Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Ҫул-йӗр автоинспекцийӗн управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫул-йӗр автоинспекцийӗн управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта патшалӑхӑн автоинспекцийӗнче тӑрӑшакан арҫын ӳсӗр водителе тытса чарма пулӑшнӑ.

Трактор тӑвакансен проспектӗнчи картишӗнчен тухнӑ чухне вӑл «Ниссан» автомобиле асӑрханӑ. Тимлӗ арҫын ку машинӑн водителӗ урӑ маррине сиснӗ. Вӑл унӑн машини умне хӑйӗн автомобильне чарса лартнӑ, ҫав вӑхӑтра ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн экипажне чӗнсе илнӗ.

Патшалӑх автоинспекцийӗнче районсем хушшинчи экзамен пайӗнче тӑрӑшакан ҫын сисчевлӗ пулни ҫул ҫинчи инкекрен ҫӑлса хӑварнӑ.

Инспекторсем вырӑна пырса ҫитсен ӳсӗр водитель эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Ун тӗлӗшпе административлӑ статьяпа протокол ҫырнӑ, машинине штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Водителе 45 пин тенкӗ таран штрафлама тата водитель правине ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа икӗ ҫул таранлӑх туртса илме пултарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш хулинчи Машиностроительсен урамӗнчи ҫуртра, пиллӗкмӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, пушар пулнӑ. Ҫулӑм 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ.

Пушара 7 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника сӳнтернӗ. Кил хуҫи, 40 ҫулти арҫын, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус туртнӑ чухне асӑрханманнипе тухнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки талӑкра 3 пушар пулнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара пирӗн регионта 754 пушар тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
МАХри "Первый чувашский" каналтан илнӗ сӑнӳкерчек
МАХри "Первый чувашский" каналтан илнӗ сӑнӳкерчек

Паян тӑр кӑнтӑрла Шупашкарта пӑтӑрмах пулса иртнӗ.

Хулари 48-мӗш шкул ҫывӑхӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин чӳречинчен каччӑ ӳкнӗ (кун пек пӑтӑрмах пирки урӑхла калама юраманран эпир ку хыпара асӑрханарах та суйларах пӗлтерме тӑрӑшнине вулакан сисрех-тӗр).

МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ҫамрӑк ҫын чунӗнче мӗн пулса иртнине унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫеҫ пӗлнӗ пуль. Тен, вӗсем те пӗлмесен те пултарнӑ. Этем тени пур чухне те чуна уҫса калаҫма юратмасть-ҫке. Тен, ӑнланакан, ал паракан, хавхалантаракан тата ҫунатлантаракан ҫын та пулман пулӗ ҫумӗнче...

Апла-и, капла-и, такам ҫемйине паян пысӑк хуйхӑ пырса шакканӑ. Каччӑн ҫывӑх ҫыннисен (вӗсем пур пулсан) ку хуйхӑна чӑтса-тӳссе ирттерме тивӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Иллен хыҫҫӑн шыва пӑр яраҫҫӗ теҫҫӗ. Анчах ҫанталӑк шӑрӑх пулнине кура шыва кӗрекенсем халӗ те пур-ха. Шел те, шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ – Ҫӗрпӳре 26 ҫулти арҫын путса вилнӗ.

Инкек ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулнӑ. Арҫын Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче Мӑн Ҫавал юханшывӗнче шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ.

Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следовательсем унта ҫитсе вырӑна тӗрӗсленӗ. Тӗпчев малалла пырать.

 

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче «Мега Молл» суту-илӳ центрӗнче пушар пулнӑ. Юрать, пысӑках мар.

Пушар 13 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Суту-илӳ центрӗнче виҫҫӗмӗш хутра мачча ҫинчи светильник ҫунма тытӑннӑ. Телее, ҫулӑма сарӑлма паман, унта ӗҫлекен ҫын ӑна хӑй тӗллӗнех сӳнтерме пултарнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра тӑватӑ пушар пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Мордва Республикин прокуратурин сайтӗнчен илнюе сӑнӳкерчӗк
Мордва Республикин прокуратурин сайтӗнчен илнюе сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ Саранск тӑрӑх ӳсӗр пуҫпа ҫӳренӗ. «Порше Кайен» автомобиле вырӑнти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем хулари Володарский урамӗнче тытса чарнӑ. Ҫамрӑк водитель эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен.

Ун тӗлӗшпе пакунлисем РФ Пуҫиле кодексӗн 264.1 статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Машини хӑйӗн пулман, каччӑ Саранскри пӗр фирмӑн автомобильне чӗртсе тухса ҫӗрлехи хулапа вӗҫтерсе пынӑ.

Сӑмах май каласан, ку каччӑна пакунлисем унччен те тытса чарнӑ иккен, ун чухне те вӑл хӑй эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен.

Суд хальхинче ӑна 240 пин тенкӗ штраф хурса пама тата 2,5 ҫул умне ларма чарма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Патӑрьел округӗнчи Пӑлакасси ялӗнче паян канализаци тасатнӑ хыҫҫӑн 1 ҫын вилнӗ, 4-шӗ больницӑра сипленет

Ҫакӑ паллӑ: предприятире 5 рабочи канализаци тасатнӑ, ҫавӑн чухне вӗсем наркӑмӑшланнӑ. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ, анчах, шел те, пӗрин пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлайман.

Иккӗшӗн сывлӑхӗ йывӑр, вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе каясшӑн. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку «Патӑрьел беконӗ» предприятин «Авангард» филиалӗнче пулма пултарнӑ.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Объектра ӗҫ сыхлавӗшӗн тата хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнассишӗн камсем яваплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Суд приставӗсен управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Суд приставӗсен управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳре пӗр арҫын суда ҫӗҫӗпе кӗрес тенӗ. Ӑна вӑл дозиметрта пытарнӑ.

Суда кӗрекенсене суд приставӗсем тӗрӗслеҫҫӗ те. Сергей Гаврилов кӗҫӗн лейтенант тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Пытарнӑ ҫӗҫҫе шӑпах вӑл асӑрханӑ та.

Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 59 ҫулти арҫын суда ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнӑ май пынӑ. Кӗнӗ чухне унран сумкӑра мӗн пуррипе кӑсӑкланнӑ, тем тупса палӑртсан чап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ-мӗн.

Суд приставӗ тӗрӗслеме тӑнӑ та арҫыннӑн кӗсйинче дозиметр асӑрханӑ. Унта вара ручка евӗр ҫӗҫӗ выртнӑ. Суда мӗншӗн ӑна илсе пынине арҫын ӑнлантарса парайман, вӑл ҫумра пулни ҫинчен манса кайнӑ тесе каланӑ.

Суд приставӗ каланине итлеменшӗн арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-217040306_978
 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнче ҫулпа пыракан «КамАЗ» машина хыпса илнӗ. Вӑл «М-7» автоҫулпа пынӑ. Инкек утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Йывӑҫ кӑмрӑкӗ тиенӗ машина ҫунма пуҫласан инкек вырӑнне Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Ҫулӑма вӗсем пилӗк минутра сӳнтерме пултарнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель шар курман, вӑл таса сывах.

Пушар мӗнле сӑлтавпа тухнине специалистсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Банк вилнӗ салтакӑн парӑмне унӑн ашшӗнчен шыраса илме тӑнӑ. Ҫав ӗҫ судра вӗҫленнӗ. Тавӑспа суда тухаканни — кредит учрежденийӗ. Салтака кайиччен, 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, арҫын кредит илнӗ. Пурӗ 120 пин тенкӗ. Парӑма унӑн 1097 кунта тӳлесе татмалла пулнӑ. Кайран, Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, арҫын салтака тухса кайнӑ, 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Донецк халах республикинче вилнӗ.

Банк ҫавна кура парӑма арҫыннӑн ашшӗнчен шыраса илес тенӗ. Пурӗ 106 пин те 291 тенкӗ.

Суд вара урӑхларах йышӑну кӑларса панӑ. Мӗншӗн тесен саккун ҫавӑн пек калать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...463
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть