Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Никифор Мранькка чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫуралнӑ. Чиркӳпе прихут шкулӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ, ҫав шутра матрос та, вӑрман тиекен те пулнӑ.
1925 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна вырӑнти ял совечӗн председательне лартнӑ, тепӗр ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш АССР халӑх комиссариачӗн коллеги пайташӗ пулма шаннӑ.
1931 ҫулта вӑл Мускаври кинематографистсен институтӗнчи киносценаристсен ҫулталӑклӑх курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулччен «Чӑвашкинора» сценарист пулнӑ. Унсӑр пуҫнӗ вӑл 1933–1938 ҫуосенче «Союзкинохроникӑн» чӑваш студийӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. 1938–1942 ҫулсенче «Ленин ялвёпе» хаҫат редакторӗнче тимленӗ. 1942 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫарта политика ӗҫченӗ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Куславкка районӗнче партин райкомӗнче агитаципе пропаганда пайӗн заведующийӗнче, райӗҫтӑвкомра культура учрежденийӗсен пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Никифор Мранькка 1973 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Куславккара пытарнӑ.
Унӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗ — нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ. Асӑннӑ роман тӑрӑх Чӑваш академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑ.
Валери ТУРКАЙ // 6573.6.0143
2026.06.10 04:52 | |

Анчах та июнĕн 9-мĕшĕ вăл -- кивĕ стильпе! Çĕнĕ стильпе Никифор Федорович июнĕн 22-мĕшĕнче çуралнă.
Тата темшĕн кунта Мранькана 1950 çулта айăпĕ пачах та çук çĕртен, вырăнти иртĕнсе çитнĕ партократсене критикленĕшĕн тĕрмене хуптарни пирки çырман... Çырмаллах пулнă! Мранька ун чухне, хăйне мĕн кĕтнине пĕлсех, хура халăха хÿтĕленĕ пулнă. Ку вăл - чăн-чăн Паттăрлăх пулнă!
Валери ТУРКАЙ.
10.06.26. Хырай Ĕнел.