|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Хӗрарӑм Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулнӑ чухне кафене кӗрсе апатланнӑ та ӑнсӑртран банк карточкине ҫухатнӑ. Вӑл ҫуккине тепӗр кун ҫеҫ, карточка ҫинчен укҫа пӗтме пуҫлани ҫинчен хыпарлакан смс-ҫырусем килме тытӑнсан, асӑрханӑ. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Карточкӑна тупнӑ ҫынна икӗ сехетренех тупса палӑртнӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ, карточкӑпа тӳленӗ вырӑнсенче ӗҫлекен сутуҫӑсемпе калаҫнӑ. Карточкӑна райцентртан инҫех мар вырнаҫнӑ ялта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ арҫын тупнӑ. 44 ҫултискер спорт костюмӗ, темиҫе кӗпе тата калуш туяннӑ, 3 пин ҫур ытла тенкӗ пӗтернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "За рулем" порталти сӑн Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пантон кӗпер ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне ҫыхӑнтарать. Унччен унта пӑр урлӑ каҫмалли кӗпер пулнӑ. Пӑр ирӗлме, шыв шайӗ хӑпарма пуҫласан ӑна илнӗ. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче пантон кӗпере пуҫтарма тытӑннӑ. Хальлӗхе вӑл тӗрӗслев режимӗнче ӗҫлет. Официаллӑ майпа ӑна ҫу уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын полицие ҫитнӗ. Унӑн икӗ машинине тапратса тарнӑ иккен. Арҫын каланӑ тӑрӑх, Ҫӑкаллӑ Явӑшри унӑн ял хуҫалӑх кооперативӗнчен Лада Нивӑна тата Газеле тапратса тарнӑ. Машинӑсен алӑкӗ питӗрӗнчӗк пулман. Тапратмалли уҫҫи те унтах пулнӑ. Вӑрӑсене ҫав кунпх тупнӑ. Вӗсем - 19-ти тата 20-ри каччӑсем, Ҫӑкаллӑ Явӑшрах пурӑнаҫҫӗ. Хайхискерсем судпа унччен те миҫе хут айӑпланнӑ. Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнлӗ пулса иртнӗ. Икӗ каччӑ акан 29-мӗшӗнче ҫӗрле пӗрер машина тапратса кайнӑ. Аӗри транспорта килӗ умне лартса хӑварнӑ иа ҫыварма кӗнӗ. Тепри вара машинӑна кӳршисен тӗлӗнче хӑварнӑ. Каччӑсем айӑпне йышӑннӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Тӑвай районӗнче пурӑнакан арҫын килте патронсем упранине тупса палӑртнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи ҫулла 50 ҫулти арҫынна пӗлӗшӗнчен 1732 патрон еткерлӗхе лекнӗ. Вӗсем спорт тата сунар пӑшалӗ валли. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, патронсен пӗр пайӗ пеме юрӑхлӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата 9-мӗшӗ мӗнпур почта уйрӑмӗсенче канмалли кунсем пулӗҫ. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче почта уйрӑмӗсем пӗр сехет маларах хупӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче почта уйрӑмӗсем яланхи графикпа ӗҫлӗҫ, 3-мӗшӗнче клиентсене шӑматкунхи графикпа йышӑнӗҫ, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара — вырсарникунхи ӗҫ графикӗпе. Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен ҫӗршыври пӗтӗм почта уйрӑмӗсем яланхи режимпа ӗҫлӗҫ. Почта уйрӑмӗсен ӗҫ графикне тӗплӗн пӗлес тесен е картта ҫинче ҫывӑхри уҫӑ уйрӑма тупас тесен pochta.ru сайтра е почтӑн мобильлӗ приложенинче пӑхмалла. Ҫак каҫӑпа мобильлӗ хатӗрпе каҫсан унта приложение вырнаҫтарма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗн арҫынни Мускавран килме тухсан ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл Щелково автовокзалӗнче киле килме билет туяннӑ. Анчах Чӑваш Ене ҫитеймен. Дмитрий Бахметьев Мускавра 10 ҫул ытла ӗҫлет. Вӑл 29-та. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Дмитрий ку таранччен кун пек ҫухалса ҫӳремен. Дмитрий патне шӑнкӑравласа ҫитме ҫук, телефонӗ ҫутӑ мар. Ҫухалнӑ чухне унӑн пӗрле хура чӑматан пулнӑ. Дмитрий Бахметьева курсан 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку тивӗҫе Светлана Губанова пурнӑҫланӑ. Халӗ вӑл ӗҫрен кайнӑ. Аса илтерер: 50 ҫулти Светлана Губанова ку должноҫе килнӗренпе ҫулталӑк та ҫитмен. Вӑл – Мускавран. Ун пирки тӗнче тетелӗнче информаци сахал. Вӑл НТВ телеканалта малтан – журналистра, унтан продюсерта ӗҫлени паллӑ. Хальлӗхе директор тивӗҫӗсене Марина Макарова пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Палӑксемпе историлле вырӑнсен кунне тӗнчипех уявласси 1984 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ. Ҫав куна культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ. Кӑҫал тата Раҫҫейре халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ. Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен республикӑри центр «И это все – наследие республики!» (чӑв. Ку вӑл пурте — республика эткерлӗхӗ) ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне ирттерет. Конкурса 7-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Центрӑн директорӗ Александр Ипатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика территорийӗнче культура эткерлӗхӗн палӑкӗ шутланакан пурӗ 686 объект пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Диалог с писателем» (чӑв. Ҫыравҫӑпа калаҫу) тӗлпулусем иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ меропрятие ҫыравҫӑсемпе поэтсем хутшӑннӑ. Вӗсемпе студентсем, шкул ачисем тата шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва Альбина Юрату, Ордем Гали, Раиса Воробьева, Лидия Филиппова, Зоя Сывлӑмпи, Улькка Эльмен, Людмила Сачкова пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем шыраҫҫӗ. Галина Саркисова (Данилова, Кудрявцева) 59 ҫулта. Вӑл килтен ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Тек ӑна никам та курман. Ҫав кун вӑл ҫутӑ плащ, тӗттӗм симӗс шӑлавар, ҫутӑ пушмак тӑхӑннӑ. Полицие унӑн ывӑлӗ пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ӑс-тӑн енчен арпашӑнма пултарать. Ӑна курнӑ тӑк 8 800 700 54 54 е 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
