Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирвайхи юратуҪул юлташӗСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеХум пӑшӑлтатӑвӗХурапа шурăВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ

Харсăр Ерхип


Аван выртмара! Çунакан вут çумне тăсăлса выртатăн та вăрманăн илемлĕ те тумлă пурнăçне итлетĕн: çулçăсемпе хăюсăр пăшăлтатаççĕ йывăçсем, аякра-аякра тăмана çухăрса ярать, çывăхрах хăрăк турат хуçăлать. Кăн-кăвак пĕлĕт вутлă çăлтăрсемпе вылять: хăшне ачашлать, хăшне таçта амака ывăтса ярать. Вутлă хӳрипе çиçсе ярăнать вара çав таçта амака ӳкекен çăлтăр — йăр-яр! ярăнать те çĕтет.

Ката хушшинче, çаран çинче лашасем çӳреççĕ. Çемçе тутисемпе курăк хыпаласа çӳрекенскерсем, вĕсем хушăран тулхăрса, хушăран пĕр-пĕринпе тапăшса илеççĕ. Вĕсем хушшинчех пĕр-пĕр тиха ачашшăн кĕçенсе илет.

Аван выртмара! Шыв пек юхакан кĕл ăшĕнче кĕрпеклĕ паранкăсем пĕçерсе çиетĕн те пĕр-пĕр кукша Иван çинчен юмах итлеме пуçлатăн.

— Пĕр çыннăн виçĕ ывăл пулнă: асли Мĕтри, вăтамми Кĕркури, кĕçĕнни — Иван ятлă пулнă.

Çапла юмах калама пуçлать вара юмах ăсти. Ыттисем ним чĕнмесĕр итлеççĕ. Юлашкинчен вара кукша Иван чеелĕхне курса ахăлтатса кулса яраççĕ.

Аван выртмара! Мĕнле чăттăр вара Ерхип выртмана çӳремесĕр?! Анчах, паян... Паян каясшăнах мар Ерхип... Каçхи çăмах яшкине васкаварлă-мĕнлĕ çисе, хутаççа пĕр çирĕм штук паранкă чиксе, çавăнтах лаша çине утланса вăрмана вĕçтерме юратакан Ерхип паян васкамасăр хатĕрленет... Çăмах яшкине васкамасăр çирĕ, çирĕм штук паранкă вырăнне вуннах чикрĕ (ăна та васкамасăр турĕ), халь тата, ула кĕсрене витерен çавăтса тухнăскер, ун çине ытланмасăр мĕшĕлтетсе пăхса тăрать.

Малалла

Чăваш çĕршывĕ


Аваллăх сĕмĕн тĕпĕнче

Чĕнми выртать чăваш çĕршывĕ,

Мĕскер курать тĕлĕкĕнче?

Çутта тухма хăçан çул хывĕ?

 

Хăçан вăранĕ ыйхăран?

Ытла та вăрăм ĕмĕр каçĕ.

Ирĕклĕхе куç хывасран

Ăна çывратнă пусмăр влаçĕ.

 

Пăтпа виçеймĕн нушана.

Куççуль çырми вĕçне çитеймĕн

Чăваш! Шăпа картмасть сана.

Октябĕре çитме инçе-мĕн.

 

Курман эс ырлăх ĕмĕрте.

Çын шутĕнче хăçан эс пулăн?

Çитмен саманчĕ, Чĕмпĕрте

Çуралайман-ха çĕнĕ улăп.

 

Çапăçура ялав йăтма

Хăçан тĕртес вут тĕслĕ пурçăн?

«Аврора» туппине тума

Шăратайманччĕ çирĕп хурçă.

 

Кун çитрĕ.

Юнлă ăмăрткайăк

Тăкне вĕçтерчĕ çил çине.

Кам курнă хĕн, кам пулнă тайлăк,

Çав тупрĕ хăйĕн телейне.

 

Пăра ватсассăн Атăл хумĕ,

Çулла килсен тăван каса,

Юратнă Ленин автономи

Пире пиллерĕ ал пусса.

 

Çав тивлетпе пурнатпăр сывă.

Ĕмĕтленни чăн пулнăран,

Хăй мухтавне Чăваш çĕршывĕ

Малалла

Çынна юратса


Килте мĕн туса эпĕ тăрăп?

Ларас-и пӳртре пăчăхса?

Çӳретĕп республика тăрăх.

Хуçа пек çӳретĕп пăхса.

Паян та çĕр çухрăм эп турăм.

Эп ăмăртрăм шухă çилпе.

Хайланă хам сăввăм та юррăм,

Пĕлесчĕ, килет-ши сиппе?

Кашни çын, тăван евĕр, çывăх.

Туслашнă унпа эп чăнах.

Поэт, эс ăна ан сĕн хывăх.

Савса парнеле тĕш сăмах.

Чапа та, юрра та вăл тивĕç.

Ĕçчен ят юлать ĕмĕре.

Лартса вăл ӳстернĕ чĕр çимĕç

Сăн кĕртрĕ юратнă çĕре.

Çĕре пулăшать çаврăнма вăл.

Килет çĕр шăпи те унран.

Çынна эпĕ çавăншăн хапăл,

Унпа мухтанатăп чунтан.

Çитет-и, çитмест-и хăватăм, —

Хамра мĕн ырри пур, çавна

Куç пек сыхласа эп хăвартăм.

Ăна парнелетĕп çынна!

Каçалăк çинчен


Ыраш пусси.

Эс çăл шыран,

Выртса ĕçĕн.

Шыв пăр пек сивĕ.

Шăтарасла пăхать шывран

Ĕçчен ачалăх негативĕ.

Каллех вăранчĕ ун сасси.

Каллех асра çу кунĕ кĕрлĕ...

Сăхать ирех шевле сăпси,

Пит-куçăм мăкăнь пек, хĕп-хĕрлĕ.

Хĕвел хăпарнă, асăрхан.

Вăл çăкăр пек,

Хĕрри кăварлă.

Ăна аннем кăмакаран

Паян ир пĕçерсе кăларнă.

Шур пĕлĕт чатăрĕ çине

Хăй тĕррине тĕрленĕ улăх.

Кăнтăрлапа касса çиме

Услам çу пек ишет çур уйăх.

Эпир алран çурла яман.

Сахал-и вырнă ман ачалăх?

Çапах

Паян та катăлман,

Пуçламан пек умри каçалăк.

«Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн...»


Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн,

Сив сăнра вара — нимĕн те çук.

Ыр сунам пек тăван, — амантасшăн!

Тем чухлать, тем виçет сан куçу.

 

Чĕрӳне тăнламастăн эс халĕ,

Йăлт картатăн эс сивĕ ăспа.

Сивĕ куç — пасарта пулăшкалĕ,

Туслăха — тупаймастăн унпа.

Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче


(2 пайлă пьеса)

 

Вылякансем:

Ултияр — художник, вăрăм та хураскер, 40 çулсенче.

Пинерпи — çыравçă, вăтам пӳллĕ те çутăскер, 30 çулсенче.

Марина — Ултиярăн арăмĕ, 35 çулсенче.

Алена — вĕсен аслă хĕрĕ, 17 çулсенче.

Петĕр — Ултиярпа пĕрле вĕреннĕскер, вĕрискер.

Олеся — Маринăпа пĕрле вĕреннĕскер, питĕ шухă та çивĕч хĕр.

Вера — Пинерпи упăшкин хĕр-тусĕ пулнăскер.

Сергей — Пинерпи упăшкин юлташĕ.

Зинаида — Ултиярăн аппăшĕ, кăра кăмăллăскер, 45 çулсенче.

Пĕчĕк Пинерпи — 14 çулсенче.

Алина — Пинерпин вилнĕ аппăшĕ, 16 çулсенче.

Пинерпин вилнĕ ашшĕ — вăрăм та хура арçын. 40 çулсенче.

Пинерпин вилнĕ асламăшĕ — 40-45 çулсенче.

Ултиярăн вилнĕ амăшĕ — 40-45 çулсенчи илемлĕ хĕрарăм.

Вăйă картинчи хĕрсемпе каччăсем.

Вилнĕ çынсен чунĕсен ушкăнĕ.

Ĕçсем 2000-мĕш çулсем пуçламăшĕнче Шупашкарта пулса иртеççĕ.

Малалла

«Пурнăç, хĕрт хĕвел çинче...»


Пурнăç, хĕрт хĕвел çинче.

Сив шывпа та уçăлтар.

Эсĕ сăвăç чĕринче

Сăмахран хĕлхем кăлар.

Кăкăрта вĕретĕр юн.

Канăç уншăн пултăр ют.

Чун ăшши, кăварĕ ун

Теприне хывтартăр вут.

Парăму нумай-ха сан.

Çын çине ан йăвантар.

...Çак ĕçе тăваймасан

Пурăнма та кирлĕ мар.

Ятран валĕ


Тĕлĕкри пек кăштах астăватăп.

Авăн йышĕ ларать апата.

Эпĕ те сăрлă кашăк тытатăп,

Шутаратăп чĕлле хам пата.

Пуçне чикнĕ, канать сар тăпачă.

Сарнă сарăм кĕлти те шăпах.

Эртеле култарса илчĕ каччă:

— Ĕçлеме çăмăлрах... кашăкпа!

 

Авăн çапнă тĕпре вăл сахал-и?

Варринче вăй та кирлĕ ай-хай...

Ман аппа маттура ятран валĕ

Ытларах хурса пачĕ — какай.

Ярса илтĕм ăна эп ыйтмасăр.

(Асăмрах çак самант ĕлĕкхи)

Пăшăлтатрĕ аппа шав тумасăр:

— Хулленрех кашăкпа, Элекçи...

 

Айван пулнă.

Çапах ача халлĕн

Тăна илтĕм эп, пĕчĕк чăваш:

Тар тăкмасăр лекмест ятран валĕ.

Унсăр çăкăр енне ан кармаш!

Асра тытнă çакна, туссемĕр.

Эпир ĕçшĕн çуннă ялан.

Куççульпе е тарпа ислетмесĕр

Çăвара пĕр тĕпренчĕк яман.

 

Тен, тепришĕн çак шухăш кичем-и?

Пурпĕрех эп кĕретĕп чĕрре —

Çĕр акса тăвакан ял ĕçченĕ

Чи сăваплă этем тĕнчере!

Кĕтнĕ тапхăр утать хирте халĕ.

Куç тулли тулăх сăнлă инçет.

Малалла

Тĕлпулу


Унпа эп студентсен çуртне вырнаçрăм.

«Черниговран эп», — терĕ вăл мана.

Тычина сывлăхне ыйтса калаçрăм,

Аса илмерĕм Çеçпĕле кăна.

 

Кутамккарахчĕ унăн кĕнеки те:

Пулсаччĕ атте пилĕ вырăнне.

Кунта — тăван халăхăма асилтĕм,

Асилтĕм эпĕ хамăр чĕлхене.

 

Чăваш сасси пулман-ха манăн сасă,

Тин çуралса пырать вăл: халь ăна

Хам çеç илтетĕп-ха... Вара ларас-и

Çак йăпантармăш шухăшпа кăна?..

 

Шырав тени çапла пуçланчĕ пулĕ,

Ху сассуна ӳстересси — кунта:

Йĕри-тавра — юратмалли мĕн чухлĕ,

Курайманни мĕн чухлĕ — хăвăнта!

«Эс чирлĕччĕ...»


Эс чирлĕччĕ. Пуçна усса çӳрерĕн,

Салху шальпе хупларăн çут сăнна.

Хам чирлĕ пек, эп ним тума пĕлмерĕм,

Çапла эп пултăм — айккинчи кăна.

 

Халь эс хаваслă, сăн-питӳ те уçă,

Ăна хура пĕркенчĕк пĕркемест.

Ман кăмăла хупланă тĕксĕм тум çеç

Епле сирес тесен те сирĕлмест.

■ Страницăсем: 1... 146 147 148 149 150 151 152 153 154 ... 796

Шухăшсем