
Паян ҫӗрле Канаш округӗнче пулнӑ аварире 27 ҫулти водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хӑрушӑ авари Вӑтапуҫ ялӗ патӗнче пулнӑ. «Вольво» рулӗ умӗнче ларнӑ водитель руле итлеттереймен – машина кювета чӑмнӑ та ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран водитель питӗ вӑйлӑ аманнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.
Водитель урӑ пулнӑ-и е ҫук-и – Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.

Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автобуспа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкекре 1 ҫын вилнӗ, 10-ӑн аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗрне килте сипленме янӑ. Инкекре аманнисем хушшинче ачасем ҫук тесе пӗлтернӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) форумра хыпарланӑ тӑрӑх,
«Гранта» ҫӑмӑл машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса ПАЗ автобуспа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина водителӗ инкекре вилмеллех аманнӑ.

Шупашкар районӗнчи ялсенче нимелле ҫул юсаҫҫӗ. Укҫан пӗр пайне халӑхран пухнӑ, ыттине — республика тата муниципалитет хыснинчен уйӑрнӑ. Вырӑнти администрацин хӑтлӑх кӳрессипе тата территорие аталантарассипе ӗҫлекен управлени 11,5 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пурнӑҫлакана Мускавран тупнӑ.
Мускаври подряд организацийӗн ҫулсене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен юсаса пӗтермелле.
«Автомобиль ҫулӗсене юсасан транспорт инфраструктури лайӑхланӗ, ку вӑл ялсенче пурӑнакансемшӗнех лайӑх», – тенӗ республикӑн Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службӑн ертӳҫи Сергей Егоров.

Паян ирхине Шупашкарта маршрутка ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. Инкеке пассажирсене турттаракан транспортсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫӑмӑл машина ҫакланнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 3 ҫын шар курнӑ.
Пӑтӑрмах ирхи 9 сехетре Айхи проспектӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, БМВ машина тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне маршруткӑна ирттерсе яман. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Кайран маршрутка хирӗҫ килекен Renault Logan автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре виҫҫӗн аманнӑ: Renault машинӑн 30 ҫулти водителӗ, общество транспортӗнчи 20 тата 24 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Паян Шупашкарта велосипедпа пыракан ҫынна пӑши амантнӑ.
38 ҫулти арҫын «Роща» ҫул ҫаврӑмӗ тӗлӗнчи Никольски проспектпа пынӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнчен инҫех мар велосипед умне кӗтмен-туман ҫӗртен пӑши сиксе тухнӑ.
Тискер чӗрчун ҫине пырса кӗрес мар тесе арҫын руле пӑрса янӑ, анчах хӑй асфальт ҫине хыттӑн персе аннӑ.
Инкек кӑнтӑрла иртни 12 сехет те 45 минутра пулса иртнӗ.
Мӑйракаллӑ ҫак чӗрчун йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем пырасса кӗтсе тӑман — ҫывӑхри вӑрмана тарса кӗнӗ.
Шар курнӑ велосипедиста васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна унти тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ.

Паян Шупашкарти аэропорта каллех хупса хунӑ. Вӑхӑтлӑха.
Хулара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тата ракета хӑрушлӑхӗ пуртан сирена янӑранине эпир кӑшт маларах хыпарласа ӗлкӗрнӗччӗ. Ҫавна май самолётсем те вӗҫме чарӑннӑ. Ку вӑл — хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑнас тӗллевпе тунӑ йышӑну.
Росавиаци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак самантра Тамбоври, Пензӑри, Сарӑтури, Самарти, Чӗмпӗрти аэропортсене хупса хунӑ.
Сӑмах май каласан, паян ирпе, ҫичӗ сехет хыҫҫӑн, сирена Ҫӗнӗ Шупашкарта та янӑранӑ.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн тата асӑннӑ ҫӗршывпа ӗҫпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ку чӑннипех те ырӑ хыпар. Шупашкартан Минска каяс тесен малашне хамӑр ҫӗршыври пысӑк хуласем урлӑ ҫӳреме тивмӗ.
Ҫӗнӗ авиарейс утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Минска пассажирсене «Аэрофлот» компани турттарӗ. Лоукостерсемпе танлаштарсан унӑн хакӗ кӑшт пысӑкрах та, апла пулин те тӳрӗ рейс уҫни питех те паха.
«Аэрофлот» компанин самолечӗсем Шупашкартан Минска эрнере икӗ хутчен вӗҫӗҫ: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен. Самолет ҫула ирхи 6 сехет те 15 минутра тухӗ. Апла пулсан асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулине иртерех ҫитсе унта кунӗпех курса ҫӳреме май килӗ.

Шупашкарта 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус юпана пырса ҫапӑннӑ.
Ку эрнекун, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Энергозапчасть» чарӑнура пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, водителе тӑрук япӑх пулса кайнӑ та вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Маршрутка малтан маршруткӑпа пӗр еннеллех пынӑ троллейбуса лекнӗ, унтан юпана пырса тӑрӑннӑ.
Юрать-ха, пассажирсем аманман. Анчах вӗсем самаях хӑраса ӳкнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, авари водитель хӑйне япӑх туйнӑран пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Чӑваш Енре «Мускав-Ҫӗпӗр ҫулӗ: Чӑваш Енри ҫулсен историйӗ пирки таврапӗлӳҫӗ ҫырса пынисем» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Татьяна Самылова тата Надежда Титова таврапӗлӳҫӗсем кӑларнӑ.
Трансҫӗпӗр магистральне тӑвиччен Ҫӗпӗр ҫулӗ ҫӗршыври тӗп ҫул шутланнӑ. Вӑл 10 пине яхӑн ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Ҫул Раҫҫейӗн Европа пайне Инҫет Хӗветухӑҫпа тата Китайпа ҫыхӑнтарнӑ. Ун тӑрӑх чей турттаракан каравансем ҫӳренӗ, почта ҫӳретнӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ҫулпа ҫынсене Ҫӗпӗре каторгӑна тата ссылкӑна янӑ.
Ҫӗпӗр ҫулӗ Чӑваш Ен урлӑ та выртнӑ: Мӑн тата Кивӗ Сӗнтӗр, Шупашкар, Шӗнерпуҫ тата ытти ялсем витӗр тухнӑ.

Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлав министерстви шӑл ыратнӑран пуйӑсран анса юлнӑ пассажира пулӑшни пирки хӑпартланса пӗлтернӗ.
Мускавран Хусана кайма тухнӑ 024М-мӗш номерлӗ пуйӑсра ларса пыракан арҫыннӑн шӑл хытӑ ыратма тапранса кайнӑ. Александр малтан эмел ӗҫнӗ-ха, ыратни малтанласа лӑпланнӑ, анчах коронка айӗнчи шӑл кӑштахран чӑтма ҫук канӑҫсӑрлантарма тапранса кайнӑ.
Арҫын кун пек пулсан Хусана ҫитсе пӗтеймессине ӑнланса илнӗ те ҫул ҫинче стоматолог патне ӑҫта кӗрсе тухма май пуррипе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫапла вара вӑл Ҫӗмӗрлере анса юлнӑ. Республикӑн стоматологийӗн поликлиники уҫӑлнӑ ҫӗре вӑл пульница патне ҫитсе те тӑнӑ.
Любовь Грядинская стоматолог коронка айӗнче шӑла юсаса пломба лартса янӑ.
9 сехет те 45 минутра Ҫӗмӗрле витӗр Хусана каякан 130Х-мӗш номерлӗ пуйӑс ҫине ӗлкӗрнӗ, кӑнтӑрла иртни пӗрре ҫурӑна вӑл Хусана ҫитнӗ те.
