Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Гордеевсем ҫемье докуменчӗсене архива панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.05.2026 12:48 | 236 хут пӑхнӑ
Персона
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Гордеевсем ҫемье докуменчӗсене Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивне панӑ. Ку пулӑма Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ятарлӑ мероприяти йӗркелесех туса ирттернӗ. Унта Архив директорӗ Светлана Казеева тата учреждени ӗҫченӗсем, Светлана Гордеева поэт, художник, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хутшӑннӑ.

Светлана Денисовна архива хайӗн тата ашшӗн, чӑваш халӑх писателӗн, Денис Гордеевӑн докуменчӗсене панӑ.

Денис Викторович — СССР Писательсен союӗн членӗ, 20 ытла кӗнеке авторӗ, ҫав шутра вӑл 5 роман, 30 повесть, 150 ытла калав ҫырнӑ. Вӑл чылай ҫул республикӑри паллӑ публицистсенчен пӗри пулнӑ. Унӑн хӗрӗ Светлана Денисовна ачасемпе аслисем валли вырӑсла ҫырать.

#архивсем, #культура, #ҫыравҫӑсем, #поэтсем, #художниксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

ЛЕШ // 2515.38.6473
2026.05.19 09:06
ТӳРЛЕТ Денис ВИКТОРОВИЧ ГОРДЕЕВ!
2026.05.19 10:20
Таисия Ташней
Тимлӗ пулнишӗн пысӑк тав. Тӳрлетрӗм.
Тӗлӗнмелле те, анчах ҫӑлкуҫра, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче, ҫавӑн пек ҫырса хунӑ. Хама шанманнипе паян тепӗр хутчен кӗрсе пӑхрӑм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем