
Лариса Петрова ҫыравҫӑна «Языковая арт-резиденция. Музыка слова» проекта хутшӑнма йыхравланӑ.
Асӑннӑ проектӑн эксперчӗсем мероприятие хутшӑнакансене конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Чӗлхеҫӗсен мероприятийӗ Алтай тӑрӑхӗнче тата Алтай Республикинче утӑ уйӑхӗнче пулса иртӗ. Унта хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫыракан ҫамрӑк авторсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан поэтсемпе прозаиксем. Ҫавсен шутӗнче Лариса Петрова та пур. Вӑл «Хыпар» издательство ҫуртӗнче самай ҫул ӗҫлет. Лариса — поэт, прозаик тата куҫаруҫӑ.
Мероприятие хутшӑнма тивӗҫ кандидатсене Раҫҫей писательсен союзӗн, Раҫҫейри ача-пӑчапа ҫамрӑксен писателӗсен союзӗн членӗсем, Раҫҫейӗн тӑван чӗлхесен институчӗн тата Горький ячӗллӗ Литература институчӗн тата ыт.те ӗҫченӗҫем суйланӑ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗнче Тимӗр Алюш Валин (Валентина Кирилловӑн) «Нарпике ӑраскалӗ» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Мероприяти ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Роман пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Венера Усанова ку кӑларӑм пирки ун чухне ҫапларах хыпарланӑччӗ: «Нарпике ӑраскалӗ» кӗнекери ӗҫсем 1900–2023 ҫулсенче пулса иртеҫҫӗ. Романри тӗп сӑнар – Нарпике ятлӑ чӑваш хӗрӗ. Малтанах вулакан унӑн аслашшӗ-асламӑшӗн – Тимреспе Сарпин – кун-ҫулӗпе кӗскен паллашӗ, унтан ашшӗпе амӑшӗ – Арханпа Элиме – патне куҫӗ. Туслӑ та пуян ҫемьере ӳсекенскерӗн малашлӑхӗ те ҫутӑ, тумхахсӑр пулас пек. Тӑван яла, ҫӗр ӗҫне питӗ юратать вӑл. Тантӑшӗсем пек хулана кайма ӗмӗтленмест, ҫуралнӑ тӑрӑхрах тӗпленесшӗн. Таса юрату ҫинчен ӗмӗтленекен хӗрӗн кун-ҫулӗ тахӑш самантра арӑш-пирӗш ҫаврӑнса каять».

Пуш уйахӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнекин хатлавӗ иртнӗ. Халӑх чылаййӑн пухӑннӑ: ҫыравҫӑсем, журналистсем, ӑсчах-литературоведсем, педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем…
Олег Прокопьев ҫак кӗнеке мӗнле ҫурални пирки каласа кӑтартнӑ, хӑш-пӗр сӑввине вуланӑ. Унӑн сӑввисене ыттисен те вулас кӑмӑл ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова, Олег Прокопьевӑн хӗрӗ Салампи, Чӑваш наци вулавӑшӗн вулаканӗ Сергей Пятаков, Муркаш округӗнчи Калайкасси шкулӗн ачисем сӑвӑ йӗркисене вуланӑ. Ҫавӑн пекех унӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ: Елена Смородинова, Ольга Лукова, Эдуард Андреев, Алена Алексеева, Любовь Гордеева, Дмитрий Моисеев, Ирина Лампасова, Раиса Казакова-Сейт, «Эткер» фольклор ансамблӗ…
Хӑнасем те тухса калҫнӑ. Акӑ, тӗслӗхрен, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов авторӑн сӑввисем хӑйне евӗр пулнине палӑртнӑ.
Ҫак кӗнекепе Чӑваш наци вулавӑшӗнче паллашма пулать.

Иртнӗ эрнере Элӗкри тӗп вулавӑшра чӑваш ҫыравҫисемпе тӗлпулу иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн 155 ҫулхине халалланӑ. Тӗлпулӑва Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тата Раҫҫейри писательсен пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтри калем ӑстисемпе тӗл пулса калаҫма, вӗсен пултарулӑхӗпе паллашса, авторсен хайлавӗсене итлеме Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Чӑваш ҫыравҫисемпе тӗл пулма вулавӑша пӗрмай ҫӳрекен кӗнеке тусӗсене те чӗннӗ, вӗсем те хавхалансах пынӑ.
Пухӑннисем итлесе ларнипех ҫырлахман, хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пама пултарнӑ. Ҫыравҫӑсем кашни ыйтӑвах тӗплӗн хуравланӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫ ҫулӗпе кӑсӑкланнӑшӑн тав тунӑ.

Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Поэзи кунӗ пулнӑ май Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ пирӗн шкулта ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.
Олег Прокопьев, Ольга Иванова Австрийская, Улькка Элмен ачасене хӑйсен сӑвӑ-калав ҫырас ӗҫӗнчи пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ, хӑйсен сӑввисене вуланӑ, кӗнекисене шкул вулавӑшне парнелесе хӑварнӑ.
Шкулти чӑваш чӗлхи учителӗ Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Антонина Андреева тата Ольга Тимофеева аслӑ классенче вӗренекенсемпе Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен калаҫнӑ, вӗсене интерактивлӑ вӑйӑ мелӗпе сӑвӑҫ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме пулӑшнӑ.
Иван Иванов чӑваш халӑх артисчӗ ачасене чун туртӑмне шкул ҫулӗсенчех шырамалли, камӑн мӗнле пултарулӑх пуррине кура ӑна аталантарса пымалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗпе хисепленекен Литература музейӗнче сӑвӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Пултарулӑх ҫыннисене пуҫтарнӑ ҫак мероприятие Тӗнчери ҫыравҫӑсен кунне халалланӑ. Александр Николаевӑн «Тушь, перо, хут» графика куравӗпе те паллашнӑ.
Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ, чӑваш халӑх ҫыравҫи Сергей Павлов хӗрарӑмсене ҫурхи уявпа саламланӑ. Арсений Тарасов, Василий Кервен, Анатолий Хмыт, Олег Кульев ҫыравҫӑсем хӗрарӑмсен чӗрине тыткӑнлакан илемлӗ сӑвӑсем вуласа панӑ.
Улькка Эльмень, Светлана Гордеева, Лидия Филиппова, Зоя Сывлӑмпи, Нина Пӑрчӑкан, Галина Кӗмӗл, Раиса Воробьева, Наталия Селезнева, Ольга Васильева, Лариса Петрова, Ольга Австрийская ҫыравҫӑсемпе поэтсем сӑвӑсем вуланӑ. Чӑваш эстради юрӑҫи Роза Степанова юрӑсем шӑрантарнӑ.

Леонид Фадеева Шупашкар районӗнче пурӑнакансем аван пӗлеҫҫӗ. Атӑльялӗнче 1939 ҫулта ҫуралнӑскер Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ пулнӑ. Специальноҫпа вӑл вара – агроном. Ахаль агроном та мар, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Бригадирта, колхоз председателӗнче, совхоз директорӗнче, КПСС райкомӗнче йӗркелӳ пайӗн инструкторӗнче, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пай пуҫлӑхӗнче, министр ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Сӑвӑ ҫырма ачаранпах пуҫланӑ. Унӑн сӑввисене чӑваш композиторӗсем юрра хывнӑ.
Леонид Фадеева хӑйӗн сӑввисене кӗнекен те пичетлесе кӑларнӑ: 1999 ҫулта – «Пурӑнар-и, тусӑм, юратса» ятпа пичетлесе кӑларнӑ, «Пурнӑҫ ҫулӗ» ятпа – 2001 ҫулта.

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 12-мӗш шкулӑн Г. Н. Волков академик ячӗллӗ музейӗнче «Чӗрӗ урок» иртнӗ. Ӑна чӑваш чӗлхи вӗрентекен Анисия Игнатьева ертсе пынӑ.
10-мӗш А класра вӗрентекенсен хӑйне евӗрлӗ уҫӑ урокне Николай Ишентей чӑваш ҫыравҫи хутшӑннӑ.
Урока ертсе пынӑ Анисия Павловна ҫыравҫӑпа кӗскен паллаштарнӑ, унтан калем ӑстине хӑйне сӑмах панӑ.
Николай Ишентей (чӑн хушамачӗ Петров) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ, кайран университетра литература енӗпе вӗреннӗ.
Тӑван колхозра инженер пулса ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑ ачасене шкулта вӗрентнӗ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ.

«Пуринчен малтан» телеграм-канал хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ: паян Порфирий Афанасьевӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вал кӑшт ҫеҫ 84 ҫул тултарайман.
Порфирий Васильевич Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 1942 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл – Чӑваш халӑх поэчӗ, журналист, куҫаруҫӑ, педагог, драматург, чылай кӗнеке авторӗ. Литературӑра вӑл Пурхи Ахван псевдонимпа та ҫырнӑ.
Порфирий Афанасьев пӗр хушӑ «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра ӗҫленӗ, «Хатӗр пул» журнала ертсе пынӑ, ЧР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн правленийӗн председателӗ пулнӑ.

Чӑваш халӑх поэтне Юрий Сементере 85 ҫул тултарнӑ ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те саламланӑ.
Паллӑ кун ячӗпе музей «Сӑввӑмсем – ҫӗр ҫитмӗл туйӑм кӗввисем» ятпа курав уҫнӑ. Унта поэтӑн докуменчӗсемпе, кӗнекисемпе, алҫырӑвӗсемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, Литература музейне Юрий Сементер парнеленӗ ытти япалапа паллашма пулать.
Пултарулӑх каҫне Улькка Эльмен, Анатолий Кибеч, Василий Захаров, Галина Матвеева тата ытти ҫыравҫӑ хутшӑннӑ. Саламлакансен йышӗнче «Трак Ен» ентешлехӗн председателӗ Иван Архипов та пулнӑ.
