Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
kukmor-rt.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kukmor-rt.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравланӑ чухне Элӗк районӗнчи пӗр хӗрарӑм Мӑн Этмен плотини ишӗлме пуҫлани, «Испухан — Мӑн Ямаш» ҫул япӑхни пирки пӗлтернӗ.

Олег Николаев ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, сметӑпа проект докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ. Республика ертӳҫи ӗнентернӗ тӑрӑх, плотинӑна кӑҫал, ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртнӑ.

Плотинӑсене тӗрӗслес ӗҫе республикӑра 2020 ҫултах пуҫланӑ-мӗн. Нумайӑшӗн хуҫи ҫук. Халӗ ҫав кӑлтӑка пӗтерессипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia/11699
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Васкавӑ медпулӑшу машини Шупашкар районӗнчи пӗр яла пациент патне ҫитнӗ те пӳрчӗ патне ҫитеймен - унта асфальт ҫул ҫук.

Пациент вара, 40 ҫулти ӳсӗр арҫын, килӗнче такӑнса ӳксе кӑкӑр тӗлӗнчи шӑммине хуҫнӑ. Вӑл пульницӑна пырасшӑн та пулман-ха, ыратнине ирттерекен укол тума ҫеҫ ыйтнӑ.

Тухтӑрсем ӑна ҫапах ӳкӗте кӗртнӗ, анчах машина патне наҫҫилккапа кам йӑтса тухӗ? Вӗсене Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Етӗрнере пӑрпа ларса кайнӑ ачасене ӑннӑ темелле. Юрать, ҫав вӑхӑтра пулӑҫ машинӑпа иртсе пынӑ. Телее, унӑн пӗрле кимӗ те пулнӑ.

Арҫынна хӗрарӑмсем чарса пулӑшу ыйтнӑ. Ачасем пӗр метр тӑршшӗ пӑр катӑкӗ ҫинче тӑнӑ. Шыв самай вӑйлӑ юхнӑ.

Арҫын часрах кимме тапратса ачасене ҫӑлма васканӑ. Часах вӑл вӗсене хӑваласа ҫитнӗ. Ачасене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85996
 

Республикӑра

Ҫӗпӗр мурне пула Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче тискер чӗрчунсене тытассине чикӗленӗ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсене тытассине ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен чикӗленӗ.

Ытларах чухне Ҫӗпӗр мурӗ чӗрнеллӗ чӗрчунсем чирлеҫҫӗ. Ҫапах хир сыснисем, тилӗсем, йӗкехӳресем инфекциленнине те палӑртнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫалхи кӗркунне урӑлтаркӑч уҫӑлӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Шупашкарта урӑлтаркӑч уҫас ыйтӑва пӗлтӗр тӗрлӗ ларура пӗрмаях сӳтсе явнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, ытти ведомствӑпа министерствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.

Паянхи куна илсен урӑлтаркӑч хӑш тӗлте пуласси татӑклӑн паллӑ мар-ха, ӑна каярах пӗлтерӗҫ.

Аса илтерер: хӑй вӑхӑтӗнче урӑлтаркӑчсене хупса пӗтернӗччӗ. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченпе 464-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ вӑя кӗчӗ. Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ е наркотикпа е ытти ҫавӑн пек япалапа минренисене пулӑшма урӑлтаркӑчсем уҫмалла.

 

Республикӑра
kidsbebus.ru сайтри сӑнукерчӗк
kidsbebus.ru сайтри сӑнукерчӗк

ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби сайра тӗл пулакан ятсен ТОПне хатӗрленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗнлерех ятсем хураҫҫӗ-ха?

Арҫын ачасен хушшинче сайра тӗл пулакан ятсен ТОП-8: Ганим, Родриго, Одилжон, Авель, Елизар, Джабраил, Деомид, Араз.

Хӗрачасен ТОПне вара ҫаксем лекнӗ: Бушро, Эилин, Евника, Кириена, Гомирис, Сумая, Тея, Осия.

Арҫын ачасене ытларах Матвей ят хунине палӑртнӑ, хӗрачасене - София.

 

Республикӑра
yakutia.mk.ru сайтри сӑн
yakutia.mk.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын 19 ҫул каяллах ҫухалнӑ. Анчах вӑл ав халӗ таврӑннӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче, 2007 ҫулта, ӑна хыпарсӑр ҫухалнисен йышне кӗртнӗ. Арҫын халӗ таврӑнсан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ хулара 2004 ҫултанпа вахта мелӗпе ӗҫленӗ.

Арҫын таврӑннине кура суд вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе йышӑннине пӑрахӑҫланӑ.

 

Республикӑра
chuvashia.sledcom.ru сайтран илнӗ сӑн
chuvashia.sledcom.ru сайтран илнӗ сӑн

Юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

2022 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӑл айӑпланнӑ пӗр ҫынна, лешӗ шалти йӗркене пӑснӑ пулин те, явап тыттарман. Ытти ӗҫчене те ҫав ҫынна тӗкӗнме хушман.

Кунсӑр пуҫне пуҫлӑх айӑпланнӑскере ҫӑмӑллатнӑ условисем ҫине куҫма пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫавна май лайӑх характеристика панӑ, документсене алӑ пуснӑ.

 

Республикӑра
мосдольщик.рф сӑнӳкерчӗкӗ
мосдольщик.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен предприятисемпе организацисем паян кун та пур. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне илсен, ӗҫ укҫин парӑмӗ — 26,4 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑна 18 организацире пухса тултарнӑ, пурӗ 694 ҫын шалу кӗтсе пурӑнать.

Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм пухса янин тӗп сӑлтавӗ — организацисен укҫа ҫукки, вӗсенче производство калӑпӑшӗ чакни, пурнӑҫланӑ ӗҫшӗн заказчиксем вӑхӑтра тӳлеменни.

Республикӑн Ӗҫ инспекцине кӑҫалхи икӗ уйӑхра ӗҫ укҫин парӑмӗ пирки 74 ҫын ҫӑхавланӑ. Яваплисем тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ ирттернӗ хыҫҫӑн предприяти-организацисем 127 ҫын умӗнчи 7,3 миллион тенкӗ парӑма тӳлесе татнӑ.

 

Республикӑра
Владимир Михайлов 2015 ҫулта тунӑ сӑн
Владимир Михайлов 2015 ҫулта тунӑ сӑн

Йӗпреҫри автовокзалта - автоматизациленӗ тытӑм. Унта алӑксем хӑйсемех уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа пассажир вокзал хупӑнсан та унта кӗме пултарать. Кун валли алӑк патӗнче пускӑча кӑна пусмалла. Сигнал диспетчер патне ҫитет те вӑл алӑка уҫать.

Кунсӑр пуҫне вокзалта ЖК-телевизор пур. Унта автобуссемпе пуйӑссен расписанийӗ курӑнать. Ҫавӑн пекех залри сывлӑш температурине палӑртать вӑл. Вокзала видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Аудио- тата видеороликсем те курма пулать.

 

Страницӑсем: 1 ... 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, [127], 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, ...651
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2026 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 02

1865
161
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ.
1941
85
Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ.
1951
75
Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи