Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.1 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ysia.ru сайтри сӑн
ysia.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗмӗрле районӗнчи ҫӑлав станцине Сӑр юханшывӗнче икӗ ҫын ҫухални пирки пӗлтернӗ. Арҫынсем резин кимӗпе юханшыв урлӑ Чулхула еннелле каҫма тӑнӑ та куҫран ҫухалнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем ҫав вырӑналла тухнӑ. Анчах ун чухне тӗттӗмленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе тата кӑткӑслатнӑ.

Ҫурҫӗр ҫитеспе ҫухалнӑ арҫынсене шыраса тупнӑ. Юрать-ха, вӗсемпе йӗркеллех, сывлӑхӗсем лайӑхах.

 

Республикӑра

Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти арҫын Мускава кайсан ҫухалнӑ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кайнӑ.

Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Сергей Геннадиевич Васильев тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ та Чӑваш Ене килме тухнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл телефонне метрора хӑварнӑ. Арҫын киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын хура куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Хӑй шакла, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Мӗн те пулин пӗлсен полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82493
 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Патӑрьелти ачасемпе спорт шкулӗн директорне 120 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш-ака уйӑхӗсенче хӑйӗн машинине служба транспорчӗ валли уйӑрнӑ бензина янӑ. Ҫапла вӑл 425 литр бензин тӑкакланӑ. Патӑрьел районӗн администрацине пӗтӗмпе 17,5 пин тенкӗлӗх. Ҫав ҫулах кӗркунне директор ӑмӑртӑва хутшӑнакансене апатлантарма укҫа кирлӗ тесе ӗҫтешне каланӑ. Документсене хӑех хатӗрленӗ, алӑ пуснӑ - лешсем укҫа илнӗ имӗш. Чӑннипе вара илмен. Директор укҫана хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ.

 

Республикӑра
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Регион управленийӗн центрӗ малашне чӑвашла ҫырнӑ ыйтусене те йышӑнӗ. Хуравне те чӑвашлах парӗҫ.

Мониторинг тӑвакан "Инцидент менеджмент" тытӑм ҫынсем халӑх тетелӗсенче хускатнӑ ҫивӗч ыйтусене асӑрхать. Халӗ ӑна ҫӗнетнӗ, вӑл чӑвашла сӑмахсене те ӑнланать.

Чӑвашла пӗлекен тытӑмпа пӗрремӗш Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ҫыннисем усӑ курнӑ. Шкулта юсав ӗҫӗсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн унта чӗкеҫ йӑва ҫавӑрнӑ. Кайран вӑл вӗҫсе тухса кайнӑ. Ҫынсене йӑва шӑпи пӑшӑрхантарнӑ.

 

Республикӑра
"Регнум" сайтри сӑн
"Регнум" сайтри сӑн

Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх - Шупашкарта. Уявӑн тепӗр лапамӗ Ҫӗнӗ Шупашкар пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти инфраструктурӑна аталантарма 10 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӑҫал Республика кунӗ Куславкка районӗнче иртнӗ. Вӑл та ҫакӑн чухлех гранта тивӗҫнӗ.

ЧР Министрсен Кабинечӗ уяв мероприятийӗсен планне хатӗрлесе ҫирӗплетӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрле районӗнче хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Ӑна Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.

Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 14 сехет те 45 минутра ҫӑлав службине хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл телевышка патӗнче аташса кайнине каланӑ.

Хӗрарӑма часах тупнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех.

 

Республикӑра
Олег Николаев. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Олег Николаев. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Оперативлӑ штаб йӗркеленӗ. Паянах унӑн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ.

Ҫав штаб регионти тата муниципалитетри влаҫ органӗсен, федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсен территорири органӗсен ӗҫне йӗркелесе пырӗ. Штабӑн йӗркелӳпе техника ӗҫне йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Гражданла хӳтӗлевпе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе тимлекен патшалӑх комитечӗ яваплӑ.

Халӑха инкеклӗ тата техногенлӑ лару-тӑруран сыхлассипе пирӗн тӑрӑхра никӗс шайӗнче хатӗр пулмалла.

 

Республикӑра
fotovmire.ru сайтри сӑн
fotovmire.ru сайтри сӑн

Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӑшие пӗрсе вӗлернӗ, ашне хӑйӗн валли илнӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сӑрҫи заповедник ӗҫченӗсем вӑрманта пӑшие вӗлернӗ вырӑна тупнӑ. Чӗрчунӑн пӗр пайӗ те ҫавӑнтах выртнӑ. Браконьер ӑна илсе кайса ӗлкӗреймен.

Заповедник ӗҫченӗсем сыхласа тӑрса ҫав арҫынна ярса тытнӑ. Вӑл пӑши ашӗ патне велосипедпа килнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Вӑрмарти паркра тин ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсем валли «Туй уҫланки» концепцие кӗҫех туса пӗтерӗҫ. Унта туй карети, беседка, Эйфель башнин макечӗ, пӗчӗк кӗпер пур. ЧР Юстици министерстви ҫак вырӑн ҫамрӑк мӑшӑрсене килӗшессе, вӗсем унта хаваспах сӑн ӳкерӗнессе шанать.

Ку эрнере подрядчик юлашки ӗҫсене вӗҫлӗ – «Туй уҫланкине» кӗмелли вырӑна хӑтлӑлатӗ. Пӗтӗм ӗҫе вӑл 2,9 миллион ытла тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Ҫапах палӑртса хӑвармалла: подрядчикӗн ӗҫсене ҫуллах вӗҫлемелле пулнӑ.

 

Республикӑра

«Лента» предприятире производствӑна модернизацилема палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе унта 30 миллион тенкӗ укҫа хывӗҫ.

Предприяти Чӑваш Енӗн Промышленноҫа аталантаракан фончӗпе ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май акционерсен обществи фондран ҫулталӑкра 1 процент тӳлемелле кивҫен укҫа илет.

«Кӗмӗле» предприяти кивӗ станоксене ҫӗнӗ йышшисемпе ылмаштарма усӑ курӗ. Латекслӑ ҫурма фабрикатсем хатӗрлекен лини хута яма та палӑртса хунӑ. Ку вӑл производствӑра кирлӗ материала туянса укҫа тӑкаклассине чакарма май парасса шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/2056
 

Страницӑсем: 1 ... 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, [171], 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, ...671
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй