Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 24 ҫулти каччӑна 15 ҫул таран тӗрмене хупма пултарӗҫ.

Каччӑ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Элӗкри культурӑпа кану паркӗнче виҫӗ яша наркотик сутнӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.

Наркотик туяннишӗн, упранишӗн 15 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем кимӗрен тухса ӳкнӗ пулӑҫсене ҫӑлнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Хусан ҫыранӗ (ун пекки те пур иккен) тӗлӗнче резинӑран ӑсталанӑ моторлӑ кимми ҫаврӑнса ӳкнӗ. Арҫын ҫыран хӗрне ишсе тухас тенӗ те ӑна ҫӑлавҫӑсем асӑрханӑ май пулӑшнӑ. Кимме ҫыран хӗрне илсе тухнӑ.

Тепӗр инкек авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӗлӗнче кимӗ ҫаврӑнса ӳкни пирки хыпарланӑ. Ҫӑлавҫӑсем «Амур» катерпа васкаса ҫитнӗ. Вӗсем пулӑҫсене ҫӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 13-мешӗнче ирхине Вӑрнар округӗнчи Шӑхаль ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ — унта икӗ ҫын ҫунса кайнӑ.

Ҫулӑмпа 3 техника, 7 пушарнӑй кӗрешнӗ. Пушара сӳнтерсен пӳртре икӗ ҫын виллине тупнӑ.

Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Кунта криминал ҫукки паллӑ. Инкек сӑлтавне палӑртма тӗрлӗ экспертиза тӑвӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/3649
 

Пӑтӑрмахсем

Комсомольски тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм патне «Смотри, на видео это ты?» (чӑв. Пӑх, ку видео ҫинче эсӗ-и?) тесе ҫырнӑ ҫыру килсе выртнӑ. Хӗрарӑм ҫав ҫырӑва уҫса пӑхас тенӗ ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.

Вируслӑ APK-файл вӗсене ют ҫын телефонӗнчи хыпарсене (push-хыпарсене, смс-ҫырусене, галерейӑри сӑнӳкерчӗксене) пӑхма май парать. Вара хайхисем ниҫта та ӗҫлемен хӗрарӑм ячӗпе 170 пин тенкӗ кредит илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнче тӳре-шара тупӑша туллин кӑтартман. Ҫавна май Етӗрне муниципалитечӗн тӑрӑхӗн пуҫлӑхне вырӑнти прокуратура тупӑш ҫинчен калакан справкӑсенче йӑнӑш пурри пирки хут ҫырса панӑ.

Администрацире ӗҫлекен 5 тӳре-шара хӑйсен тупӑшне туллин кӑтартман: мӗнпур счёчӗ тата куҫман пурлӑх пирки пӗлтермен. Уншӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Кунсӑр пуҫне прокуратура ҫав тӑрӑхри территори пайӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ ӗҫри машинӑпа хӑйӗн валли усӑ курнӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Ен ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Чӑваш Ен ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Арӑмӗпе упӑшки ҫӳпҫипе хупӑлчи теҫҫӗ те Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк мӑшӑр та пӗр ҫӑвартан пурӑннӑ. Анчах ырӑ ӗмӗт-шухӑшпа ҫунатланса та ӗмӗтленсе мар. Вӗсем иккӗшӗ те преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ.

Арҫынпа хӗрарӑма пакунлисем хулари Гагарин урамӗнче асӑрханӑ. Вӗсем сутма юраман япаласене сутакан интернет-лавкка пирки пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса ҫӳренӗ.

Хӑйсем ӗҫленине вӗсем ӳкерсе илнӗ, сӑнӳкерчӗсем отчёт валли кирлӗ пулнӑ.

Халӗ иккӗшне те административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Йӗпреҫ округӗнчи 66 ҫулти арҫын пӗр эрнере тӑватӑ велосипед вӑрланӑ. Нумаях пулмасть суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ.

Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫри лавкка умӗнче велосипед тӑнине асӑрханӑ, тытнӑ та ӑна илсе ларса кайнӑ. Ку кӑна мар, ҫӗртмен 15-мӗшӗччен вӑл тепӗр виҫӗ велосипед вӑрланӑ.

Ҫакӑ паллӑ: арҫын судпа унччен те айӑпланнӑ. Хальхинче суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 1,6 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын велосипедсене хуҫисене тавӑрса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи 75-ри арҫын авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче фура айне пулнӑ.

Фура пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыман-мӗн, хирӗҫ килекен машинӑсенчен пӗри автомобиле хӑрушлӑх пирки систерме хӑтланнӑ. Анчах пысӑк машина ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ ватӑ ҫине пырса кӗнӗ.

Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 20 сехетре М-7 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шар курни кам иккенне унӑн арӑмӗ ирхине ҫеҫ палӑртма май килнӗ. Унӑн арӑмӗ упӑшки киле таврӑнманран йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫак самантра Шупашкарта «Нарспи» суту-илӳ ҫурчӗ ҫунать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм алхасни виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн ҫӳлти хутӗнче курӑнать.

Суту-илӳ ҫурчӗ Кривов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Ишлейри вилӗмсӗр ҫулӑм чӗртнӗ. Ҫулӑма Шупашкарти Ҫар мухтавӗн монуменчӗнчен илсе пынӑ.

Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса Ишлейра 1985 ҫултах палӑк уҫнӑ. Унта виҫӗ салтак кӳлепине вырнаҫтарнӑ, ик айккипе вӑрҫӑра вилнисемпе хыпарсӑр ҫухалнисен ячӗсене ҫырса хунӑ.

Халӗ монумент патне газ илсе ҫитернӗ. Ҫапла вара пирӗн республикӑра вилӗмсӗр ҫулӑм 14 вырӑнта ҫунать.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ...448
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 21

1925
101
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
101
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
79
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть