Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеЙӳçĕ кулăХурапа шурăТом Сойер темтепĕр курса çӳрениСуя телейЮрату ҫӑлкуҫӗМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..

Атте-анне


Эпĕ, пĕр-пĕр колхоза хаçат ĕçĕпе çитрĕм пулсассăн, ялти шкула е библиотекăна кĕрсе тухмасăр ниепле те тӳсейместĕп. Чун туртать. Çак хăнăхнă йăла маншăн хальхинче те улшăнмарĕ. Колхоз хирĕсемпе фермисем тăрăх виçĕ кун хушши çӳресе, нумай çынпа паллашнă хыççăн эпĕ ял тулашĕнчи сăртлăрах вырăнта çуталса ларакан икĕ хутлă шкул çурчĕ патнелле çул тытрăм.

Кунта вара, эс, алăкран кĕнĕ-кĕменех, сана чи çывăх çынсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, сырса илеççĕ, ыйтма-тĕпчеме тытăнаççĕ: «Çав-çав писатель еплерех пурăнать? Мĕн çырать?»

Халĕ, аслăрах классенчи ачасем çурхи экзамена хатĕрленнĕ вăхăтра вĕсене хăвăн сăмах-юмахупа ытлашши чăрмав кӳрес килмест. Çамрăк туссен куçĕсенче çунса тăракан шĕл-кăвара самантлăх курни те тем пекех паха. Хăвăн ачалăхна, тахçан шавласа иртнĕ ачалăхна, аса илетĕн — сан кăкăрунта ăшă-ăшă кăмăл капланса çĕкленет. Хаваслă та, салхуллă та... Таçта куç хӳринче вĕри куççулĕ пăчăртанать. Эх, ытарайми ачалăх кунĕсем!..

Ĕнтĕ пирĕн «кĕтмен тĕлпулури» сăмах-юмах вĕçнелле çитсе пыратчĕ, эпĕ ачасен тепĕр виç-тăватă ыйтăвне явап патăм та, шăп çав самантра ман патăма аслă классенче вырăс литературине вĕрентекен çамрăк учительница Лидия Григорьевна темĕнле питĕ хăюсăррăн пырса тăчĕ.

Малалла

Ачалăх


Пĕçертет çу кунĕ,

Хĕрхенмест пачах,

Вĕçтерет çул тăрăх

Пĕр хура ача.

 

Çаруран чупмашкăн

Амăшĕ хушман,

Çăрнă та вăл пылчăк

Тăхăннă пушмак.

 

Çăмăл кĕпе вĕççĕн

Çуталать лĕпке.

Вăтăра çитмесĕр

Кĕмĕ-ха шлепке.

 

Халлĕхе пиншак та

Эс çие хуман.

Кĕр çитсен, уртатăн

Саплăклă сăхман.

 

Сивĕтсен, сыратăн

Çĕнĕ çăпата, —

Çывхарать шкул çурчĕ

Чупнăн ман пата.

 

— Эс кама кĕтетĕн?

Аçуна пулас, —

Илтĕнет çул тăрăх

Пĕр палланă сас.

 

Сасă пĕрре хулăн,

Пĕр янрать çинçен.

Ку юрра пĕлетĕн —

Перекоп çинчен.

 

Курчĕ те аçу сан

Тăратать лаша.

Çĕкленен сасартăк

Эсĕ сывлăша.

 

Сана йăтнă алă

Ачашлать, савать.

Иртĕхсе кайсассăн,

Кĕç «хăлха парать».

 

Ыталать аçу халь

Ĕмĕр курмасла.

Юратса «сыночкă»

Тет вăл вырăсла.

 

Шур пĕремĕк пачĕ,

Малалла

Вăрман хĕрринче


Ирех кунта хĕвелĕн сар ури

Сиксе ташлать пиншер турат çинче.

Кашни папкан чăл уçă куçĕнче

Аван курнать çурхи телей пурри.

 

Чун хĕпĕртет.

Вăрман, ан айăпла.

Хуйху та пур, пĕлетĕп ун ятне.

Хурах алли амантнă кайăкла

Хăшпĕр турат лăш уснă çунатне.

 

Вăрман хĕрри паян та астăвать:

Хĕл кунĕнче алхасрĕ çил-тăман.

Туратсене хуçсассăн та асат

Юрпа кĕрешнĕ йывăç, парăнман.

 

Пĕр шут — çиле шала кĕме ан пар,

Ăна хăйне çĕнтер те вилĕм кӳр.

Ав çавăнпа пĕтмен хыçри путмар.

Унти пур йывăç — сывă та тӳп-тӳр.

 

Çук, паттăрсем пулмаççĕ терт хурри.

Типет суран,

Вăй пур папкасенче.

Куратăп эп: хĕвелĕн сар ури

Сиксе ташлать пиншер турат çинче.

Хĕвел ачисем


Кĕр çитнĕ кун, хĕвел ăшши пĕтсен,

Кĕр сад ăшне.

Сăнавшăн кĕр пĕччен —

Кунта илем хăй халлĕн пурăнать.

Ак панулми.

Ху сăнама пĕлсен,

Тулаш çеç мар, шалти те курăнать.

 

Хĕр пичĕ пек хĕрелнĕ вăл тултан.

Хĕвел сăнне кĕрсе вăрланă тем?

Тирпейлĕн эс ун ырлăхне тутан —

Сан кăкăрна юхса кĕрет хĕлхем.

Юхса кĕрет юна вĕри сĕткен.

Чĕре хĕрет сипетлĕ хĕм ĕçсе.

Апла пулсан,

Хĕвел ăшши пĕтмен:

Кăварĕ унăн куçнă çимĕçе.

 

Хĕвел ачи — хĕп-хĕрлĕ панулми —

Пĕр янăрать турат сăпки çинче...

 

Иртет кунçул.

Пĕтет-и ним юлми?

Кăварăм ман пурнать ачамсенче.

Тăван çĕршыв


Тăван çĕршыв, Аннемĕр эсĕ,

Мухтав сана чун-чĕререн!

Нихçан манми ĕлккен кĕтесĕм,

Ман чун ăшши эс ĕлĕкрен.

 

Тăван çĕршыв сывах пулсан,

Тăван йăва та çирĕп сан.

Кашни чăваш калать куна,

Ялан асра тытар ăна.

Станцăра


I

Шăп кăнтăрла çитнĕ. Çуллахи хĕвел пĕçертмеллех пĕçертет. Станцăра лăпкă: ытлашши сасă та, ытлашши шуйхашни те илтĕнмест. Станцă конторкинчен кунтарах, чугун çул Мускавалла килекен енче, чăвашсем — арçынĕпе хĕрарăмĕ те, ваттипе çамрăкĕ те пур унта — уçă вагонсем çине хăма тиеççĕ. Хăйсем ытла хĕрӳ пирки çамкисенчен тар юхнине те пăхмаççĕ, хаваслансах, пĕр-пĕрин çине пăхса хуллен кулкаласах хăмасене çăт-çат! тутараççĕ те хурас вырăна майлаштара-майлаштара хураççĕ. Конторкăна тăрăх сулахай енчи вăрăм скамье çинче сĕт сутакан чăваш, тутар ачисем хăйсем тĕллĕн ерипен шĕкĕлтетсе лараççĕ. Вĕсенчен пĕр-ик ачи, — ахăртнех, те поезд килмессине пĕлсех, те тата кăнтăрлахи хĕвел ытлашшипех пĕçертнĕрен, — сĕтлĕ кĕленчесене пуç вĕçĕсене лартса чăсăлса выртнă та ыйха кайнă. Сылтăм енчи скамье çинчи кутамккаллă икĕ чăваш хутран-ситрен пĕр-пĕринпе сăмахсем уçса илеççĕ. Чăвашсенчен инçе те мар, çав скамье çинчех, япалисемпе çытарĕ çине тайăнса выртнă ватă тутар майри çумĕнче аллине чечексем тытнă çамрăк хĕрĕ ларать. Скамьерен конторка енче, йĕри-таврашĕпех решеткăпа çавăрнă айлăмра, хĕвелтен сулхăн тăвакан пĕр-ик йывăçлă çерем çинче пилĕк-улт пассажир тутлă ыйха хĕртеççĕ. Хутран-ситрен конторкăра телефон чăнкăр-чăнкăр-р-р! туса илет. Кас-кас ăшă çил вĕрнипе станцă патĕнчи вăрманти йывăç çулçисем çын сисмелле мар çăтăл-çăтăл! туса вылянса илеççĕ... Станцăра урăх нимĕнле сасă та çук. Тинкерсерех пăхсассăн станцă та хĕвел пĕçертнипе кăнтăрлахи ыйха кайнă темелле.

Малалла

Тӳрĕрен çӳрекен


Пĕр хут çеç мар сана эп курнă, тантăш,

Паян та эс тăратăн куç тулли:

Кĕреш пек пу, хулпуççисем тем анлăш,

Лутра сана пӳрт алăкĕн сули.

 

Тепре ăçта тĕл пулнĕччĕ? Халь маннă...

Хирте пулас, çанталăк ахăрсан.

Юр ыршине тăкать тӳпе арманĕ,

Çил ăйăрĕ сикет тăват уран.

 

Е чăтлăхра? Мала пăхатăн — шурлăх,

Хыçра — вăрман, пин-пин турат сăнни.

Шарланкă шыв сиксе каçать çул урлă.

Кĕç хупăрлать пăванĕ те шăни.

 

Куратăр-и, епле ун йывăр çулĕ?

Куратпăр çав, терт çивĕчĕш çине

Пĕрех çапса чĕртет чĕре вут чулĕ

Хăюлăхпа хастарлăх хĕлхемне.

 

...Самантлăха тăрса пирус чĕркерĕн.

(Çил шăрпăка сӳнтерчĕ вĕçĕмрен.)

— Кунта çул пур...

«Тӳрех каятăп, — терĕн, —

Тавра çулпа утмашкăн вĕренмен».

 

Астурăм эп:

Пиншак çухи шап-шурă.

Хăпарчĕ пăс тарланă çурăмран.

Юра сирсе сасартăк йĕлтĕр шурĕ,

Ман тантăша хупларĕ çил-тăман.

 

Эс кам?

Тен, эсĕ шăрататăн хурçă?

Малалла

Çулçă


Юлашки салампа кам ал сулчĕ?

Мĕн каласшăн мана кĕрхи çулçă?

Сар çăкалăх çӳçне çил турать.

Йӳнчĕкле авăнать те турат —

Сăпкара ярăнтарнă пек шухă

Çулçăсем вылянмаççĕ пĕр хушă,

Хумханаççĕ мана ал сулса...

 

Эп тытатăп хуллен пĕр çулçа.

Сарăхса хулăмланнă ун сийĕ.

Витĕр çапнă ăна кĕрхи сивĕ.

Ал тымарĕ пекех, куртăм ак,

Шăнăрсем,..

Халь те симĕс, кăвак.

Ирĕн-каçăн çулла çавсем тăрăх

Тăпрари сĕткен чупнă тăп-тăрă.

Шевлене çулçă илнĕ ывçа,

Парса тăнă чĕр вăй йывăçа.

Акă халь юлашки хут ал сулчĕ.

Вăхăт кайрĕ пулас хĕл енне.

 

Симĕс шăнăрлă çулçă, ах çулçă,

Асилтертĕн аннем аллине.

Чăвашсем çапла калаççĕ...


Ан юрат нумай хĕре,

Чулланать кăвар чĕрӳ,

Тус-йышла шавах ĕçре

Эс ĕçле ялан хĕрӳ.

 

Пул ĕçре ялан малта,

Чыс-мухтав сана ялта!

Ан туслаш эс эрехпе,

Вăл тустарĕ пурнăçна.

 

Пул куллен-кун эртелпе,

Курăн кĕтнĕ савнăçна.

Тăнласам ваттисене,

Кул, питле кахалсене.

 

Юхать-юхать юхан шыв,

Шав юхать вăл малалла.

Иртсе каян яш çулсем

Таврăнаймĕç каялла.

 

Яш, юрат ĕçчен хĕре,

Пул малта хĕрӳ ĕçре.

Çурхи ĕç


Çутă хĕвел куллипе,

Унăн хĕрӳ шевлипе,

Вăркăш ăшă çилпеле

Хăвăрт типет çĕр-тăпра.

Хурçă утсем хирелле

Кайрĕç, кушăрхать лапра.

 

Хурçă утсем уй-хирте,

Савăк саспа пур çĕрте

Тарăн касă хăварчĕç.

Тытреç ырă йăлана —

Кăпăш тăпра хăпартрĕç,

Тухреç çурхи акана.

 

Шăнкăрч шăхлич шăхăрать,

Тулăх ĕçе йыхăрать:

— Атьăр, тухар уй-хире,

Сирсе кивĕ чир-чĕре!

Çĕнĕ хăват кĕнĕрен

Тултăр савнăçпа чĕре!

■ Страницăсем: 1... 154 155 156 157 158 159 160 161 162 ... 796

Шухăшсем