Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускав хулинчи «Чӑваш культурин обществи» обществӑлла организаци хутшӑннипе тата Василий Семенов ертсе пынипе «Чӑваш халӑхӗн историйӗпе чӗлхин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ЧПГӐИ ӑслӑлӑх сотрудикӗ Андрей Сараев «Пӗр саспалли кӑна» докладпа тухса калаҫнӑ. Вӑл авалхи чӑваш историйӗпе ҫӑлкуҫсем ҫителӗксӗр пулнӑ май тӗрӗс фактсене палӑртасси мӗнле йывӑр пулни ҫинчен каласа панӑ. Ӑсчах чӑвашсем пулса кайни ҫинчен шухӑшласа кӑларнӑ концепцисем мӗнле ҫуралнине кӑтартнӑ: вӗсенче тӗрӗс ӑслӑлӑх пӗлӗвӗпе пӗрлех авторсем шухӑшласа кайни пӗрлешсе каять.
Ку доклада хӗрӳ сӳтсе явнӑ.
Ҫавра сӗтел ӗҫне ҫавӑн пекех лингвист-чӑвашҫӑ, Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн урал-алтай чӗлхисен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Савельев хутшӑннӑ. Вӑл тӗрӗк чӗлхисен ҫемйинче чӑваш чӗлхин историйӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫутӑ кӑтартнӑ, хунсен, аварсен, хасарсен тапхӑрӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Agabazar // 7711.6.4593
2026.03.06 09:03 | |
Кам вăл Василий Семенов? | |
Михайлов Виталий Михайлович // 3404.30.2859
2026.03.06 10:34 | |
Чăвашла çыратăр пулсан йăнăшсăр çырма тăрăшăр-ха! Е лартакан редакторăн тĕрĕслемесĕр лартма юрамасть. Чĕлхе сумне çакă питĕ чакарать... | |
Михайлов Виталий Михайлович // 3404.30.2859
2026.03.06 10:35 | |
https://vk.com/wall-229830110_76 | |
Agabazar // 7711.6.4593
2026.03.06 11:41 | |
Ак ҫакӑнта пӑхӑр — https://yandex.ru/video/preview/1291311136052918783 | |
