|
Чӑвашлӑх
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Анастасия Анохина, Александр Кириллов тата Александра Миронова ҫӗнӗ йышши шкул дневникне хатӗрленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла. Унпа 1-4-мӗш класра вӗренекенсем усӑ курма пултараҫҫӗ. Расписанипе юнашарах Чӑваш Ен историйӗ, йӑли-йӗркипе культури ҫинчен тата паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗ пирки информацисем пур. Кунсӑр пуҫне дневник ҫинчи информацие икӗ чӗлхепе ҫырнӑ. Дневниксене «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ Президент гранчӗсен фончӗ тата ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пулӑшнипе сарӗҫ. Халӗ 3 пин экземпляр пичетлесе кӑларнӑ ӗнтӗ. Вӗсене республикӑри шкулсене тӳлевсӗрех парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() МАХри "Хыпар - Вести Чувашия" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Хальхи вӑхӑтра нумай чӑваш ялӗнче ачасем мӗн пӗчӗкрен вырӑсла калаҫса ӳсеҫҫӗ. Уншӑн вӗсем айӑплӑ мар-ха: ывал-хӗрне аслисем, ашшӗ-амӑшӗ, ют чӗлхепе калаҫтарать. Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче вара вырӑсла калаҫакан ҫемьесем хальлӗхе пӗр-иккӗрен ытла мар-мӗн. Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 37 ҫул ӗҫлекен Светлана Никитина «Хыпар» издательство ҫуртне ҫапларах каласа кӑтартнӑ: «Пирӗн ялти ҫынсем — тӗп хуларан аякран пурӑннипе-ши — вырӑсланман-ха. Пӗр-икӗ ҫемьере килте вырӑсла калаҫаҫҫӗ, ыттисем — чӑвашла». Чӑваш чӗлхи вӗрентекен калашле, «килте пӗр-пӗринпе вырӑсла хутшӑнма тытӑнни — пысӑк чӑрмав, мӗншӗн тесен ачан ӑс-тӑнӗ, тавра курӑмӗ чи малтан ҫемьере аталанать. Ҫапла майпа ӑруран ӑрӑва куҫакан чӗлхе татӑлать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Чӑваш Ен» издательство сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем чӑваш дневникӗпе усӑ курма пултарӗҫ. Ӑна «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш дневникне Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ ырланипе, «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ. Ку вӑл ҫутӗҫ проекчӗ шутланать. Дневника икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Дневник страницисенче чӑваш чӗлхипе, паллӑ ентешӗмӗрсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, йӑла-йӗркепе, культура эткерлӗхӗпе кӗскен паллаштарнӑ. Проект авторӗ — Анастасия Анохина. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев калашле, тӑван ҫӗре юратасси хамӑр тымара, тӑван чӗлхене, историпе культурӑна хисепленинчен пуҫланать. Апла пулсан, чӑваш дневникӗ ку енӗпе пӗлтерӗшлӗ кӑларӑм тесе калама пулать. Ара, чӑх пӗчӗккӗн сӑхсах тӑранать теҫҫӗ мар-и? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче, Шупашкар хулинче, хӑйне евӗр экспозици вырӑн тупнӑ. Вӑл – Император фарфор савучӗ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин проектне тӗпе хурса тунӑ чей сервизӗ. Санкт-Петербургран илсе килнӗ комплектра чейник тата 14 чей курки шутланать. Вӗсенчен кашнине Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи эрешсемпе илемлетнӗ. Кӗскӗ эрешӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ӑна чейник ҫине ӳкернӗ, вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен тӗрлӗ эрешне пӗрлештерет. Сӑмах май, Император фарфор савучӗ унччен те Чӑваш наци музейӗ валли чӑваш эрешӗллӗ тата ытти регионсенчи орнаментсене ӳкернӗ чей куркисем туса кӑларнӑ. Халӗ коллекцире – хӑйне евӗр сервиз. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тинех тесе хакламалла пулӗ ку хыпар пирки. Чӑваш Енре сцена ҫине тухмалли чӑваш тумне епле хатӗрлемелли пирки меслетлӗх кӑларӑмӗ хатӗрленӗ. Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ тумтирӗнче вак-тӗвек ҫук. Унта кашни тӗрӗ-эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ. Тум ҫӗлекен ӑстасем, ҫав шутра художник-модельерсем, паян нумайланса кайрӗҫ. Анчах пурте тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӗлсе ҫитереҫҫӗ-и-ха? Чӑваш Ен Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе сцена тумӗ епле пулмалли пирки сӗнӳсен пуххине йӗркеленӗ. Ӑна хатӗрлеме Культура министерствин тата Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ. Сӗнӗве вокалпа хор, юрӑ, ташӑ, фольклор тата театр коллективӗсем, ача-пӑчапа ҫамрӑксен коллективӗсем валли хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() znamya56.ru сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ӗренпур облаҫӗнчи Грачевка ялӗнче чӑваш культурин праҫникӗ «Уяв» иртнӗ. Унта Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри, Ӗренпур облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Артистсем сцена ҫинче чӑвашла юрӑсем шӑрантарнӑ. Мероприяти хаваслӑ та кӑсӑклӑ иртнӗ: йӗркелӳҫӗсем этнокартишсем хатӗрленӗ, куравсем, ӑсталӑх класӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ. Ҫавӑн пекех наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма май пулнӑ, ҫавӑнтах чӑваш сувенирӗсене сутнӑ. «Уява» Чӑваш Республикинчен Вӑрнар округӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Кӑсӑклӑ
Чӑвашлӑх
Кашни ҫыннӑнах пурнӑҫрине аса илмелли пур. Ват ҫыннӑн вӑл уйрӑмах нумай тупӑнать. Пурӑнса ирттерни ҫын асӗнче ӗмӗрӗпех пырать ҫав. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пулни-иртни, курни-калаҫни, пӗлни-хутшӑнни шупкаланать те якалать. Асран пачах тухса ҫухални те пулать. Анчах нихҫан та манӑҫми самантсем, пулӑмсем, вырӑнсем, сӑнсем пуҫра купаланса тӑраҫҫӗ. Этем ӗмӗрӗн ҫутӑ хӗвелӗ каҫ енне сулӑнсан вӗсем татах йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ те чӗррӗн пекех курӑнаҫҫӗ. Ҫакна сиснӗ Яткар мӑнукӑм кӗлетрен мана пӗр ҫӗклем тачка типтер йӑтса килсе пачӗ. Экспедицисенче пухӑннӑ 21 кунҫырав кӗнеки! Ку евӗр хамӑн харкам дневниксем хулари хваттерте икҫӗртен те ытла выртаҫҫӗ. Кусем урӑхла — студентсен «Ҫилҫунат» отрячӗсемпе тӗрлӗ ҫулсенче ҫул ҫӳренӗ чухне йышпа ҫырса пынисем. Пӗрисене экскурсисенче палӑртса пынӑ, теприсене халӑх сӑмахлӑхне пухма кайсан отрядӑн пӗтӗмӗшле дневникӗ пек тултарнӑ. (Вӗсенчен лайӑхрах 4-5-шне — Анатолий Смолин, Валерий Туркай, Ульха Эльмен, Александр Магарин, Петр Мулюков тата ытти палӑрнӑ ҫилҫунатҫӑсем ҫырнисене — Олег Цыпленков мӑшӑрне архив валлиех парса янӑччӗ). |
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Арча» проект ӗҫлесе кайнине пӗлтернӗ. Ӑна уҫма видеоҫыхӑну мелӗпе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӗп вулавӑшран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров, Алексий Бортсурманский ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Александрина Вигилянская хутшӑннӑ. Вӗсем вулавӑшсене ҫӗнӗ проекта ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме суннӑ. Вӑл проекта йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварма тата ҫирӗплетме шухӑшласа кӑларнӑ. Онлайн мелпе мероприятие ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӗп вулавӑшсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вулавӑшсем хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсем туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Олег Николаевӑн МАХри каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре унти «Паха тӗрӗ» фабрика нумай ӗҫ тӑвакан центр уҫасшӑн. Кун пирки эпир Олег Николаев Элтепер МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, объекта 85 процент таран туса ҫитернӗ. Вӑл центр чӑваш тӗррин, халӑх тумӗн тата ремесла ӳнерӗн вӑрттӑнлӑхне упраканскер пулмалла. Шӑпах «Паха тӗрӗ» йышри предприятисем аваллӑхри пунялӑхӑмӑра упраса хӑвараҫҫӗ, чӑваш тӗррин илемне кура ун пек ҫипуҫа сцена ҫинче ҫеҫ мар, урамра та тӑхӑнса ҫӳремелле тума тӑрӑшаҫҫӗ. Нумай ӗҫ тӑвакан центр, вӑл 210 миллион тенкӗ тӑрать, пӗлтӗр пӗлтерӗшлисен шутне лекнӗ. Ӑна хута яма республика та пулӑшать, предприяти хӑй те укҫа хывать. Унта производство, культура, туризм тата ҫутӗҫ ӗҫӗ пӗрле аталанӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Виталий Михайловӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Красноармейскинчи тӗп вулавӑшра Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медалӗпе вырӑнти хастарсене чысланӑ. Сумлӑ йыша ҫак ҫынсем лекнӗ: Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен тата шкул вулавӑшӗнче ӗҫлекен Эльвира Чаховская, Пикшикри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне тата директор канашҫине Людмила Тихонова, Карайри кану ҫурчӗ ҫумӗнчи пултаруллӑ юрӑҫа тата Хӗрарӑмсен канашӗн вырӑнти ертӳҫи Ираида Степанова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
