Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Юрату ватăлмасть, вăл вилĕмсĕр, ĕмĕр-ĕмĕрех çамрăк, ун çинчен каласа панисем те нихçан йăлăхтарас çук теççĕ. Тĕрĕсех те-и. Акă эпир те, тăватă çын, тăватă çĕртен Шупашкара тĕрлĕ ĕçпе вăхăтлăха килнĕскерсем, халиччен пĕрне-пĕри курман-пĕлменскерсем, каçхине, гостиницăн пĕр пӳлĕмĕнче выртатпăр. Радиопа юрату юрри юрлаççĕ. Каçăхса кайса тăнлатпăр. Чĕрене пырса витерекен илемлĕ юрă! Халех тăрса урама чупса тухас килет. «Мĕн тери илемлĕ иккен пурнăç!» — тетĕн хăвна ху, чĕре патĕнче темĕнле ытла та ыррăн туйса. Юрри ку çĕнĕскер-ха, халăх юрри. Паллă композитор илемлетнĕ ăна. Сăмахĕсем те халăхăн. Юрласса вара иккĕн, пĕр колхозри художествăлла пултарулăх кружокĕн членĕсем — арçынпа хĕрарăм юрлаççĕ. Ватăскерсем-и вĕсем, çамрăкскерсем-и, эпир ăна пĕлместпĕр, анчах сассисем!.. Сассисем ытла та тĕлĕнмелле, çынна тыткăнласах илеççĕ.
Çак илемлĕ юрă маншăн питех те кĕске пек туйăнчĕ. Эпир ăна чуна кантармалăх итлесе тăранаймарăмăр. Ахăртнех, концертра-мĕнре пулнă пулсан, çине тăрсах тепĕр хут юрласа пама ыйтнă пулăттăмăрччĕ. Халĕ эпир, юрă хыççăн, пурсăмăр та чĕлхесĕре тăрса юлтăмăр, нихăшĕ те ним пуçарса чĕнме пĕлмест.
Малалла
 Эсĕ хирĕç ан тух эп киле таврăнсан,
Уçса хур алăка, тухса кай пахчана.
Кулленхи ал ĕçне сак çине хăварсам —
Тахçанах ман валли çыхакан чăлхана.
Çĕрулми калакне таянтар кĕтессе,
Кăранташ татăкне хур эс кантăк çине,
Эп ăнланăп хамах кĕсьери конвертсем
Ма тĕл-тĕл сарăхса, хуралса пĕтнине.
Сăмахпа эс каллех ӳпкелеймĕн мана:
Упкевӳ манăçать эп килте пулнă чух.
Ăсатса янă чух—ятламаççĕ çынна...
Эп киле таврăнсан эсĕ хирĕç ан тух.
 Ăна-и? Эс питĕ ансат улталатăн:
Санран сыхланмасть вăл, ача пек шанать.
Çапла, пĕр пăхма вăл — шăллу пек кăна та, —
Чĕри — ар чĕри пек сулмаклăн тапать!
Часах ăна çакăншăн тавăрăн эсĕ:
Халь ачашланан та, анчах уйăхран
Хăрах аллуна мăйĕнчен вĕçертмесĕр
Ăна теприне юлашки хут паран.
Çапла аслисем кăшт юлхавлăн лартаççĕ
Сĕтел хĕррине ачапча теттине,
Пӳрни ыратсан — ачана йăпатаççĕ:
«Туйччен иртсе кайĕ-ха... вĕр пӳрнӳне!»
 Эпех-ши айăпли? Халь никама та
Юратаймастăп... Хушăран кăна,
Тахçан ача чухне пĕччен итленĕ
Айван та илĕртӳллĕ юрă пек,
Асра кăштах салхуллăн вăранаççĕ
Эс юратса каланă сăмахсем.
Анчах та эс тăхта «тĕсси» темешкĕн,
Е эп калла таврăнасса кĕтсе
Ан хатĕрле тирпейлĕ сăмахсем те.
Эп пытармастăп: халиччен мана
Нихçан никам та юратман сан чухлĕ,
Анчах çакна ăнлантăм халĕ çеç
Хам айăпа пула пĕччен юлсассăн...
Халь тин эп таврăнаймăп каялла,
Халь тин эп унчченхи пекех пулаймăп —
Упа çури пек çăмламас ача...
Çапла, халь тин калла эп таврăнаймăп,
Анчах каçар эс: халь те каçсерен
Сан кăкăру çине пуçа хурас та
Ик çул никам та лăпкаман çӳçе
Сухан шăршиллĕ пĕчĕк нӳрлĕ алă
Хуллен лăпканине туяс килет...
 Хам ĕмĕрте выçса эп курнă.
Виç кун хĕлхем яман ăша.
Питех кичем ун пек чух пурнăç.
Путатăн хăлтă шухăша.
Çак хурлăха çапах çын тӳсĕ.
Пур тепĕр манăçми саккун —
Пурнаймăн эсĕ ĕненусĕр,
Чĕре апачĕсĕр, пĕр кун.
Унран килет этем телейĕ,
Аташăн унсăр эс вăрах.
Пĕлетпĕр, вилĕмсĕр идея,
Эс çăкăртан та хаклăрах!
Хăпса ансан чуралăх каçĕ,
Чăн паттăрсем — тертре, хĕнре
Пĕр чашăк пăтăшăн сутмаççĕ
Тăван çĕршыв-аннемĕре.
Хăй асапне шăпа валеçĕ
Çитсессĕн ахăрсамана.
Кĕрешӳре вилсен вилеççĕ,
Çук, парăнмаççĕ тăшмана.
 1
Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхозра Николай Шангин виçĕмçул практикăра пулнăччĕ. Унтанпа ĕнтĕ виçĕ ĕмĕр иртнĕ пекех туйăнать.
Паян акă диплом кĕсъере. Вăл — агроном. Çак куна пилĕк çул кĕтнĕ. Хĕпĕрте, Микулай, юрла та ташла! Çук çав, Микулайăн кăкăрĕнче пĕр самантрах икĕ тĕрлĕ кăмăл капланса тăрать. Савăнăçпа тунсăх, хаваслăхпа салхулăх. Вĕсем пĕр-пĕринпе ылмашаççĕ, хирĕçеççĕ.
Тĕрĕс, тăван институтра юлашки кунсем иртсе пынă май, Микулайăн чĕри хытăрах та хытăрах кăртлатса тапатчĕ. Халь вара тĕксĕм кăвак хуплашкаллă диплом чĕре çумĕнчи кĕсъене кĕрсе выртсан, вăл сасартăках лăпланчĕ. Çут тĕнчере нимĕнле улшăну та пулман тейĕн. Экзаменсем умĕнхи пăлханусем, аслă уй-хире туртакан çунатлă ĕмĕтсем — ăçта вĕсем? Институтран вĕренсе тухнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă каç та Микулая ытлашши савăнтармарĕ. Йăлтах урăхла унăн кăмăлĕ хуçăлчĕ, чунĕ хурланчĕ: тăван институтпа сывлуллашмалла, юлташсенчен уйрăлмалла. Вĕренӳре, туссемпе пĕрле чухне, хаваслăрахчĕ. Ахальтен мар пуль çав тахăшĕ каланă: студент пурнăçĕ, малтанхи юрату пекех, ĕмĕрте пĕрре килет.
Юлашки каç... «Мĕншĕн юлашки?» — тĕлĕнсе ыйтать Микулай хăйĕнчен хăй. Ан тив, институтра юлашки пултăр, анчах умра — пĕтĕм кунçул... Халлĕхе, авă, институтăн анкарти пек аслă залĕнче питĕ вылянуллă ташă кĕвви янăрать. Çĕнĕ йышши!.. Шăнкăр шыв пек юхса пыракан музыка мар, пĕр тăтăш тăкăртатса тăракан ритм. Туссем мăшăрăн-мăшăрăн ташлаççĕ. Хăшĕсем, урисене енчен енне çăмăллăн шутарса та ыткăнтарса, чарльстон чавтараççĕ. «Чăвăш-тик-чăвăш, чăвăш-чăвăш! Тăкăр-тăк-тăкăр, тăкăр-тăкăр!..»
Малалла
 Ача чухне атте вăрçсассăн
Хуллен лăпкарĕ те анне, —
Эп тартăм нимĕн ăнланмасăр,
Киле эп кĕтĕм ирхине.
Йăмра çинчи курак кил-йышĕ
Силленчĕ сивĕ çил çинче.
Вăрçнишĕн мар, ачашланишĕн
Эп йĕтĕм пӳрт кĕтессинче...
Çапла, калавăм ман хавассăр...
Анчах — илтетни эс ăна?
Эп сан куçусене курмасăр
Туятăп — эс сăнан мана.
Итле эппин: эп улталанă,
Анчах — хама çеç, сана мар!
Мана юратнă май пуçланă
Эс çынсене те юратма.
Эп пур — кама мĕскер калайăп,
Кама, мĕнле тивĕçпеле
Канаш парайăп, айăплайăп
Ытти çынсемпеле пĕрле?..
Çил витĕр вĕçнĕ пек кĕрлеççĕ
Ват йăмрасем пуç тăрринче...
Хуралнă çулçăсем чĕтреççĕ
Сан мамăк тутăру çинче.
Каллех карлать курак кил-йышĕ.
Хăçанччĕ вăл — эп çил çинче
Вăрçнишĕн мар, ачашланишĕн
Йĕрсеттĕм пӳрт кĕтессинче?..
 Салхуллă бутафор хайланă
веерпала сулкаласа
каллех режиссера ятлан эс
манпа кулисăра ларса.
Ман сăввăмсем пирки пуплетĕн,
пĕлен ик-виçĕ йĕркине...
Джульетта, эп аса илетĕп
юлашки хут тĕл пулнине.
Кашни сăмах тасаччĕ манăн —
ача чĕлхи каланă пек.
Эс вĕсене сулса çеç ятăн
çак бутафор çĕтĕкĕпе.
 Речĕпе, йĕркеллĕ,
Çӳллĕ туратран
Чăрăшăн йĕкелĕ
Усăнса тăрать —
Юмахри вут-кайăк
Вĕçнĕ аташса,
Ир çывхарнă майăн
Ларнă пытанса...
Ман сире татасчĕ,
Шăкăр йĕкелсем:
Сирĕнпе выляччăр
Кӳршĕ ачисем.
Пӳрт çаврăннăçемĕн
Манăттăм йăлтах:
Вĕçленмен поэма
Вырттăр сунтăхрах.
...Эсĕ пуррине те
Халь манасчĕ ман, —
Тĕлĕке кĕретĕн,
Пурнăçра — курман.
Пурнăçра — çӳренĕ
Иккĕн ик йĕрпе.
Çил анчах кĕрленĕ
Çул аяккипе.
Çил çӳрет çил витĕр —
Çĕкленет тусан:
Тăр пĕччен тени те
Пĕччен мар нихçан.
Ĕмĕртен — юлташлăх:
Уйăха — хĕвел,
Ачана — ачашлăх,
Чăрăша — йĕкел.
Анăçĕшĕн — Тухăç,
Кĕпере — сăвай,
Маншăн — сан яту çеç,
Рита... Рита-тай!..
 Çурхи Украина çĕрне
Ыталаса выртать поэт...
Çывăраймасть вăл çĕрĕпе.
Ун Атăла курас килет.
Курас килет Шупашкара.
Сана, тăван Касаккасси.
Çурса тухса яш кăкăра,
Итле, кĕрлет чĕре сасси!
Аслати пек çав сасăран
Хăранипе сĕм-тĕттĕм каç
Упаленсе тăват уран
Тарма тăрать, çук тараймасть!
Кăварлă шуçăм мал енче
Кĕç акă тытăнать çунма.
Вĕлкĕштерет ирхи тĕнче
Ялав пек хĕрлĕ çулăма.
Курать поэт: чăваш енче
Çĕн кун аки хĕрсе пырать.
Патвар çын ĕмĕр калчине
Çын ĕмĕчĕ сĕткен ярать.
Телей тырри тулса пиçет.
Кунçул халь тулăх çимĕçрен.
Хĕвел алли пусать пичет;
«Çĕр хуçисем — маттур, ĕçчен».
Поэт курать: çук, вăл вилмен.
Чир хăртнăран выртать кăна.
Сиксе тăмалăх çĕнĕрен
Вăй кӳчĕ аслă самана.
Кĕрешӳре вутла çунса
Хĕрӳллĕ сăвăç пулнăран,
Октябрь ялавне йăтса
Чĕррисемпе утать пĕр тан!
■ Страницăсем: 1... 144 145 146 147 148 149 150 151 152 ... 796
|
Шухăшсем
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...