Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫул-йӗр

Республикӑра
Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн
Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн

Улатӑрта Ҫул-йӗрпе патруль службинин испекторӗсем ҫул ҫинче «шестерка» пынине курсан ӑна чарма шутланӑ. Анчах водитель чарӑнма мар, пушшех те хытӑрах кайма пуҫланӑ.

Инспекторсем ун хыҫҫӑн 2 ҫухрӑм хӑваланӑ. Громкоговорительпе каласан тин водитель чарӑннӑ. Медосвидетельствовани вӑл ӳсӗр пулнине палӑртнӑ.

Ку кӑна мар-ха. «Шестерка» учетран илнӗскер, тимӗр-тӑмӑра янӑскер пулнӑ иккен. Унӑн номерӗ те пулман. Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_262617
 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Ӗнер каҫхи 7 сехет ҫурӑра Атӑл леш енче «Tойота RAV 4» тата «Шупашкар – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пырса ҫапӑннӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, авари «Тойота» водительне пула сиксе тухнӑ. Вӑл, Калмӑк Республикинчи арҫын, ҫул пӑрӑнӑшӗнче хирӗҫ ҫул ҫине тухса маршруткӑпа ҫапӑннӑ. «Тойота» водителӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Микроавтобусра пассажирсем пулнӑ, икӗ ҫын аманнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Улатӑрта пурӑннӑ упӑшкипе арӑмӗн Волгоград облаҫӗнчи хӑрушӑ аварире пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Авари ӗнер ирхине 4 сехет ҫурӑра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа Рио» ҫӑмӑл машина водителӗ дистанцие пӑхӑнман, йывӑҫ тиенӗ «Мерседес» прицепӗ айне кӗрсе кайнӑ.

Кун хыҫҫӑн ҫӑмӑл машина тата прицеп ҫунма тытӑннӑ. «Киа Рио» водителӗ тата унта пулнӑ икӗ пассажир васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/115207
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Вӑрмар поселокӗнче 45 ҫулти хӗрарӑма вилмеллех ҫапса кайнӑ.

Ку инкек каҫхине 18 сехет те 9 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Баргузин» ГАЗ машина рулӗ умӗнче ларнӑ 34-ри водитель «зебра» урлӑ каҫакан хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/8328
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине 20 сехет те 50 минутра Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗньял Катек ялӗ ҫывӑхӗнче ГАЗель водителӗ велосипедпа пынӑ арҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 39 ҫулти арҫын ҫул хӗррипе пынӑ велосипедист ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вырӑнта ҫутӑ ҫук. Ҫитменнине, велосипедпа пынӑ арҫыннӑн тумӗ ҫинче те тӗттӗмре ҫутатакан хатӗрсем пулман. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.

Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Пӑтӑрмахсем
 «За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Паян каҫхине М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Карачура хушшинче, 5 машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, массӑллӑ авари микроавтобус водителӗ дистанцие пӑхӑнманнипе пулнӑ.

Темиҫе ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Икӗ ачана пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.

Автобус рулӗ умӗнче 22 ҫулти арҫын пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл руль умӗнче кӑшт тимсӗрленнӗ те дистанцие пӑхӑнманнипе «Шевроле» ҫине пырса кӗнӗ. Ҫапла «сӑнчӑрпа» 3 машина, 1 микроавтобус ҫапӑннӑ. Шар курнӑ ҫынсем «Шевролере» пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнӗр каҫхине Шӑмӑршӑ округӗнче водитель пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Ку инкек Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчун ҫул ҫине чупса тухсан «Киа Рио» машина водителӗ, 57 ҫултискер, чарӑнса ӗлкӗреймен. Вӑл пӑшие ҫапса хӑварса хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, ГАЗельпе ҫапӑнса кювета чӑмнӑ.

Водитель йывӑр суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ. Машинӑра тепӗр икӗ хӗрарӑм пулнӑ, вӗсене вырӑнта медпулӑшу панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗ тӗлӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.

67 ҫулти хӗрарӑм каҫхи ултӑ сехетре ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпах каҫнӑ-ха вӑл. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Тойота Альфард» пырса кӗнӗ. Машина рульне тытса пынӑ 38 ҫулти арҫынна тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ.

Машина айне пулнӑ ватӑ хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл Атайкассинче пурӑнаканскер пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/8193
 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws форумар вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws форумар вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче пулса иртнӗ инкекре 32 ҫулти водитель пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Патшалахӑн автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче «Lada Kalina» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Volkswagen Teramont» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре «Лада» водителӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта «Volkswagen Polo» автомашина Дзержинский тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта хӗрачана ҫапса кайнӑ. Инкек ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 15 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.

Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнче 24 ҫулти водитель пулнӑ. 13 ҫулти хӗрача ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ.

Водитель светофорӑн сарӑ ҫутипе иртсе пынӑ иккен.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 202
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ