Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Куславккари «Кайӑк вӗҫевӗ» ятлӑ вырӑн чылай ҫынна, туриста илӗртет. Унтан тавралӑх питӗ илемлӗ курӑнать, Атӑл вара алӑ тупанӗ ҫинчи пекех.

Анчах ҫав вырӑнта чуччу кӑна пур. Куславкка район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта ҫуллахи кафе пулӗ. Ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ.

Администрацин шухӑшӗпе, ҫав лапамра парковка валли вырӑн сахал. Ҫавӑнпа унта хушма вырӑнсем тӑвасшӑн.

 

Республикӑра
drive.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drive.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен республика служби 7 вырӑнлӑ минивэн туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.

Тӳре-шара валли «Hyundai Staria» автомобиль туянасшӑн. Ҫав машина 7,1 миллиона яхӑн тенкӗ тӑрать.

Укҫана тӗллевлӗ субсиди шучӗпе уйӑрасшӑн иккен. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче палллӑ пулӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫичӗ кунта машина гаражра пулӗ.

 

Республикӑра
kartinkin.net сайтри сӑн
kartinkin.net сайтри сӑн

Чӑваш Ен Республика кунне хатӗрленме тытӑннӑ. Кӑҫал уяв йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта иртӗ. Ҫавӑн пекех уяв лапамӗ валли тепӗр муниципалитет суйлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ.

Яланхи пекех Акатуй, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ иртӗ. Шупашкарта экономика форумӗ 13-хут пулӗ.

Ҫӗнӗлӗхсем те пур. Кӑҫал Ҫамрӑксен уйлӑхне йӗркелеме палӑртнӑ. Вӑл «Культурӑсен диалогӗ» ятлӑ пулӗ. Ӑна Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентствипе пӗрле йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех Чечексен фестивальне пӗрремӗш хут ирттерме палӑртнӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Муркаш районӗнчи Кашмаш шкулне 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче уҫнӑ. Кӑҫал ҫуркунне вара унӑн территорийӗнче тӑпра ишӗлсе аннӑ. Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра ачасем каникулта пулнӑ – никам та суранланман.

Асфальтпа пӗрле тимӗр карта та ишӗлнӗ. Ҫапла ҫырма хуҫалӑх объекчӗ патнех ҫитнӗ. Вӑл вара шкул ҫурчӗшӗн пӗлтерӗшлӗ. Унта та ҫӗр ишӗлмӗ-и?

Шкулти лапама кӳрсе килнӗ тӑпра ҫинче тунӑ-мӗн. Шкулшӑн пӑшӑрханмалли ҫук – вӑл ҫирӗп ҫӗр ҫинчех ларать. Пушӑн 31-мӗшӗнче авариллӗ бригада, газ служби шкула тӗрӗсленӗ те ачасене шкулта вӗренме нимӗн те чӑрмантарманнине палӑртнӑ.

Затройщик ҫӗр типсенех ӗҫе пуҫӑнма шантарнӑ – хальлӗхе шкулӑн гаранти пур-ха.

 

Республикӑра
 Яндекс.Дзенри "Авангард IT-индустрии" сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
Яндекс.Дзенри "Авангард IT-индустрии" сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑвашла пӗлекен программист кирлӗ.

Институтӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине (калаҫма тата ҫырма) тата программӑлас ӗҫе пӗлекен специалист кирлӗ. Ӗҫе официаллӑ майпа илӗҫ. Резюмене human2000@yandex.ru электрон почтӑпа ярса пама ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/5219.html
 

Республикӑра
«Новостная барахолка» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Новостная барахолка» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрнери пӗр ҫамрӑк палламан кинемее пулӑшнӑ. Ҫавӑн пирки ватӑ ҫын каччӑ вӗренекен заведение тав туса шӑнкӑравланӑ.

Пӗр кунхине кинемей хӑйӗн килӗ умӗнчи пӑра ватса шыв ҫулӗ уҫма хӑтланнӑ. Ҫав самантра пӗр яш урампа иртсе пынӑ. Ватӑ ҫын нушаланнине кура вӑл кинемее пулӑшас тенӗ.

Каччӑ Тимур Чернов ятлине плтернӗ, Етӗрнери агротехника техникумӗнче вӗренет иккен.

Каярах кинемей вӗренӳ заведенине шӑнкӑравласа сирӗн патра ҫавӑн пек каччӑ вӗренет-и тесе кӑсӑкланнӑ, вӑл ӑна тав туса шӑнкӑравланине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнче пӗр арҫын пусӑран тухайман. Вӑл ӑна тасатас тесе 15 метр тарӑнӑшне аннӑ. Анчах ӑна тӑмлӑ пылчӑк ҫӑтма пуҫланӑ.

Тусӗсем ӑна пулӑшма тӑрӑшнӑ-ха, анчах май килмен. Ҫапла вӗсем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.

Ҫӑлавҫӑсем вырнӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем пусӑри арҫынна альпинист хатӗрӗсемпе туртса каларнӑ. Паллах, унта вӑл йӑлтах вараланса пӗтнӗ. Анчах пусӑран тухсан питӗ савӑннӑ, ҫӑлавҫӑсен тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86065
 

Республикӑра

Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине уявланӑ май логотип суйлассине пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмпе конкурса 76 ӗҫ килнӗ. Вӗсенчен 4-шӗ иккӗмӗш тапхӑра куҫнӑ. Вӗсенчен чи лайӑххине суйлӗҫ те.

Пӗр ӗҫ Чӗмпӗр облаҫӗнчен пулнӑ. Ыттисем - пирӗн республикӑран. Конкурса ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшӑннӑ.

Чи лайӑх логотипа ҫитес эрнере суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.

 

Республикӑра

"Сӑрҫи" заповедникри фотокапкӑнсем хӑмӑр упана ӳкерсе илнӗ. Эппин, Чӑваш Енре ҫак тискер чӗрчунсем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ.

Фотокапкӑнсем упа вӑрманта апат шыранине ӳкернӗ. Ӑна ӑннӑ темелле - вӑл хӗлле вилнӗ чӗрчун виллине тупнӑ.

Юлашки статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре 30 ытла хӑмӑр упа пурӑнать. Вӗсене республикӑри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.

 

Республикӑра
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех. Эппин, ейӗве пӗтӗмлетме вӑхӑт.

Телее, кӑҫал ейӳ тапхӑрӗ пысӑк инкексемсӗр иртсе кайнӑ. Кӑҫал ҫурхи ҫанталӑк самай маларах килчӗ пулсан та лару-тӑру лӑпкӑ пулнӑ. Ҫапах уйрӑм хуҫалӑхсене шыв кӗни, юханшывсем пӗве урлӑ каҫса кайни пулнӑ.

Паянхи кун юханшывсенче шыв шайӗ чакса пырать.

 

Страницӑсем: 1 ... 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, [126], 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, ...651
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та