Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.1 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
msk.kprf.ru сайтри сӑн
msk.kprf.ru сайтри сӑн

Шупашкар районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ машинипе харпӑр хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев ирттерсен тупса палӑртнӑ.

Йӗркене пӑснӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна штраф тӳлеттернӗ. Сӑмах май, куншӑн нумайран та 500 пин тенкӗх штраф хураҫҫӗ. Текех унашкалли ан пултӑр тесе Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ.

 

Республикӑра
Вконтакте сайтри сӑн
Вконтакте сайтри сӑн

Кӑҫал "Вилӗмсӗр полк" акцие массӑллӑ ирттермӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ республика влаҫӗ.

Ҫакна хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе тӑваҫҫӗ. Анчах ку акци пач иртмест тенине пӗлтермест. Вӑл урӑх форматпа пулӗ.

Тӗслӗхрен, вӑрҫа хутшӑннӑ тӑванӑн портретне машина ҫине ҫирӗплеме пулать. Е халӑх тетелӗнчи страницӑра аватарка вырӑнне паттӑр тӑванӑн сӑнне лартма юрать. Е вӑрҫӑ ветеранӗн сӑнне пейдж ҫине вырнаҫтарма пулать. Ҫакнашкал форматпа иртӗ те "Вилӗмсӗр полк" Пӗтӗм Раҫҫейри акци.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86484
 

Республикӑра

Ку ыйту Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантарнӑ. Хуравӗ тупӑннӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Шулю ялӗнче тин вырнаҫтарнӑ шыв башни ӳкнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗнче кӑна лартнӑ. Башня вӑйлӑ ҫил чухне ӳкнӗ. Ӑна шыв пӑрӑхӗпе сыпӑнтарса та ӗлкӗреймен.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн башня мӗншӗн ӳкнине палӑртнӑ. Подрядчик ӑна вырнаҫтарнӑ чухне проектри пӗтӗм условие пӑхӑнман. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, подрядчик хӑйӗн шучӗпе ҫӗнӗ башня лартма палӑртнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене наци тӗрриллӗ парне пама тытӑнӗҫ. Ку кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пепкесене те пырса тивет.

Мӗнле парне парӗҫ? Ку тӗллевпе ятарласа сасӑлав ирттерни пирки пӗлтернӗччӗ. Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ, мӗнле парне парассине суйланӑ.

Чылайӑшӗ 1-мӗш парнешӗн сасӑланӑ. Ун йышне тӗрӗллӗ пододеяльник, простынь тата наволочка кӗреҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирхине, 8 сехет те 44 минутра, Йӗпреҫ районӗнчи Костер поселокӗнче дача ҫуннине асӑрханӑ. Пушара тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Анчах унччен 3 дача ҫунса кайнӑ.

Юрать-ха, пушартан шар курнисем, суранланнисем пулман. Халӗ ҫулӑм епле майпа тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Палӑртмалла: ҫуркунне пуҫланнӑранпа республикӑра дачӑсем пӗрре мар ҫуннӑ. Ытларах чухне инкек типӗ курӑк ҫунтарнине пула сиксе тухать.

 

Республикӑра
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Чӑваш Енри ветерансене 10 пин тенкӗ парӗҫ. Кӑҫал ӑна 100 ҫын тивӗҫӗ. Вӗсем - вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем.

Ҫын шутне ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх шута илӗҫ. Ҫав кун хыҫҫӑн ветеран вилнӗ тӗк укҫана тӑванӗсем тивӗҫӗҫ.

10 пин тенке илес тесен нимӗнле заявлени те ҫырмалла мар. Вӑл пенси укҫипе пӗрле килӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр 10 пин тенке республикӑри 141 ветеран тивӗҫнӗ. Шел те, вӗсем сахаллансах пыраҫҫӗ.

 

Республикӑра
moshenik.ru сайтри сӑн
moshenik.ru сайтри сӑн

Вӑрмар районӗнчи ҫамрӑк фермера шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ ултавҫӑсене тытса чарнӑ. Вӗсем - Ҫыр Чаллӑри икӗ арҫын. Хайхскерсем ытти регионти ҫынсене те улталанӑ.

Акӑ мӗн пулса иртнӗ: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 26 ҫулти фермер тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ урлӑ удобрени туянас тенӗ. Вӑл сутуҫа 440 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешӗ кун хыҫҫӑн ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Фермер укҫасӑр та, удобренисӗр те тӑрса юлнӑ.

Ҫыр Чаллӑри 25-ри тата 26 ҫулти арҫынсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче шыв башни персе аннӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, башня вӑйлӑ ҫиле пула ӳкнӗ. Вӑл - ҫӗнӗ, ӑна вырнаҫтарса лартнӑ кӑна, шыв яма та ӗлкӗреймен. Ҫак башньӑн икӗ ял ҫыннисене шывпа тивӗҫтермелле.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86360
 

Республикӑра
foto-ram.ru сайтри сӑн
foto-ram.ru сайтри сӑн

Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май республикӑра сӑвӑссем те вӑраннӑ. Паянхи кун тӗлне 5 ҫын пульницӑна сӑвӑс ҫыртнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу илме пынӑ.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисен йышӗнче Шупашкар арҫынни тата ача пур. Пӗлтӗр ҫак вӑхӑт тӗлне 3 ҫын сӑвӑс ҫыртнипе пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ.

Палӑртмалла: пӗлтӗр боррелиозпа 20 ҫын чирленӗ. Унран вакцина ҫук.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнче пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнченпе карантин пулнӑ. Ку Кивӗ Тутайкасси ялӗнче икӗ ҫын вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗр мурӗпе чирленипе ҫыхӑннӑ. Вӗсене пушӑн 15-мӗшӗнче пульницӑна вырттарнӑ.

Карантин пӗр уйӑха тӑсӑлнӑ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев карантин вӗҫленни пирки хушу алӑ пуснӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, [143], 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, ...670
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи