|
Чӑвашлӑх
![]() Кристина Макосеева архивӗнчи сӑн Мускавра иртекен Мода эрнинче Чӑваш Енри ылтӑн алка-эреш брендне, «Виҫӗ хӗвеле», курма пулать. Бренд йӗркелӳҫи - пултаруллӑ дизайнер Кристина Макосеева. Кристинӑшӑн чӑваш эрешӗллӗ эреш-алка тӑвасси - чун киленӗҫӗ. «Сӗтел хушшинчен темиҫе сехет тӑмасӑр ирттерме пултаратӑп», - тет вӑл. Кристина алка-эреш кӑна мар, хӑйне евӗр стильлӗ тата меллӗ тумтир те шухӑшласа кӑларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Музей проекчӗ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ валли тепӗр 20 млн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ку укҫапа медиахатӗрсем вырнаҫтарасшӑн. Аукцион иртет. Малтанхи хак - 20 млн та 199,3 пин тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин хатӗрсене чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтармалла. Аса илтерер: Шупашкарти кӳлмекре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тума 51,9 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл 250 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре 2023 ҫултанпа тин ҫуралнӑ ачасене парне параҫҫӗ. Ку таранччен унта тӗрленӗ пододеяльник, простынь, наволочка, ал шӑлли, «Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем» кӗнеке тата саламлӑ открытка кӗнӗ. Юпа уйӑхӗнчен вара комплекта ҫӗнӗ япаласем кӗнӗ: тетте-погремушка тата медицина термометрӗ. Сӑмах май, паянхи кун тӗлне 239 комплект парне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енре хутӑш чӑвашсен «Тапӑ» фестивалӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай округӗнче пулнӑ. Фестивале тӗрлӗ округран килнӗ: Вӑрмар, Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Красноармейски тӑрӑхӗсенчен. Вӗсем историпе, йӑла-йӗркепе, ӳнерпе пайланма пухӑннӑ. Фестивале хутшӑнакансем тӗрлӗ инструмент каланӑ, юрланӑ, историсем каласа кӑтартнӑ. «Алран кайми аки-сухи» юрлани чи хумхануллӑ самант пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() https://vk.com/wall-79376298_7166 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче ҫак уйӑхра чӑваш эпосӗнчи сӑнарсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсене Мускав ҫыран хӗрринче тата кӳлмек тавра лартса тухнӑ. Ҫав сӑнарсем — чӑваш эпосӗнчен ҫеҫ мар, юмахсенчен те, литературӑран та. Пурӗ 6 пӗчӗк кӳлепе. Вӗсенчен пӗри — мӑшӑрлӑ. Вӗсен историйӗпе паллашас тесен кӳлепе патӗнчи qr-кода смартфон камерипе ӳкерсе илмелле ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «На связи» форумри сӑн Шупашкарти кӳлмекре чӑваш кӗпине тӑхӑннӑ хӗрӗн мини-скульптури вырӑн тупнӑ. Хула 555 тултарнине халалласа ултӑ кӳлепе вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку – вӗсенчен пӗри. Статуэтка тӗп пляж ҫывӑхӗнче ларать. Ӑна бетон карта ҫумне ҫирӗплетнӗ. Вӑл «Чиперук Пӑлаки» (вырӑсла «Красавица Плаги») ятлӑ. Ун ҫумӗнче QR-код пур, ун ҫине телефон камерипе тӗллесен вӑл чӑваш юмахӗнчи сӑнар пулнине пӗлме май пур. Кӳлмекре мини-статуэткӑсем татах пур: Уйӑх ҫинчи хӗр, Нарспи тата Сетнер, Тилӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Музей эскизн Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине тума 52 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Аукционра малтанхи хака палӑртнӑ: 51 миллион та 934,9 пин тенкӗ. Саккас параканни - Чӑваш наци музейӗ. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн музея чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Унӑн лаптӑкӗ 250 тӑваткал метр пулӗ. Сӑмах май, чӳкӗн 26-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш тӗррин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Дмитрий Мадуров сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи икӗ ялта ял паллисем вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Дмитрий Мадуров скульптор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ял паллисене авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ-мӗн. Вӗсем 1917 ҫулта пуҫланса кайнӑ Ҫӗньялта тата 1780 ҫулта пуҫарса янӑ Токанашра сумлӑ вырӑн йышӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра тӑрӑшнисене сума суса та астӑвӑм палли вырнаҫтарнӑ. Ҫав ӗҫсен авторӗ — Дмитрий Мадуров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чебоксары, Эльтеберу (Главе) Чувашской Республики О.А. Николаеву
Хытӑ шанса тӑракан, пирӗн чи аслӑ ҫыннӑмӑр, Эльтеперӗмӗр Олег Алексеевич! Сире чӑрмантарма (вӑхӑтӑр темле ҫук пулсан та!) икӗ пӗчӗк ыйтӑва тишкерттерессе хускатма хӑюлӑх ҫитеретӗп. Сирӗн шанчӑклӑ канашҫӑсем камне пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳрех хӑвӑра кӑна шанатӑп.
1. Марина Карягина тележурналистка, ҫыравҫӑ кандидатурине «Халӑх писателӗ» ятне илме тӑратнӑ чухне тӗкӗ пама темиҫе вулакан тата ҫыравҫӑ мана тахҫантанпах ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна студент чухнеренпех лайӑх пӗлетӗп. Вӑл ун чухнех ӑслӑ, ҫирӗп, пултаруллӑ та ӗҫчен ҫилҫунатҫӑсем хушшинче танлаштарми таланчӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе палӑрса тӑратчӗ. Ҫак чыса хӑйӗн инҫекурӑмри ӗҫӗсемпе, илемлӗ сӑмахлӑх кӗнекисемпе ҫирӗплетсе пычӗ. Марина Карягина кандидатурине халиччен кам мӗншӗн сирсе хӑварнине пӗлместӗп. «Ҫилҫунатра» унпа пӗр вӑхӑталла ӳснӗ Раиса Сарпие, Светлана Асамата хисепленӗшӗн тав тӑватӑп. Пултарусӑр, хӑйшӗн виҫесӗр тапаҫланакан Кипеч халӑх поэчӗ пулса тӑнӑ вӑхӑтра чӑнласа пултаруллӑ, халӑх ӗҫӗнче палӑрнӑ ҫыравҫӑсене сирсе хӑварни пӗлекенсене хытах пӑшӑрхантарать. |
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑхӗн керменӗ 175 пин тенкӗлӗх федераци грантне тивӗҫнӗ. Ку укҫапа «PROЧувашию» сӗтелҫи вӑййине йӗркелӗҫ. Вӑл 40-60 минута тӑсӑлать, 6 ҫын таран хутшӑнма пултарать. Кашнине наци тумӗллӗ кӳлепе парӗҫ те вӑл республика тӑрӑх ҫула тухать. Лапам ҫинче 60 тӗрлӗ тӗслӗ тӑваткал, тӗсне кура - ыйтусен тата заданисен тематики. Ку вӑйӑпа сӑнав шайӗнче Шупашкарти 10 шкул усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
