Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунКĕтмен венчетЙышăнман сăмахсемЧапшăн пурăнмастпăрКулăшла калавсемÇул хыççăн çулĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш том

Ашшĕ пехилĕ


Пилеше юр ӳксен тин тутă кĕрет, теççĕ. Анчах кăçал малтан ӳкнĕ юр ним сисĕнкисĕр ирĕлсе пĕтрĕ те, çанталăк хайхи раштав уйăхĕн варрине çитичченех пĕр тикĕс ăшă тăчĕ. Калăн, ытарайми ылтăн кĕркуннен вĕçĕ те çук.

«Ан шарла, сивви килсе çапĕ-ха вăл, кĕтсех тăр! Пӳрт кĕтессинех килсе шартлаттарĕ, — шухăшлать хăй ăссĕн Натали аппа... — Эпĕ пур, ывăлăма паянччен те çăм чăлхапуç çыхса параймарăм».

Натали аппа урам енчи чӳрече умĕнче ларать. Йĕпсе тытнă пӳрнисем унăн хăвăрт-хăвăрт вылянаççĕ; çип вĕçĕ туртăннă май урайĕнчи çăмха, чун кĕнĕ пек, унталла та кунталла кускалать.

Пӳрт умĕнчи пахчана пирĕн енче усапка, теççĕ. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхнă йăрă пӳрнисемпе йăлă хыççăн йăлă витĕрнĕçем Натали аппа тӳлек хăмăр куçĕпе кантăк витĕр урамала тинкерет. Хăй кăшт çеç илтĕнмелле юрлать:

 

Усапкари улмуççи,

Чун тăвăлсан — чун уççи;

Маншăн пилеш йывăççи —

Ĕмĕрлĕхе чун йӳççи...

 

Юрăри пекех, усапкари улмуççипе пилеш йывăççи юнашар лараççĕ. Çулçи тăкăнса пĕтнипе улмуççи йăлтах çаралса юлнă. Мĕскĕн те салхуллă курăнать. Пилеш йывăççи çинче вара хĕп-хĕрлĕ сапакасем чăн-чăн шĕл-кăваррăн тĕлкĕшеççĕ.

Малалла

Сывпуллашни


Хаярран иртрĕ пирĕн ĕмĕр,

Лăсканчĕ çитмĕл çичĕ хут,

Пăрланчĕ çĕр, тĕпренчĕ тимĕр,

Тустарчĕ тăвăл, виртрĕ вут.

Пире якатрĕ пурнăç вирлĕ,

Хуратрĕ çĕр, тасатрĕ шыв

Эпир чăтни те пулчĕ кирлĕ

Сана, вутри Тăван Çĕрщыв!

 

2000, кăрлач, 1

Урпа


Кăçал урпа кăкран туратлă.

Хĕвел çине куç хыврĕ ăшшăн.

Пучахĕ çил хумне тытасшăн

Шăртне антенна пек тăратнă.

Кĕçех тулли курка çĕклет кĕр.

Çавна кĕтсе, çĕн юрăпа,

Сăра çинчи шур кăпăк евĕр

Хум хыççăн хум ярать урпа.

Тăван ялăм


Чуна уçать кĕрленĕ сасă.

Мотор кĕвви янрать пĕр касă.

Пуç тăрринче татах вăл юрлĕ —

Авиаçул каçать ял урлă.

 

Ача пекех эп хĕпĕртетĕп,

Тăнлав çине çусан та юр;

Пилот картти çинче, пĕлетĕп,

«Мăн Явăш» тенĕ вырăн пур.

 

Çĕршывăмра ялсем сахал-и?

Кашни пикеннĕ халь ĕçе.

Тăван кĕтес, Мăн Явăш ялĕ,

Çӳлте тытать çак тивĕçе.

 

Вăл ĕлĕкрех юлса пыратчĕ.

Вăй пачĕ парти халь çине,

Ялйышăн çулăмлă хăвачĕ

Çĕнетрĕ ирĕк кунçулне.

 

Кунран-кунах тăвать вăл усĕм,

Пуласлăха курать чипер.

Ахальтен мар тăрать колхозĕ

Аттемĕр Ленин ячĕпе.

 

Çĕнел те ӳс, мала эс тух.

Пилот мухтатăр вĕçнĕ чух:

— Хула пекех Мăн Явăш ялĕ.

Çĕршывĕпех вăл паллă халĕ.

Чунри хĕлхем


Хам юратнă çынна тавăрма

Хăяймастăп, тӳсни — ĕмĕре.

Ун çемье. Эп пĕччен... Çук манма,

Юрату ман сӳнмест чĕрере.

 

Чун хĕлхемĕ тăрать хĕм сапса,

Йĕпенсен те кĕрхи çумăрпа.

Çĕр çинчи çулçă пек пăлханса

Выляймастăп çав ыр туйăмпа.

Улмуççи те çеçкене ларман


Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ — Таня çуралнă кун. Тунтикун эппин. Тунтикун йывăр кун теççĕ, тус-юлташсене, тăвансене хăнана чĕнме те меллех мар. Çавăнпа маларах, канмалли кунсенче, ирттерме шутларĕ çуралнă куна Таня. 20 çул тултарать хĕр. Пур енчен те аталанса, вăй илсе, пиçсе çитнĕ тапхăр. Пĕтĕм çут çанталăка, тус-тăвана, пĕтĕм тĕнчене юратас килет! Çавăнпа, иртерех пулин те, çуралнă кун кĕрекинче Таньăна çитекенни пулмарĕ.

— Мĕншĕн васкатăн тесе пăхрăмăр. Ара, юрамасть теççĕ çуралнă куна хăй кунĕнчен иртерех тума. «Ман юлташ хĕрачи Надя ирттерчĕ, ним те мар, терĕ йăмăкăм, — каласа парать Таньăн аппăшĕ Алена.

Туслă çемье Петровсен. Асли — Алена — качча тухнă та тăван çемьерен кайнă. Таня, 1977 çулхискер, хулара садикре ĕçленĕ. Каярах сывлăх тĕлĕшпе хавшакрах амăшне пулăшас тесе ялне таврăнать, амăшĕ вырăнне почтăра ĕçлеме тытăнать. Çине тăрсах Шупашкарти çыхăну техникумĕнче куçăн мар «заочно» пĕлӳ пухать. Женя шăллĕ шкулта вĕренет. Анисса Павловнăпа Александр Петрович хăйсен хăйсен пепкисем çине пăхса савăннă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Пуш уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче вара пурнăç пĕтсе килнĕн туйăнса кайнă, çунатлă ĕмĕтсем шартах хуçăлнă.

Малалла

«Сыватăшри пике-хĕрсем...»


Тав кĕнекине çырни

 

Сыватăшри пике-хĕрсем,

Шураппасем, инке-тăхлачă!

Алла тытса пылпа кулачă

Пуçа таятăп эп сире.

 

Чунтан тавах, чиперккесем —

Ирина, Света, Алексина,

Ватта пепке пек имлесе

Илсе çӳретĕр айăн-сийĕн.

 

Йĕп çăртинчен чун вăтăрса

Савса сиплетĕн, Шанăçпиçĕм!

Сан ик аллу та питĕ пиçĕ,

Сыхлатăн çип пек ăрăса!

 

Тĕнче каçхи кĕлле кĕрсен

Кансĕртерех чăлахăн чирĕ —

Сире те канăçсăр сĕре,

Пĕрех чăтса тăратăр çирĕп.

 

Телей те хапăл патăрах

Васкавлă тухтăр Огнева та!

Çитмен пулсан вăл самантрах

Вĕçсе каяттăмччĕ сасартăк.

 

Хальхи йĕрке мĕнлерехне

Эсир вĕт хăвăр та пĕлетĕр,

Кама — пылне те эрехне,

Сире пулсанччĕ хăть кĕлентĕр...

 

Сыв пулăр, пӳлĕхçĕ хĕрсем!

Эсир вăр-вар та шутсăр сапăр.

... Эпĕ татах килсе кĕрсен

Ан сиплĕр. Çапăр та пăрахăр.

 

2004, нарăс, 10-21

Малалла

«Пире хупланă çак хура пăр...»


Тенкел айне çырнисем

 

Пире хупланă çак хура пăр

Кайран йăлт ирĕлет пĕрех!

Эпир кайсан та таврăнатпăр,

Вилсен те чĕрĕлетпĕрех!

«Çак тенкел çинче, тăванăм...»


Тенкел айне çырнисем

 

Çак тенкел çинче, тăванăм,

Чăтрăм эпĕ виçĕ кун.

Сан та, хыççăн выртаканăн,

Чул пек çирĕп пултăр чун!

Çеçпĕл Мишшине


Ай-хай çул-йĕр уçмашкăн çăмăл мар,

Çĕн Кун сăвви санран илет тымар.

 

Ĕçре сахал-и тӳснĕ пăтăрмах —

Тăшман пирки вакламăпăр сăмах.

 

Тăван ӳпкеве — сипленми суран,

Чăн чăваша мĕскер кĕтет ыран?

 

Чуну сахал-и илтнĕ-тӳснĕ çак:

«Чăваш чĕлхи пĕтет, ман халăх вак.

 

Мĕне вăл кирлĕ, хĕсĕк ял чĕлхи?

Малашĕ çук. Мĕн юлнă? Авалхи.»

 

Ачаш чунна амантнă санăнне,

Çапла ют сасă янă сăннине.

 

Анчах та парăнман çак сăмаха,

Эс шаннă çирĕп чунлă халăха.

 

Ĕçчен, сăпайлă — хăнк! туман чăваш,

Ăна эс суннă чи хитре малаш.

 

Эс çырнă кулянса та ĕненсе,

Куççульпеле вулатпăр тĕлĕнсе:

 

«Е ют чĕлхесем ӳснĕ майĕ

Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ?

 

Апла пулсан... чĕрем хыпса çунтăр,

Чĕрем хылса çунса, сив кĕл пултăр.»

 

Кĕтни сан çитрĕ, пирĕн вăхăтра

Хĕрӳ сăвви янрать сан халăхра.

 

Ытарайми хитре тăван чĕлхе —

Малалла

■ Страницăсем: 1... 156 157 158 159 160 161 162 163 164 ... 796

Шухăшсем