татăк-кĕсĕк çеç тĕл пулĕ

Ыттисем çырнисенче.

 

Халăхри халап хавалĕ

Кĕнеке пекех иккен:

Хӳхĕм сăнарпа вăл калĕ

Авалхи тав-шав çинчен.

 

Савнă халăхăн мухтавĕ —

Чун сасси те чун пахи —

Пĕтĕмпех, иккен, унта вăл,

Упранать чи лайăххи.

 

Акă еплерех сăнланă

Чăваша хĕн вăхăтра,

Ыр кун-çул пиленĕ-панă

Татăклă пĕр тапхăра.

 

I

Это иго не только давило, оно оскорбляло и иссушало душу народа, ставшего его жертвой; монгольские татары установили режим систематического террора, орудием которого были грабежи и массовые убийства.

К.Маркс.

 

Ял-хула виртпе кĕрлерĕ,

Вĕçсĕр-хĕрсĕр — çарату.

Тулхăрчĕ тĕнче тискерĕ —

Кашкăртан усал Патту.

 

Малалла

Ӳпкев


Çивĕч санăн куçусем!

Манăн çамрăк чĕрене

Ăшă пачĕç те вĕсем

Тек пăхмарĕç ман енне.

 

Ху чĕрӳн хĕмне манра

Шеллемен пулсан акма —

Пултаратчĕ ман чунра

Шĕл кăвар чечек шăтма.

Тĕкĕр


Верăна

 

Эп кĕнĕ чух тăраттăн эсĕ

Тăр шыв пек тĕкĕр умĕнче.

Эп сан куçусене тĕл пултăм

Малтан çав тĕкĕр хумĕнче.

 

Таса та ирĕклĕ чиперлĕх,

Илемлĕ, ырă ăраскал!..

Хуçасене ыр каç сунма та

Ун чух çитмерĕ ман вăй-хал.

 

Халь тĕкĕрсем çине пăхсассăн

Тем курăнать пек ман тĕле.

Мĕскер-ши вăл? Анчах пĕр мар-и:

Е пулĕ хурлăх, е телей!

■ Страницăсем: 1... 147 148 149 150 151 152 153 154 155 ... 796

Шухăшсем