Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче «Шурӑ ту» патӗнче чӑваш таврпӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Ялти чӑвашсем хӑйсен культурипе йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ.

Слета Тольяттири, Чӗмпӗрти тата Шупашкарти таврапӗлӳҫӗсем килнӗ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Михаил Щербаков «Илемь» туризм сукмакӗпе ертсе кайса ҫак вырӑн пирки каласа кӑтартнӑ. Слета пухӑннисем вырӑнти ватӑ ҫынсемпе калаҫнӑ, ӗлӗкхи йӑла-йӗрке пирки материал пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ӗлӗкхи юрӑсене юрланӑ.

Слет апатланупа вӗҫленнӗ. Сӗтел ҫинче чӑваш наци ҫимӗҫӗсем кӑна пулнӑ: салма яшки, 7 кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-20003431_14411
 

Чӑвашлӑх
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

Паян ир-ирех Калининградри аэропортра Шупашкартан вӗҫсе килнӗ пӗрремӗш самолет пассажирӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.

Самолет Шупашкартан ҫӗрле 23:50 сехетре рейса тухнӑ. Тепӗр 2 сехет те 5 минутран Храброво аэропортӗне анса ларнӑ.

Вӑхӑт ир еннелле кӑна сулӑннине пӑхмасӑр Чӑваш Енри пассажирсене «Балтийские чуваши» пултарулӑх ушкӑнӗ кӗтсе илнӗ.

Палӑртса хӑварар: рейса «Аэрофлот» компани пурнӑҫлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13738
 

Чӑвашлӑх

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Иркутск облаҫӗнчи тӗрлӗ районта пурӑнакан чӑвашсем пӗрле пухӑнса савӑннӑ. Унта Балаган районӗнчи Коновалово ялӗнче Акатуй пӗрремӗш хут иртнӗ.

Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленнӗренпе 35 ҫул ҫитнӗ. Ҫак ятпа «Сирӗнпе пӗрле» чӑваш юррин фестивальне ирттернӗ. Чи лайӑх наци тумне те палӑртнӑ: Ольга Смирновӑн (Залари районӗнчи Тагна ялӗ) костюмӗ ҫӗнтернӗ. Вӑл 5 ҫул каялла чӑваш тумӗсем ҫӗлеме тытӑннӑ. Сӑра конкурсӗнче вара Зима районӗнчи Новолетники ялӗнчи Валентина Ягшимурадова мала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» фольклор ансамблӗ пӗтӗм тӗнчери «Ясна Музыка 2025» этнофестивале хутшӑнса Чӑваш Енпе культурипе паллаштарнӑ. Ку коллектив чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварас, унпа куракана паллаштарас тесе самай ӗҫ туса ирттерет.

«Ясна Музыка» этнофестиваль кӑҫал тӑваттӑмӗш хут иртет. Суйлав тапхӑрне ҫӗршывӑн 34 регионӗнчи тата 6 ют ҫӗршыври 100 музыкант хутшӑннӑ, ҫӑвсен йышӗнче Узбекистан, Иран, Шри-Ланка, Индонези, Конго тата Ямайка артсичӗсем те пулнӑ.

Этнофестивальте «Янтал» ансамбль ларуеат ятне тивӗҫнӗ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑвашсене кӑҫал та Уява чӗнеҫҫӗ.

Тутарстанра йӑлана кӗнӗ Уяв кӑҫал утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртет. Ҫав, вырӑнтах: Элкей районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче. Ҫитсе курӑр!

Уява кашни ҫулах ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесре тӗпленнӗ чӑвашсем хутшӑнаҫҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13621
 

Чӑвашлӑх
 «Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк

Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланса тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине тытса пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче Акатуя пуҫтарӑннӑ. Унта облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ те хутшӑннӑ. Вӑйӑ картине Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑнӑ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.

Ленинград облаҫӗнчи Бугры хулин Тӗп тӳремӗнче те Акатуй кӗрленӗ. Уява вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ, Питӗрти наципе-культура автономийӗ хатӗрленӗ.

 

Чӑвашлӑх

Раҫҫейри артистка Юлия Переверзева Канн фестивалӗнче «Паха тӗрӗ» фабрика тумӗпе тухнӑ. Вӑл ку тума Япони режиссерӗн RENOIR ятлӑ фильмӗн премьерине тӑхӑннӑ.

Юлия Переверзева – 35 ҫулта, вӑл Алтай крайӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ – чӑваш. Юлия ВГИК пӗтернӗ, халӗ Мускавра пурӑнать. Вал 6 фильмра ӳкерӗннӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: Юлия кӑҫал «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсӗн гран-прине илнӗ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫурт картишне хӑтлӑлатса пӗтернӗ. Халӗ унта тӗлӗнмелле хитре.

Строительсемпе пӗрле Шупашкарти Э. М. Юрьев ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗн хастарӗсем те ӗҫленӗ. Вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата чӑваш культурине халалланӑ стенд хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21421
 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкар округӗнче «Ясна музыка» фестиваль 4-мӗш хут иртӗ. Кӑҫал унта пӗрремӗш хут ытти регионтан та пухӑнӗҫ. Кӑҫал фольклорти тата хальхи музыкӑри тараватлӑх йӑлисене уҫса парӗҫ.

Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче «Ясна» этнокомлексра конкурсҫӑсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ӑсталӑх класӗсем, эскурисисем иртӗҫ, наци культурипе паллаштарӗҫ. Концерт 17 сехетре пуҫланӗ.

Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче гала-концерт Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем сцена ҫине тухӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13807
 

Чӑвашлӑх

Шупашкарта пурӑнакан Антон Лаврентьев «Артек» уйлӑхри «Ҫӗр – пирӗн пӗрлехи кил» пӗтӗм тӗнчери сменӑра Чӑваш Ен культурипе паллаштарнӑ. Унӑн чӑвашла тӗрленӗ ӗҫӗсем «Суук-Су» керменти экспозицие илем кӳнӗ.

Палӑртмалла: Антон 11 ҫултанпа тӗрлет, ку ӑсталӑх пирки вӑл хаваспах каласа кӑтартать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...141
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын