Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.6 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче 15-ри пике хӑлхинчен кӑпшанкӑ туртса кӑларнӑ. Унти йышӑнупа диагностика уйрӑмне пынӑ пике хӑлхара тем канӑҫсӑрлантарнине пӗлтернӗ.

Вӑл шурӑ халатлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑлха ыратать, унта тем кӗрсе ларнӑ пек сасӑ пур.

Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те хӑлхара чӗрӗ кӑпшанкӑ пуррине асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ятарлӑ оборудовани пулӑшнипе кӑларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ ҫынна суд тунӑ.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ — архитектура, хула строительствин, транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ 2022 ҫулхи пуш тата авӑн уйӑхӗсенче уйрӑм усламҫӑран 115 пин тенкӗ сӗтев илнӗ.

Суд тӳре-шарана 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ, унсӑр пуҫне унӑн 2,8 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/cheb_police видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/cheb_police видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм эзотерикӑпа кӑсӑкланма тапранса кайнӑ. Кӑсӑкланни ҫеҫ ҫитмен-ха, темле курсра вӗренес тенӗ.

Мессенджерсенчен пӗринче малтан вӑл эзотерика каналне ҫырӑннӑ, кайран онлайн-курса вӗренме илесси пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Курса ҫырӑнас тесе темле каҫӑпа иртнӗ, унта банк карттин реквизитне кӑтартнӑ. Хӗрарӑмӑн укҫине, пурӗ 60 пин тенкӗ, куҫарса кайнӑ. Анчах никам та ниме те вӗрентмен, мӗншӗн тесен хӗрарӑмпа ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police/5126
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 9 сехетре Шупашкарта фургон хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.

Пӑтӑрмах Грасис урамӗнчи 2-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Соболь» водителӗ машинӑна хыҫалалла чакарнӑ чух хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Суранланнӑ 65 ҫулти хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хватукасси ялӗ патӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем экстреннӑй службӑна шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын 55 ҫулта пулнӑ. Вӑл мӗнле майпа путса вилнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.

Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн варринче ҫӑлавҫӑсем Атӑлтан 53 ҫулти арҫын виллине туртса кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9945
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхи 7 сехет те 25 минутра Шупашкар округӗнчи Чаканар ялӗ патӗнче 50 ҫулти хӗрарӑм ҫине машина пырса кӗнӗ. Шел те, вӑл вилмеллех суранланнӑ – ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.

Хӗрарӑм ҫак тӑрӑхрах пурӑннӑскер пулнӑ. Вӑл «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав самантра ун ҫине Шупашкар еннелле кайма тухнӑ «Киа» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1953 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Вӑл медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Водитель ӳсӗр пулманни паллӑ.

Халӗ тӗрӗслев пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Сӑмакун юхтарма пуҫланӑ та чутах пысӑк инкеке лекмен. Кун пекки ӗнер ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Унта Строительсен урамӗнчи 18-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте сӑмакун аппаратне пула кухня ҫунма тытӑннӑ

Сӑмакун аппарачӗ газ плити ҫинче ларнӑ. Вӑл ҫунма пуҫласан ҫулӑмпа чӳрече, мачча, стена, кухня гарнитурӗ сиенленнӗ. Юрать-ха, 2 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ пушара 67 ҫулти кил хуҫи хӑйех сӳнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Канашри савутра слесарь аманнӑ. Ун ҫине бункер стени йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.

Инкек чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 13 сехет те 40 минутра пулнӑ. Бункера пуҫтарнӑ чухне конструкцин стена пайӗ слесарь ҫине ӳкнӗ. Арҫын аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

«Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫулӑн 88-мӗш ҫухрӑмӗнче, Патӑрьел округӗнче, ҫулсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ. Ун хыҫҫӑн 74 ҫулти арҫын пульницӑна лекнӗ.

Маланлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Шкода Октавиа» рулӗ умӗнче ларнӑ 74 ҫулти водитель аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Хендая» ирттерсе яман. Ватӑ арҫыннӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, алли суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тепӗр водитель аманман. Иккӗшӗ те урах пулнӑ.

Халӗ ҪҪХПИ тӗрӗслев ирттерет.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнче М-7 ҫул ҫинче такси аварие лекнӗ, Китайра туса кӑларнӑ «Фотонпа» ҫапӑннӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хендай» светофор хӗрлӗ ҫутсан чарӑннӑ «Фотон» ҫине пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ...456
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та