Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Шăлсене сиплекен пулĕм. Пукан çине хитре хĕр хăпарса ларнă. Тухтăр аллисене пĕр-пĕринпе сăтăркаласа илсе ĕçе пикенет. Хĕр çăварĕ патне тухтăр хура коронка çывхартса пырсанах:
— Эсир мана хура шăлсем лартасшăн-им вара? — тесе нăйкăшса ячĕ.
— Ара, мĕнле тĕслĕ шăлсем лартмалли çинчен асăрхаттармарăр та... Акă сирĕнпе калаçса татăлнă пирки хучĕ те пур.
— Эпĕ... Эпĕ... Эсир хăвăрах пĕлетĕр пуль тесе.
— Нимĕн кала та пĕлместĕп. Эпир çак хут çинче мĕн çырнă тăрăх ĕçлетпĕр. Шăл техникĕ те мĕн кирлине веçех туса хатĕрленĕ. Материал мĕн чухлĕ пĕтернĕ тата?! Халь тин нимĕн тума та çук, — терĕ тухтăр хĕре тата ытларах «хăратса».
— Манăн хура шăлсемпех çӳремелле-и вара? Эпĕ çамрăк-ха, качча каяс шухăшăм та пур.
— Мĕн, Сире качча шăлăсене тĕрĕслесе илет-им савнă çыннăр? Ара, Эсир лаша мар вĕт. Апла пулсан вăл Сире юратмастех, — терĕ тухтăр кулкаласа.
Пĕр вăхăт хушши пӳлĕмре шăплăх хуçаланать.
— Юре, эпĕ ирĕксĕрлесех шăл лартмастăп. Тӳленĕ укçăра каялла илме пултаратăр. Тен, урăх тухтăр патне кайăр. Халĕ Ульяновскра кашни çуртрах шăл тухтăрĕсем ĕçлеççĕ. Хăвăрăн кăмăлăр, хăш тухтăрне ытларах шанатăр — çавна суйласа илме пултаратăр. Халĕ коммунистсем хуçаланнă вăхăтри пурнăç мар. Демократи!
Малалла
Пирĕн ял Шурă ту айĕнче,
Ту сулхăнĕ ăшĕнче.
Шурăту халăхĕ вĕренмен,
Вĕрентекене ĕненмен,
Пурăна киле куртăмăр,
Анлă çынсем пултăмăр.
Пирĕн ăнлă пуласси —
Чăвашла çыру вуласси.
Хусан чăваш хулинче,
Вĕреннĕ çынсем хушшинче,
Чăвашла хаçат кăларчĕç,
Тĕттĕме хăваласа ячĕç.
Чăвашла хаçат янăшăн,
Пире çутта кăларнăшăн,
Мĕн каласа тав тăвар
Епле майпа пулăшар?
Пулăшу кирлĕ пулсассăн,
Пире çыру ярсассăн
Пулăшма хатĕр тăрăпăр,
Ыйтнине тума тăрăшăпăр.
Ялпа пĕрле пухăнса
Чăвашла хаçат вуласа
Ялăмăр хуйхи пĕтрĕ,
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитрĕ,
Хура чăваш та сисрĕ.
Эпĕ çамрăк ача чух
Пурнăç хуйхи пĕлмерĕм.
Мĕн пур-çукран хăранă чух
Урам урлă чупса иртмерĕм.
Ача пурнăç[ĕ] иртсессĕн
Тĕнче халне чухларăм;
Пурĕ хам пуçа килсессĕн
Çуклăх пирки анрарăм.
Вĕсем тухса кайсассăн
Хӳме урлă кăшт пăхрăм;
Ялтан кайрĕç тесессĕн
Урама ирĕккĕнех тухрăм.
Вара пĕр-ик çул иртсен
Пăртак ирĕклĕх пулчĕ,
Тĕрĕслĕх çинчен илтсен
Ултавлăх кая юлчĕ.
Пулнă самана ĕлĕкрех,
Хресчен çынни çывăрнă,
Тухрĕ вăхăта ирĕклĕх,
Çывракан çын вăраннă.
Хресчен пурнăçĕ хĕсĕкрен
Канашлама пухăннă,
Анчах выçăпа йĕнĕрен
Ирĕклĕх шырама тапраннă.
Пире ырлăх памасан
Чăтаймăпăр, тăванăмсем.
Пурнăçа маларах ямасан
Халтан кайăпăр, этемсем.
Дума пире хĕрхенĕ,
Çĕрпе ырăлăх парĕ,
Пирĕн асапа ĕненĕ,
Тăшмана кая хăварĕ.
 Çĕре кĕни — çĕртех çĕрет.
Ку çĕнĕ мар. Кашни пĕлет.
Йĕркеллĕ пурте. Кирлĕ вăл та.
Куçран çухалтăр хăрăк-хăлтă.
Тĕнче тасалтăр йăх-яхран.
Ун вырăнне килет çĕнни —
Ятарласа кунçул чĕнни,
Тапать хăвачĕ ун шалтан.
Çакна эп курнă куçкĕрет.
Анчах пĕлмен эп халиччен те —
Хăрса ӳкни кăна çĕрет,
Чĕрри пурнать çĕр айĕнче те.
Шур тымарсем. Пин-пин тымар.
Чĕре пекех вĕсем тапаççĕ,
Тунасене сĕткен параççĕ.
Епле тырпул хунать патвар!
Туратланса, шăп аялтан
Вĕсем ӳсеççĕ вĕçе-вĕçĕн.
Пĕр ĕмĕт, пĕр тĕллев ялан —
Чĕр тымар пек пулинччĕ ĕçĕм.
 Юрататăп сана, сумлă иккĕ.
Эс ыт мар, яланах эс тĕкел.
Эс вĕç-хĕрсĕр инçет, эсĕ чикĕ,
Юрату çутнă уйăх-хĕвел.
Мăшăрпа çеç пĕччен çын малашĕ.
Яланах çывăх тусшăн кĕреш.
Хĕпĕртет епле амăшĕ-ашшĕ,
Сăпкара ярăнсан йĕкĕреш.
Мăшăр куçăн, ун хĕмлĕ илемĕн
Хăватне ĕненсе тăр чунтан.
Эс хăрах çунатпа çĕкленеймĕн
Чăн телей тӳпине нихăçан.
Кил, юлташлăх, пĕччен шанса ан тăр.
Ĕмĕр иккĕн пулар-и пĕрле?
Икĕпит текенни çеç путлантăр,
Иккĕрен вăл суйлатăр пĕрне.
 Çуркунне çуркуннех çав. Мĕнпур чĕрчун тулалла, хĕвел ăшшинелле туртăнать. Чăн та, çанталăкĕ кăçал ытлашши киленмеллех пулмарĕ-ха. Ял çийĕн кĕркуннехи пек тачка хăмăр пĕлĕт ластăкĕсем тăсăлса иртеççĕ. Çил. Сивĕ çумăр. Вăхăт-вăхăт йĕпе юр лаплаттарса ӳкме тытăнать. Çул сĕлкĕшленет.. Утма та ырă мар. Тепĕр тесен, çакнашкал сĕлкĕш çула ача-пăча тиркемест. Эх, чупса тухаççĕ те вара шăркалчăсем урама, пĕр-пĕринпе ăмăртса, çавраçил пек малтан малалла ыткăнаççĕ! Икĕ еннелле сĕлкĕш юр сирпĕнет — автобус пĕрĕхтернинчен кая та мар!..
Çуркунне çуркуннех çав. Акăнин шурă чăххисем тул çутăлнă-çутăлман ферма витинчен çерем çинелле хĕвĕшсе тухаççĕ. Акăни вите алăкне аран çеç уçса яма ĕлкĕрет.
Çук, пĕр тăтăшах тĕксĕм çанталăк пулмасть. Паян, акă, юрлă-çумăрлă сăлпăран хыççăн, тĕлĕнмелле ăшă кун килсе тухрĕ. Хĕвел, хăй унччен пытанса пурăннăшăн айăпа кĕнĕ пек, хĕлхемне пĕр хĕрхенмесĕр сапать. Тăвайккинчи çерем куç умĕнчех ешĕре пуçларĕ.
Акăнин шурă чăххисем савăнчĕç. Пĕр вĕçĕм кăтиклеççĕ те какалаççĕ. Автанĕсем, çулăм пек киккирикĕсене вылятса, ташла-ташла авăтаççĕ. Çакна кура Акăнин те чунĕ хĕпĕртет. Тулса килнĕ ăшă кăмăлне парăнса, вăл çинçе сасăпа шăппăн-шăппăн юрлать:
Малалла
Хăнисем:
Аслă Атăл шывĕ урлă
Эпир ишсе каçрăмăр;
Упа каçман çырма урлă
Эпир каçса килтĕмĕр.
Вăрă-хурах курмарĕ,
Упа-кашкăр сисмерĕ,
Тăшман хирĕç пулмарĕ,
Йĕпе çумăр пусмарĕ.
Аслă çула тухрăмăр,
Чĕннĕ çĕре çитрĕмĕр.
Уçăр часрах хапхине,
Кӳртĕр пире картишне.
Эсир хăна кĕтетре?
Сăра ĕçме чĕнтĕр-и?
Ăснă сăри — перекет!
Ĕçме-çими — перекет!
Хуçисем:
Чипер сывă килтĕр-и?
Иртĕр, иртĕр тĕпеле,
Ларăр сĕтел хушшине,
Астивĕр-ха апатне.
Хăна килех тăтăр-ха,
Эпир ĕçсех тăрар-ха!
Пуçанаçăм,
тав сана! [...]
 Хĕлхем çине пăхса, пĕр сассăр
Ларать канса сухаç-пичче...
Кăвар вăл илчĕ васкамасăр,
Сиктерчĕ ал лаппи çинче.
Типтерлĕн чĕлĕм çине хучĕ,
Пусарчĕ çутă чĕрнипе.
Шур тĕтĕм витĕр чупрĕ куçĕ
Суха кассин çĕн йĕрĕпе.
Çурхи тӳпе — кăвак шăналăк.
Хир шавĕ илĕртет чуна.
Кăвар тытан алла шанатăп,
Ĕçпе вăл чун кĕртет куна!
 Çыранĕ вашăк,
Шывĕ хумсăр.
Чăмса каçмалăх çеç Çавал.
Пурнаймăп эп пурпĕр унсăр,
Вăл çывăх маншăн çав-çавах.
Таçти çĕрте çӳренĕ хыççăн,
Каллех кунта килсе çитсен,
Çавал шывне эп ывçăн-ывçăн
Ĕçетĕп ăшăм каниччен.
Хыпаланса кĕпе хыватăп...
Хĕвелĕ хĕртнĕ юриех
Сар хăйăра.
Шупка хăвалăх
Пуçлать кĕç хăйĕн юррине.
Кунçул халь пирĕншĕн амак-им?
Итле ак, савнăçа кура,
Утă пухан хĕрсен такмакĕ
Саланчĕ çичĕ кукăра.
Шыв сивĕрех, çиçет йăл-ялтăр.
Сикетĕп хамăн ирĕкпе —
Чăмса ишем, ӳт-пӳ тасалтăр,
Çуса ярам чун кирĕкне.
Çулта ĕшеннĕ кун сахал-им,
Утма тăрсан хам çухрăма?
Сăнанă эп, ялан Çавалăм
Чĕр вăй парать хул-çурăма.
Тавах, Çавал.
Эс чăпăл турăн.
Таса чунпа кĕрем яла.
Кунта тĕп кил,
Кунта ман юрă.
Кунтан çĕн утăм — малалла.
 Ялăмран, шăп кĕтесрен,
Килсе çитнĕ кун
Малтанхи хут тинĕсре
Куртăм эпĕ хум.
Вăл хура ту пек катмар.
Çырана ватать чăл-пар.
Тăтăм эпĕ ун умне.
Куртăм эпĕ çывăхран:
Аслă тинĕс хăватне
Йăтрĕ вăл тӳпе таран.
Çавăн чух пĕрремĕш хут
Çиçĕмленчĕ ырă шут:
Кĕрешме вăй пур-ха ман,
Ватлăхăм инçе.
Пурнăç, тыт мана ялан
Çӳллĕ хум çинче.
■ Страницăсем: 1... 151 152 153 154 155 156 157 158 159 ... 796
|
Шухăшсем
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...