|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекен ҫула май каякан машинӑра вырӑн йышӑнса хурас тенӗ. Анчах вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Хӑйӗнпе водитель тесе паллаштарнӑ ҫын ссылка ярса панӑ, хӗрарӑма ун ҫине пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗрентекен ӑна итлесе хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене те ҫырнӑ. Ҫапла унӑн счечӗ ҫинчен 6 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Мурманск облаҫӗнче ҫуралнӑ, халӗ Питӗр ҫывӑхӗнчи хулара пурӑнакан 25 ҫулти арҫын. Вӑл урӑх ҫынсем ҫине регистрациленӗ электронлӑ енчӗксемпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи пӗр ача пахчин заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл ача пахчин заведующийӗ пулнӑ. Ун чухне вӑл хӑйӗн ывӑлне юсав тӑвакан рабочи пек ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Анчах лешӗ ӗҫлемен, ҫав вӑхӑтран пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен шалу илсе тӑнӑ. Ку кӑна мар, премие те, ытти тӳлеве те тивӗҫнӗ. Амӑшӗ вара ывӑлӗн счечӗпе усӑ курайнӑ, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл республика хыснине 660 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() aktualno21.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлери ҫурта авариллисен шутне кӗртнӗ. Унта пурӑнакансен пурӑнмалли урӑх вырӑн сӗннӗ. Анчах пӗр арҫын ниепле те куҫман, ҫавӑнтах кун кунланӑ. Ҫурта вара ишсе антармаллисен йышне кӗртнӗ. Арҫын хӑйӗн ирӗкӗпе куҫманнине кура суда панӑ. Суд ун майлӑ пулман. Ҫавӑнпа хайхи арҫыннӑн куҫмах тивет. Унпа социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫласа ҫӗннине алӑ пусӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Республикӑра ӗнер те вӑйлӑ ҫил алхасма чарӑнмарӗ-ха. Аса илтерер: ӑна пула 18 ял-сала ҫутӑсӑр юлнӑ. Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче теплица кӳршисем патне вӗҫсе кайнӑ. Шӑмӑршӑра шыв башни ӳкнӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш интернат шкулӑн тӑррине ҫил сӳнӗ. Юрать-ха, пӗр пайне кӑна. Патӑрьелте вара Мир урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫуртсен тӑррисене тӳрех юсама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Владимир Нагорнов Чӑваш скульпторне Владимир Нагорнова «Культурӑри тата искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Альфред Ибрагимова вара «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑ. Владимир Нагорнов – Чӗмпӗр облаҫӗнчен, 1984 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Вӑл – чылай палӑк авторӗ, ҫав шутра «Анне» палӑкӑн та. Альфред Ибрагимов Хусанта ҫуралнӑ 1983 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Вӑл Ехрем купса бульварӗнчи Чӑвашсоцбанк авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна "Лиза Алерт" хастарӗсем шыраҫҫӗ. Сергей Сергеевич Карапетян Мари Эл вӑрманне чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ та киле таврӑнман. 52 ҫулти арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Вӑрмана кайнӑ чухне вӑл симӗс костюм, хура кофта, симӗс атӑ тӑхӑннӑ, кутамкка ҫакнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() завьяловский.рф сайтри сӑн Республикӑра иккӗмӗш кун ӗнтӗ вӑйлӑ ҫил алхасать. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче Чӑваш Енри 18 ял-сала электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӗнерхи ир тӗлне 13 ялта ҫутӑ пулман. Специалистсем ӗҫе вӑхӑтра пуҫӑннипе ҫыханну ку. Аса илтерер: вӑйлӑ ҫил Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче теплицӑна илсе ыватнӑ. Шӑмӑршӑра вара шыв башни тӳнсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() volgatourizm.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул республикӑна ытларах ача курса ҫӳрӗ. Вырӑнти туроператорсем 3-4-мӗш классем валли туризм маршрутне хатӗрлеҫҫӗ. ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Лариса Рафикова пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуспа каймалли экскурси программи пулӗ. Ачасене кафере пӗр хутчен ҫитермелле, музея илсе каймалла. Интерактивлӑ пайӗ те пулӗ. Самах май, Чӑваш Ен ача-пӑча туризмне аталантарас тӗлӗшпе сӑнав проектне хутшӑнать. Кӑҫал 5-9-мӗш классем республикӑна курса ҫӳреҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 3178 ача турҫулҫӳреве кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчен илнӗ сӑн. Сергей Петров тунӑ видео скринӗ. Паян ҫӗрле Шӑмӑршӑра пурӑнакансем темӗн кӗмсӗртетнӗ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Шыв башни ӳкнӗ-мӗн. Паян республикӑра ҫил вӑйланнӑ. Башня шӑпах ӑна пула ӳкнӗ. Чӑннипе, башня кивелни пирки шӑмӑршӑсем ҫуллах калаҫнӑ. Вӑл трос ҫинче кӑна тытӑнса тӑнӑ, кӑштах ҫил тухсанах силленнӗ. «Вӑт ҫапла пӗтӗм Шӑмӑршӑ йӑтӑнать», — тет башня ӳкнине видео тунӑ ҫын. Аса илтерер: паян Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче ҫил пӗр ҫынсен теплицине йӑтса кӳршисем патне вӗҫтерсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() kurieronline.ru сайтри сӑн 7 уйӑхри ачана пуҫӗнчен ҫапнӑ арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Ку ӗҫ кӑҫал пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Етӗрнере пулнӑ. Вӑл хваттерӗнче хӑнана килнӗ хӗрарӑмпа эрех ӗҫнӗ. Лешӗ пӗчӗк ачипех ҫитнӗ. Ирхи 4 сехетре ача макӑрма пуҫланӑ. Ку арҫынна тарӑхтарнӑ. Вӑл пӗчӗкскерӗн хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен аллипе ҫапнӑ. Арҫын ачан пуҫ купташки хуҫӑлнӑ, пуҫ мими сиенленнӗ. Прокуратура ыйтнипе ачана амӑшӗнчен туртса илсе кукамӑшне (е асламӑшне) опекӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
