|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Унти шыв мӗншӗн хура тӗслӗ пулса ларнӑ? Пӗвери пулӑсем вилнине ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ. Ҫынсем пулӑсене ҫӑлма та хӑтланнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслеме специалистсем ҫитнӗ. Вырӑнти халӑх шухӑшӗпе, ҫывӑхри сӗт савучӗ айӑплӑ. Анчах савут ӗҫченӗсем вӗсен йӑлтах йӗркеллӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Сӑмах май, вӑл ҫур ҫул ӗҫлет. Пучинкесем ку ыйтупа вӗҫне-хӗрне пырса тухӗҫ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Падиаровсем-Прокопьевсем "Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье" конкурсӑн финалне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем республика шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Кӑҫал пирӗн регионта 13 ҫемье тупӑшнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи финал вара утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче иртӗ. Падиаровсем-Прокопьевсем 12 ачана воспитани параҫҫӗ. Пурте кадет класӗнче вӗренеҫҫӗ. Ҫемье сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ, вӗсем сивӗ шывра чӳхенме юратаҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: республикӑри конкурсра Канаш районӗнчи Фил%red%%/red%ипповсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мельниковсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() tver.mk.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫынсен ӳтне сӑвӑс кӗрсе ларнӑ 26 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 12,6 хут сахалрах. Сӑмах май, пӗлтӗр те, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗх сахалланнӑ. Роспотребнадзор ҫу уйӑхӗн 16-27-мӗшӗсенче энцефалит профилактики ыйтӑвӗсемпе тата ӳте сӑвӑс кӗрсе ларнӑ тӗлӗшпе хӗрӳ лини ирттерет. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: (8352) 58-67-74, 58-25-88. Хӗрӳ лини 9-16 сехетсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян Муркаш районӗнчи Пасарман ялӗнче пӑр ҫунӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку ирхи 9 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ҫанталӑк тӑрук пӑсӑлса пӑр сума тытӑннӑ-мӗн унта. Прогнозра вара унашкалли пулман та. Юрать-ха, пӑр сӑтӑр кӳмен. Вал пысӑках пулман. Тӗрӗссипе, сивӗ ҫанталӑка пула пахча ҫимеҫ лайӑх шӑтса та ӗлкӗреймен. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑра икӗ хутчен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснӑччӗ, пахча ҫимӗҫе сиен кӳнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти урӑлтаркӑч пулнӑ ҫурт. "На связи" форумри сӑн Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ проект саккунне хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, муниципалитетсен урӑлтаркӑчсем уҫса вӗсене йӗркелесе пымалла. Унта эрех ӗсҫе, наркотик тутанса е урӑх сиенлӗ япалана пула минренӗ ҫынсене илсе пырӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе республика хыснинчен кӑҫал 40 миллион та 452,5 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Малашнехи ҫулсенче 37 миллион та 181,5 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ. Палӑртса хӑварар: Шупашкарта урӑлтаркӑч ҫитес ҫул пӗрремӗш кварталта ӗҫлесе каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Комсомольки районӗнчи Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансене тилӗ канӑҫ памасть. Вӑл чӑхсемпе хурсене тытать. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, тилӗ ялта хӑрамасӑрах ҫӳрет. Халӑх ачасене те урама кӑларма шикленет. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тилӗ пӗр хуҫалӑхри 15 чӑхха тытнӑ. Тепӗр кунхине урӑх хуҫалӑхри 6 чӑхха тӗп тунӑ. Паян ирхине тилӗ тепӗр кил хуҫалӑхне ҫитсе 12 хура тытнӑ. Чӗчкен ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем вырӑнти тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе илеймеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() 1zoom.ru сайтри сӑн Республика уявӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 23-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» фестиваль иртӗ. Унта Раҫҫейри тата хамӑр патри сӑра савучӗсем, сӑра вӗретекенсем хутшӑнӗҫ, чи лайӑх ӗҫмен дегустацийӗ пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку мероприятие кашни ҫулах ирттерме палӑртнине каланӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен – Раҫҫейре хӑмла чи нумай туса илекен регион. Пирӗн патра ҫулталӑкра 180 тонна хӑмла пухаҫҫӗ, Раҫҫейӗпе - 7,5-8 пин тонна. Пирӗн республикӑра ҫӗршывра туса илне хӑмлан 90 процентне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ҫухалнӑ. Тӑванӗсем кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. 61 ҫулти Николай Кириллович Арюхин ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ӑҫталла? Никам та пӗлмест. Тепӗр кунхинех тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Николай ҫухалнине малтан арӑмӗ асӑрханӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен кун пек нихӑҫан та ҫухалман. Николай Арюхин килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм шӑлавар, ҫутӑ футболка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89613472998 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ыран, шӑматкун, Чулхуларан Шупашкара хӑвӑртлӑхлӑ «Валдайсем» ҫӳреме тытӑнӗҫ. Вӑл Чулхуларан ирхи 6 сехетре ҫула тухӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак рейса тест режимӗнче темиҫе рейс тутарнӑ. Кӑҫал вара тахҫанхи йӑлана чӗртес тенӗ, ҫак маршрута навигаци графикне кӗртнӗ. «Валдай» ҫул ҫинче 4,5 сехет ирттерӗ, Шупашкарта тепӗр ҫавӑн чухлӗ ларӗ. Кун тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ май 5 сехетех ларма пуҫлӗ. Ҫак вӑхӑт туристсене хула курса ҫаврӑнма ҫитетех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн варринче Йӗпреҫре пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн кредит тата пенси куҫмалли карточкӑсем ҫухалнӑ. Хӑҫан? Ватӑскер лайӑх астуман та, унӑн килне пӗрмаях шавлӑ ушкӑн пухӑннӑ. Телефон ҫине укҫа тӑкакланни пирки пӗлтерекен смс-ҫырусем килме тытӑнсан ҫеҫ кинемей карточкӑсем ҫухалнине ӑнкарса илнӗ. Пӗтӗмпе 5 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫакӑ палӑрнӑ: карточкӑсемпе Мускавра тата Мускав облаҫӗнче лавккасенче тӳленӗ. Ҫав шавлӑ ушкӑнри пӗр ҫын ҫеҫ ҫав регионта пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 47 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хайхискер кинемей ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса каясса кӗтнӗ, унтан карточкӑсене вӑрланӑ та Мускава тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
