|
Республикӑра
![]() https://somanyhorses.ru/devushka-taksist-zachem-krasotka-rabotaet-vip-voditelem/ сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӗрарӑм водительсен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ. Темиҫе туртан тӑракан «АвтоЛеди-2023» конкурс пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулӗ. Хӗрарӑмсен ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине туллин кӑтартма, унсӑр пуҫне вӗсен руле маттур тытса пынине ҫирӗплетсе пама лекӗ. Унтан хӗрарӑмсен пултарулӑх конкурсӗ те пулӗ. Заявкӑсене Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти троллейбус управленине республика харпӑрлӑхне парасшӑн. Проекта ЧР Экономика министерстви хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, управленипе пӗрле пӗтӗм пурлӑх республика харпӑрлӑхне куҫӗ. Ҫав йышра – администраци ҫурчӗсем, подстанцисем, депосем, складсем, ытти ҫурт. Республика харпӑрлӑхне куҫсан вӑл «Троллейбус управленийӗ» унитари предприятийӗ ятлӑ пулӗ. Ун йышне Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ те кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() 9111.ru сайтри сӑн Ыран иртекен Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче самакун сутакансене ҫирӗпрех явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Ӑнлантару ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, РФ КоАПӗн 14.17.1-мӗш статйи алкоголь тата спирт пур апат-ҫимӗҫ продукцине кӑна пырса тивет. Ку статьяна пӑссан 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Анчах штраф хурас тесен 30 пин тенке яхӑн тӑракан экспертиза тумалла. Хальхи вӑхӑтра сӑмакун сутнӑшӑн 15-2 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Депутасем вара спиртлӑ апат-ҫимӗҫшӗн кӑна мар, сӑмакун сутнӑшӑн та РФ КоАПӗн 14.17.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн штраф тӳлеттермелле тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ҫарӗҫ комиссариачӗсен умне видеокамерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, камерӑсем асӑннӑ комиссариатсем умне пымалли ҫула тата ун ҫывӑхӗнчи территорие ӳкерсе илеҫҫӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче муниципалитетсенче 15 видеокамера вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем мӗн ӳкерсе илни тӳрех полицин уйрӑмӗсене кайса тӑрать. Пӗтӗмпе пирӗн республикӑра 4 пин ытла видеокамера вырнаҫтарнӑ. Пуринчен ытла, пурӗ 2944 камера, — Шупашкарта. Ҫул ҫинче стационарлӑ 248 комплекс ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри кулинарсем Тунисра кулинари искусствипе иртнӗ чемпионатран виҫӗ ылтӑн тата пӗр пӑхӑр медаль илсе килнӗ. Унта 30 ытла ҫӗршыври командӑсем тупӑшнӑ. Пирӗн командӑна Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Уездный ертсе пынӑ. Юрий Сиволоб, Анна Яровая тата Алевтина Покровская ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ. Анна Яровая чӑваш йӑли-йӗркине сарнӑшӑн та пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Николай Уездный пӗтӗм тӗнче шайӗнчи судьян орденне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Паян, Ҫветтуй Валентин кунӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шарана халалласа ӳкернӗ «валентинкӑсене» яма пулать. Ку проекта cheb.media пуҫарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйӗн «валентинкипе» подписчикӗсемпе пайланнӑ ӗнтӗ. Вӑл кирек мӗнле шӳте те йӗркелле йышӑннине палӑртнӑ. Уйрӑмах паян – Ҫветтуй Валентин кунӗнче. Ыттисем хальлӗхе хӑйсен «валентинкине» асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗ икӗ микроавтобус туянасшӑн. Вӗсене илме вӑл 15 миллион та 7 пине кӑларса хума хатӗр. Илме шухӑшланӑ транспорт — 18 вырӑнлӑ «Ford Transit» микроавтобус. Аукцион документацийӗнче машинӑсем кӑҫал туса кӑларнисем пулччӑр тесе палӑртнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ транспорта маларах Тутарстанри «Соллерс Алабуга» автозаводра туса кӑларнӑ, халӗ кӑларма пӑрахнӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара дизельпе ҫӳрекен «Ford Transit» микроавтобус йышши урӑх транспорт та илме хирӗҫ мар-мӗн. Анчах машина шурӑ тӗслӗ пулмалла. Аукциона нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳренӗ. Анчах хальхинче вӑл киле таврӑнман. Ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Пӗртӑванӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл унпа нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче калаҫнӑ. Арҫын ун чухне унран 1 пин тенкӗ кивҫен илнӗ, вахтӑра татах юлассине пӗлтернӗ. Тепӗр кунхине арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, 5 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Кун хыҫҫӑн Николай ҫухалнӑ, унпа халӗ ҫыхӑну ҫук. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Вӑрмар районӗнчи 51 ҫулти арҫын ачишӗн алимент тӳлеменнипе явап тытнӑ. Алимент тӳлеменшӗн малтан ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман. Хайхискер ӗҫ тупма та тӑрӑшман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион та 100 пин тенкӗ таран пухӑннӑ. Хальхинче те ӑна суд тунӑ. Ӑна 6 уйӑх ӗҫлесе татмалла тунӑ. Шалӑвӗн 5 проценчӗ патшалӑх хыснине кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Хӑна ҫурчӗн эскизӗ Улатӑрта икӗ хутлӑ хӑна ҫурчӗ хута ярӗҫ. «Электроприбор» савут пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 20 пӳлӗм пулӗ. Савут – строительствӑна саккас параканни. Предприяти инвестици проектне пурнӑҫлама пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӑна ҫуртне ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтересшӗн. Ҫак кунсенче техника ҫӗр ӗҫӗсене пурнӑҫлама пуҫланӑ. Хӑна ҫуртне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филиалӗ пулнӑ вырӑнта хута ярӗҫ. Ҫав ҫурта 1939 ҫулта тунӑ, кивелнипе ишсе антарнӑ. Интерьера тунӑ чухне Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ, унтах ӗҫлесе пурӑннӑ Степан Эрьзи скульптор пултарулӑхӗпе уса курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
