Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре тискер чӗрчунсене шутлаҫҫӗ. Ку ӗҫе пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пурнӑҫлӗҫ.

Ҫутҫанталӑк министерствин инспекторӗсем унччен палӑртнӑ 516 ҫулпа 5094 километр тӑршшӗ иртсе 12,5 пин гектар лаптӑка пӑхса ҫаврӑнӗҫ.

Черчунсен йышне инспекторсем вӗсен йӗрне кура шутлаҫҫӗ. Пӗлтӗр, сӑмахран, 2 260 пӑши, 1 700 хир качаки, 7 пине яхӑн ӑсан, 4 пин сӑрӑ хир чӑххи асӑрханӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
in.pinterest.com сайтри сӑн
in.pinterest.com сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере ҫанталӑк сивӗтме пуҫлӗ – Кӑшарни сивви ҫывхарӗ.

Паян тата ыран юр ҫӑвӗ-ха, ыран – тата вӑйлӑрах, ҫил-тӑман та вӗҫтеркелӗ. Икӗ талӑкра пӗтӗмпе 3-6 сантиметр таран хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Юнкун республикӑн ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ енчи округсенче уяртӗ, кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ енчи округсенче кӑштах юр ҫукалӗ-ха. Кӗҫнерникун вара республикипех уяр ҫанталӑк пулӗ, сивӗтме пуҫлӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термеометр кӑнтӑрласерен – 10-15, ҫӗрлесерен 20-25 градус сивӗ кӑтартӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те Кӑшарни сивви пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

«Ҫанталӑк 21» сайт кӑҫал ҫанталӑк мӗнле пулассине палӑртнӑ. Паллах, ку – прогноз кӑна.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫулталӑк нӳрӗ килмелле. Нарӑсӑн пӗрремӗш ҫурринче сивӗ пулӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара — ӑшӑ. Пуш уйӑхӗнче ӑшӑ кӗтмелле мар, ун пек ҫанталӑк питех савӑнтармӗ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче те юр ҫӑвӗ-ха. Ҫу уйӑхӗ вара типӗ килӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ.

Ҫулла, ҫӗртме уйӑхӗ, сивӗрен пуҫланӗ. Ҫурла уйӑхӗ климат норминчен ӑшӑрах килӗ, ҫумӑр та сахалрах пулӗ Чӳк уйӑхӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, раштав вара сивӗ тата юрлӑ килӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
kazpravda.kz сайтри сӑн
kazpravda.kz сайтри сӑн

Республикӑра тинех юр чарӑнчӗ, анчах, «Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, нумайлӑха мар.

Кӗҫех республикӑна тепӗр циклон килӗ: кӑрлачӑн 7-10-мӗшӗсенче 15-20 сантиметр хулӑнӑш таран юр ҫуса лартма пултарӗ. Вӑл ыран каҫхинех ҫума тытӑнӗ те юнкун кунӗпех ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун кӑшт чарӑнӗ, термометр 0 градус е «+» кӑтартӗ. Каҫхине вара каллех юр ҫума пуҫлӗ те шӑматкун ирччен те чарӑнмӗ.

Кӑрлачӑн 8-9-мӗшӗсенче республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ округӗсенче пӑрлӑ ҫумӑр е ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Хальхинче ҫил-тӑман вӗҫтерни мар, йӗпе юр ҫуни хӑрушлӑх кӑларса тӑратӗ: вӑл пралуксем, йывӑҫсем ҫине ҫыпӑҫӗ, ҫавна май вӗсем ишӗлсе анма пултарӗҫ.

Портал малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк 10-15 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрлесерен вара 20-25 градус таранах сивӗ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
goodfon.ru сайтри сӑн
goodfon.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине чӑннипех те хӗллехи пек ҫанталӑк пулӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Ыран, раштавӑн 30-мӗшӗнче, ҫил-тӑман тухӗ, термометр 7-12 градус сивӗ кӑтартӗ. Анчах ҫил вӑйланнине пула сивӗрех пек туйӑнӗ.

Раштавӑн 31-мӗшӗнче каҫхине те термометр 10-12 градус кӑна сивӗ кӑтартӗ, анчах ҫиле пула 17-19 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Ҫӗнӗ ҫулта кунӗпех юр ҫӑвӗ, ҫӗрле вара уяртма пултарать.

Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче 12-17 градус таран сивӗтӗ. Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче вара ӑшӑтма тытӑнӗ, 0 градус патнелле пулӗ. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Кӑрлачӑн 5-9-мӗшӗсенче юр нумай ҫӑвӗ. Кайран вара Раштав сивви хуҫаланӗ: кӑрлачӑн 7-8-мӗшӗсенче 15-20 градус таран сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
goodfon.ru сайтри сӑн
goodfon.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи пек сивӗ ҫанталӑк республикӑра 2 ҫула яхӑн пулман. Шупашкарта ирхине термометр 25 градус сивӗ кӑтартнӑ. Ун пекки юлашки хутчен пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн варринче пулнӑ. Паян ирхине Канашра тата Пӑрачкавра 27 градус сивӗ пулнӑ.

Унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ҫӗрле тата сивӗтмеллеччӗ. Анчах халӗ прогноз урӑхларах – Арктика сывлӑшӗ Урал урлӑ Казахстана каять. Ҫав регионсенче кӗҫӗр 30-45 градус таранах сивӗ пулма пултарать.

Чӑваш Енре вара паян каҫ енне юр ҫума тытӑнать, кӑштах ӑшӑтать. Кӗҫнерникун ҫӗрле тата эрнекун кӑнтӑрлаччен юр нумай ҫӑвӗ. Юр пӗр эрне, ҫитес юнкунччен, ҫӑвӗ. Ҫӗнӗ ҫула 20 см яхӑн хулӑнӑш юрпа кӗтсе илӗпӗр.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

Ку эрнере ҫанталӑк мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» портал акӑ мӗн хыпарлать.

Паян каҫхине тата ыран ирхине юр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ир патнелле сивӗтӗ: термометр 13-15 градус таран кӑтартӗ.

Ытларикун уяр ҫанталӑк пулӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, каҫ енне 20 градус таранах сивӗтӗ. Анчах ҫиле пула 27-32 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Юнкун пӗлӗтленӗ, юр ҫума тытӑнӗ, ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтӗ. Анчах каҫхине каллех уяртӗ, ҫавна май сивӗтӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта термометр 30 градус сивӗ кӑтартӗ. Кӗҫнерникун уяр, сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ.

Эрнекун ӑшӑтӗ, 10-20 сантиметр таран юр ҫуса лартма пултарӗ.

Канмалли кунсенче те юр ҫума, ҫил-тӑман вӗҫтерме пултарӗ. Анчах хальлӗхе ку – 100 проценчӗпех мар, портал Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫанталӑк мӗнле пулассине каярахпа пӗлтерӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
goodfon.ru сайтри сӑн
goodfon.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк сивӗтӗ

Ыран ӑмӑр пулӗ-ха, юр ҫумӗ, термометр 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус таран ӑшӑ кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Вырсарникун ҫил вӑйланӗ.

Вырсарникун каҫхине юр ҫума тытӑнӗ, тунтикун та чарӑнмӗ. Малалла вара сивӗтӗ. Эрне варринче 15-20 градус сивӗ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн 30 градус таранах сивӗтме пултарӗ. Ӑмӑр ҫанталӑк пулсан вара питех сивӗ пулмӗ. Малтанхи кунсенче ҫил те вӑйланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Ӗнер ҫил вӑйланнине пула урамра 25-30 градус сивӗ пек туйӑннӑ. Кӗҫӗр тата паян ирхине ҫил хушӑран ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ку эрнере вара ҫанталӑк мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» портал акӑ мӗн хыпарлать.

Ҫил майӗпен лӑпланӗ, ыран лапкӑ пулӗ. Ытларикун ҫӗрле ҫӳлти Атӑл тӑрӑхне ӑшӑ фрончӗ килӗ, юр ҫумӗ. Каҫхине вара каллех ҫил вӑйланӗ, кӑштах ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юнкун кӑнтӑрла юр ҫума чарӑнӗ.

Кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ, термометр 0 градус патнелле кӑтартӗ. Эрнекун ҫил лӑпланӗ, ӑшӑтма пултарӗ, каҫхине каллех юр ӳкӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче сивӗтӗ, 11-16 градус сивӗ пулӗ. Шӑматкун хӗвел тухма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
gismeteo.ru сайтри сӑн
gismeteo.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал канмалли кун тӗлне юр ҫуса лартассине пӗлтерет. Эппин, йӗлтӗрпе коньки хатӗрлесе хума вӑхӑт.

Паян юр ҫӑвӑть, вӑл ҫӗрле кӑна чарӑнӗ. Ҫапла ыран валли ҫӗр ҫинче 2-5 см хулӑнӑш юр пулӗ. Кӗҫнерникун термометр 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус таран кӑтартӗ. Ҫӗрле юр ҫума тытӑнӗ, тепӗр 5-10 см хулӑнӑш ҫуса лартӗ. Юр йӗпе пулнӑран йывӑҫсем, пралуксем ҫине ҫыпӑҫма пултарӗ. Эрнекун кӑнтӑрла тӗтре карса илӗ.

Эрнекун ҫӗрле каллех юр ҫӑвӗ. Шупашкарта 10-20 см хулӑнӑш таран ҫуса лартма пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=314929
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...102
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та