Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт ку эрнере ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернӗ.
Ыран вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ-ха, ҫил те сав вӑхӑтра вӑйланӗ. Эрне варринче вара 25-20 градус таран шӑрӑхланӗ: пирӗн пата антициклон ҫитӗ.. Канмалли кунсенче те хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах сывлӑш температури ҫуллахи пекех пулӗ.
Икӗ эрнере 1 тӑваткал метр ҫӗр ҫине 45 литр ҫумӑр ӳкӗ. Сывлӑшӑн талӑкри вӑтам кӑтартӑвӗ 21 градуспа танлашӗ. Ку климат норминчен пӗр градус ытларах.
Сӑмах май, кӗҫӗр республика урлӑ сивӗ фрончӗ иртнӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр ҫукаланӑ. Пӑрачкаври метеостанци ҫил ҫеккунтра 23 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнине шута илнӗ. Кунашкалли йывӑҫа тымарӗпе кӑклама пултарать. Ҫиле пула хӑш-пӗр округри ялсенче электричество пӗтнӗ.
