|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫын ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре пӗчӗк ывӑлне тата арӑмне лартса ҫула тухнӑ. Ку вӑхӑтра ачан лӑпкӑн кӑна ҫывӑрмалла пек те, анчах арҫын апла шухӑшламан пулмалла. Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫул-йӗр патрулӗн машини «Хонда» машинӑна тытса чарнӑ. Чӳречисене тӗксӗмлетсе лартнӑ машина рулӗ умӗнче 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Салонра унӑн арӑмӗ тата пӗчӗк ывӑлӗ ларса пынӑ. Арҫын ача малти ларкӑч ҫинче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе те ҫыхӑнман. Арҫын-водителӗн водитель удостоверенийӗ те пулман, ӑна унран 2011 ҫултах туртса илнӗ. Унтанпа 15 ҫул иртнӗ пулин те правана вӑл ҫӗнӗрен тутарман, апла пулин те руль умне ларса тухнӑ. Ҫитменнине тата хӑй ӳсӗр пулнӑ. Машина чӳречине ГОСТа тӗксӗмлетсе лартнӑ. Машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Етӗрне округӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче тухнӑ пушар кирпӗчрен купаланӑ сарая ярса илнӗ. Тӑрринче вара утӑ пулнӑ. Ҫулӑм пурӑнмалли ҫуртӑн тулаш енчи отделкине те сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Пушар сарӑлма пултарнине кура ҫӑлавҫӑсем татах пулӑшу чӗнсе илнӗ. Ҫапла ҫулӑма сӳнтерес ӗҫе 9 ҫын тата 5 техника хутшӑннӑ. Телее, «хӗрлӗ автана» чарма май килнӗ, шар курнӑ ҫынсем пулман. Халӗ пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: Чӑваш Республикинче пӗр талӑкра 11 пушар пулнӑ. Улатӑр округӗнчи Атрать ялӗнче ҫурт ҫуннӑ, Шупашкар округӗнчи Ишлей ялӗнче, Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗнӗ Катекре тата Ҫӗмӗрле хулинче мунчасенче пушар тухнӑ. Иртнӗ талӑкра Куславкка хулинче типӗ курӑк ҫуннӑ, ҫӑлавӑҫем ӑна сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Этем тени пысӑк вырӑн йышӑнать-и, пӗчӗк-и — укҫа никама та чӑрмантармасть. Пысӑк укҫа ҫаврӑнакан вырӑнта пысӑкрах укҫа вӑрлама май килсен пӗчӗкреххисем вара пӗчӗкрех укҫа вӑрлама тӑрӑшаҫҫӗ курӑнать. Ҫӗмӗрле районӗн территори пайӗн пуҫлӑхӗ халӑхран шыв пӑрӑхӗ тума пухнӑ укҫана хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. Ара халӗ нимелле ӗҫ тӑвасси йӑлана кӗрсе кайрӗ-ҫке. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр пайне (паянхи куна илсен, Турра шӗкӗр, пӗчӗкрех пайне) ҫынсем пухса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта та нимелле ӗҫ тума халӑхран укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе 525 пин тенкӗ пухӑннӑ. Анчах ӑна пуҫтарнӑ хӗрарӑм кассӑна 371 пин тенкине ҫеҫ панӑ, ытти 154 пин тенкине хӑйӗн тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫухални пирки хыпарлама пуҫларӗҫ. Халӗ, акӑ, 28 ҫулти каччӑ ӑстине пӗлмеҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Владимирович Аръяхова шырани пирки ӗнер пӗлтернӗ. Вӑл ӑҫтине юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. 28 ҫулти каччӑ 185 сантиметр ҫуллӗш, начар пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Вӑл мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ. «Лиза Алерт» отряд каччӑна курнисене 8 800 700-54-52 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Е Симба (Наталия) шыравҫӑпа 89196666680 телефон номерӗпе ҫыхӑнма пулать. Ҫав вӑхӑтрах 17 ҫулти Станислав Мозгова та шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫул ҫитмен яш ҫухалнӑ хыҫҫӑн Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче «Садовый» микрорайонта 14 ҫулти хӗрача машина кустӑрми айне лекнӗ. Ку ирхи 9 сехетре Геннадий Айхи урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 9-мӗш класра вӗренекен хӗрача юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Мерседес-Бенц» микроавтобус пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 31 ҫулти арҫын ларнӑ. Аварире хӗрача аманнӑ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, вӑл урине хуҫнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Гигачат сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнче ҫамрӑк хӗрарӑма суд тунӑ. Унсӑр пуҫне унӑн хаклӑ машинине тата телефонне конфискациленӗ. Хӗрарӑма пысӑк калӑпӑшпа наркотик сутма тӑнӑшӑн явап тыттарнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнче Тольяттинче сутса яма наркотик илнӗ. Пӗтӗмпе 5-е яхӑн килограмм. «М-12» ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе иртсе пынӑ чух ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. «Ниссан Пантфайдер» машинӑри 5 килограма яхӑн наркотика туртса илнӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулнӑ. Халӗ суд та пулса иртнӗ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Транспортпа унӑн 5 ҫул ҫӳреме юрамасть. «Ниссан Пантфайдер» маркӑллӑ хаклӑ автомобиле тата телефона йӗрке хуралҫисем конфискациленӗ, вӗсене сутса тунӑ тупӑш патшалӑх хыснине кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма патшалӑха улталанӑшӑн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав хӗрарӑм социаллӑ контракт илнӗ. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн тупӑшне пытарнӑ та сахал тупӑшлӑ ҫын пек регистрациленнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл «Социаллӑ пулӑшу паракан центр» хысна учрежденине усламҫӑ пулса тӑма укҫа ыйтса заявлени панӑ. Ӑна 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Анчах хӗрарӑм вӑл укҫапа тивӗҫлипе усӑ курман, хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Укҫана хыснана каялла шыраса илме Патӑрьел районӗнчи прокуратура граждан тавӑҫӗ хатӗрленӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе районти суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() max.ru/pcheb_21 каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер Шупашкар хулинче сӗмсӗр пӗр водитель ҫулпа пыракан тепӗр водителе кӳрентерсе пӗтернӗ. Ку видео халӑх тетелӗнчи пабликсенче хӑвӑрт сарӑлнӑччӗ. «Фольскваген» машинӑпа пыракан водитель кинологи службин водительне усал сӑмахпа кӳрентерет. Хӑй вӑл вырӑсла калаҫанҫи тӑвать-ха. Пӗрмай «Чо нарушаю? Чо» текелесе кӑшкӑрать, машинӑпа ҫӳреме пӗлместӗн тесе калать. Усал сӑмахпа перкелешнӗ водителе пакунлисем часах тупса палӑртнӑ, ӑна полици уйрӑмне илсе кайнӑ. «Volkswagen Touareg» рулӗ умӗнче 30 ҫулти арҫын ларса пынӑ. Полици уйрӑмӗнче арҫын усал сӑмаха калаҫма тӑман, кинологи службин водителӗнчен каҫару ыйтма та хатӗр тесе юптарма пуҫланӑ. Водителе машина чӳречине тонировка туса хунӑшӑн та явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртри общежитире пушар пулнӑ. 9-мӗш хутри коридорта ҫулӑм тухни пирки 16:56 сехетре пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ҫынсене общежитирен кӑларма пуҫланӑ. Вырӑнта 6 пушар машини ӗҫленӗ. Подъездран 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче 4-шӗ – ачасем. Виҫҫӗшне васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑнта пулӑшу панӑ. 37 ҫулти хӗрарӑма тата 45 ҫулти арҫынна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене, Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмне илсе кайнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче 3 ҫын лифтпа анма тӑнӑ, анчах хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫапла вӗсем капкӑна лекнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем лифта блокировкӑран кӑларса ҫынсене унтан кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара ятарласа такам чӗртсе янипе тухнӑ. Коридорти отделка, стенасем тата мачча сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнчи Хорнсор Ҫармӑс ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Вӑл 60 ҫулта пулнӑ. Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Канашри районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн следователӗсем килнӗ. Вӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев йӗркеленӗ. Арҫын виллине тӗплӗ пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна пусмӑрласа вӗлерменнине палӑртнӑ. Халӗ судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра следовательсем инкек мӗнле майпа пулнине тӗпчеҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
