Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ алӑк фабрикинче пушар тухнӑ. Инкек шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.

Молодежнӑй поселокри фабрикӑра пӑчкӑ кӗрпи бункерӗ ҫунма пуҫланӑ.

Асӑннӑ поселокра «Estet» компанийӗн производстви вырнаҫнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Улатӑрта 15-ри хӗрача ҫул урлӑ каҫма тӑрсан аварие лекнӗ. Инкек Мускав урамӗнчи 130-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ.

Хӗрача «зебра» урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл правана нумаях пулмасть кӑна, чӳк уйӑхӗнче, илнӗ. Апла пулин те хытӑ ҫӳренӗшӗн тата ыттишӗн административлӑ йӗркене 23 хут пӑсса ӗлкӗрнӗ.

Хӗрача суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_266108
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри МЧС сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри МЧС сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лапсарта лавкка ҫуннӑ.

Суту-илӳ точки унти Совхоз урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл ҫурт — ҫынсем пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫурт.

Электричество пӑралукӗнче кӗске замыкани пулса иртнӗрен мачча ҫинчи светильник сиенленнӗ. Пушара лавккара ӗҫлекенсем хӑйсемех сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Никам та шар курман.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирпе Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Вӑл «Volkswagen Transporter» автомобильпе ҫапӑннӑ. Инкекре икӗ ҫын аманнӑ.

Инкек хулари Энтузиастсен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тӗлӗнче ирхи 8 сехетре пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу машини умри автомобиль патне ытла ҫывӑха пырса кӗнӗ.

Инкекре ҫамрӑк фельдшер пӗҫҫине ыраттарнӑ тата унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пульницӑна илсе кайма тухнӑ арҫын-пассажир вара инкек хыҫҫӑн сылтӑм ура ыратать тесе каланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Паян Шупкашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче троллейбус линийӗ татӑлса кайнӑ. Ку «Мегастрой» гипермаркетран инҫех мар Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӗ ҫӗрте пулнӑ.

Пралук ҫул ҫинех ӳкнӗ. Транпортӑн ун ҫине пырса кӗрес мар тесе айккинчен юр тӑрӑх иртсе кайма тивет.

Аварие пула троллейбуссем чарӑнса ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Ҫӗрле Шупашкарта Кӗремечке сали патӗнчи чукун ҫул ҫинче, «Соляное» микрорайон ҫывӑхӗнче, тепловоз ҫӑмӑл машинӑна ҫапса кайнӑ.

Инкеке курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, машина водителӗ ҫывхаракан тепловоз умӗнченех чукун ҫул урлӑ часрах каҫса кайма тӑнӑ, анчах ӗлкӗреймен.

Аманнисем пирки хальлӗхе хыпар ҫук.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта автобус ҫунса кайнӑ. Инкек 16 сехетре «Энергозапчасть» чарӑнура пулнӑ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑм хӑвӑрт сарӑлма ӗлкӗрнӗ: салона, транспорта йӑлтах ярса илнӗ.

16:20 сехетре пушара сӳнтернӗ. Телее, никам та шар курман

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм Раҫҫейри юрӑҫӑн концертне кайса курас ӗмӗтпе ултавҫӑ капкӑнне лекнӗ. Вӗсем билета Интернет урлӑ туянас тенӗ. Пӗри 5 пин тенкӗ тӳленӗ, тепри — 2 пин тенкӗ. Анчах концерта лекме май килмен, билетсем суя пулнӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Йӗрке хуралҫисем суя билет сутнӑ хӗрарӑма Мускав облаҫӗнче тытса чарнӑ. 32 ҫулти хӗрарӑм укҫан пӗр пайне халӗ тавӑрса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 3 сехетре Муркаш округӗнчи заправкӑра машина ҫунса кайнӑ. Ку Ивановка ялӗ патӗнче пулнӑ.

Вырӑна ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем ҫунакан «Рендж Ровер» иномаркӑна часах сӳнтернӗ, ҫулӑма юнашарти бензоколонкӑсем ҫине куҫма паман.

Шел те, инкекре машинӑн 42 ҫулти хуҫи шар курнӑ. Вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-217612958_4747
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр ҫитеспе, Ҫӗнӗ Лапсарти кайӑк-кӗшӗк фабрикинче пушар алхасма пуҫланӑ.

Пушар самай сарӑлнӑ, 2100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре 69 ҫӑлавҫӑ, 20 техника хутшӑннӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти ӗҫченӗсем шар курман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...442
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын