Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.4 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шашлӑк ҫиме юратакан ҫамрӑксен 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Ку вӑл шашлӑкран пистерес тесе тунӑ япала мар-ха. Ку вӑл вӑрманта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑхӑнманшӑн явап тыттарассине пӗлтерет.

Изъяр кӳлли патӗнче ҫамрӑксен пӗр ушкӑнӗ шашлӑк пӗҫерсе ҫинӗ. Пӑтӑрмах иртнӗ канмалли кунсенче пулса иртнӗ. Йӗркене пӑсакан ҫамрӑксене «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ. Шашлӑк мангал ҫинче пӗҫерекеннисем тӑватӑ ҫамрӑк пулнӑ.

Республикӑра халӗ пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тӑрать, ҫавна май ҫамрӑксен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Йӗркене пӑхӑнмаран вӗсен пысӑк штраф тӳлеме тивӗ. Унӑн виҫи 40 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран.

 

Пӑтӑрмахсем
www.istockphoto.com сӑнӳкерчӗкӗ
www.istockphoto.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 29 ҫулти хӗр ултавҫӑсен капкӑнне хӑй ҫакланни ҫитмен, ашшӗ-амӑшне те ҫав авӑра илсе кӗрсе кайнӑ.

Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Вӑл каласа кӑтартна тӑрӑх, мессенджерсенчен пӗринче ӑна инвестици лапамӗнче укҫа туса илме пулать тесе сӗннӗ. Телефонпа улталакансем каланӑ счет ҫине хӗр 879 пин тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутран 21 пинӗ ҫеҫ хӑйӗн укҫи пулнӑ. Ыттине вӑл кредит илнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн 50-56 ҫулсенчи ашшӗ-амӑшне те ҫавӑн пек тума ӳкӗте кӗртнӗ. «Малашлӑхлӑ проекта» хайхисем 1 миллион та 700 пин тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 300 пинӗ ҫеҫ хӑйсем пухса пынӑ укҫа, ыттине кредит илнӗ.

Пӗтӗмпе ҫемье 2 миллион та 610 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр юханшывӗнче 38 ҫулти пулӑҫ путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мешӗнче, пулнӑ.

Арҫын Тверь облаҫӗнчен Чӑваш Ене хӑнана килнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, вӑл тусӗпе, хӗрарӑмпа, тата унӑн шӑллӗпе пулӑ тытнӑ. Арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗме шухӑшланӑ, шыва кӗме юраманни пирки асӑрхаттарса ҫырса ҫакнӑ табличкӑсем пулни те ӑна тытса чарман. Анчах вӑл темиҫе метр ишнӗ те путма пуҫланӑ. Ҫыран хӗрринчисем ӑна пулӑшма хӑтланнӑ, анчах усси пулман.

Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Унӑн виллине водолаз тупнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Тверь облаҫӗнчен питӗ хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. М-10 федераци ҫулӗ ҫинче пулнӑ аварире Чӑваш Республикинчи ҫемье вилнӗ.

Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен. Аварире 35 ҫулти хӗрарӑм (вӑл спутник хулара дзюдо енӗпе тренерта ӗҫлет), унӑн упӑшки тата 14 ҫулти хӗрӗпе 4 ҫулти ывӑлӗ вилнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 40 минутра ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса КамАЗпа ҫапӑннӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫемье отпускра пулнӑ. Инкек пуличчен темиҫе сехет маларах хӗрарӑм ҫемьепе Мускавра ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса лартнӑ, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗпе саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/pgnovchik
 

Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнче 54 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Халӗ ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.

Ҫухалнӑ арҫын ячӗ — Олег Иванович Базян. Вӑл Сиккасси ялӗнче пурӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен таҫта тухса кайса ҫухалнӑ.

Арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ. ҫӳҫне шакла хыртарнӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне хура куртка, кӑвак шӑлавар, хурарах симӗс тӗслӗ атӑ, ҫӑрӑ тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Ҫухалнӑ арҫынна куракансене 8 800 700-54-52 тӳлевсӗр номерпе е 89876687081 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗнче «Лиза Алерт» отряда Чӑваш Енри 26 ҫынна шыраса тупма пулӑшма ыйтса заявка ҫитнӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Улатӑр хулинче ӳсӗр хӗрарӑм хапхана пырса тӑрӑннӑ. Машини хӑйӗн те мар, ют ҫыннӑн.

К.Иванов урамӗнче 66 ҫулти арҫын УАЗ «Патриот» машинине питӗрмесӗр хӑварнӑ, уҫӑ салонра пулнӑ. Ҫак самантпа вара иртсе пыракан хӗрарӑм усӑ курма шутланӑ. Унӑн водитель прави те пулман. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ.

Ку хӑратман ӑна. Тытнӑ та тапратнӑ машинӑна. Анчах инҫех каяйман — ҫурт хапхине пырса тӑрӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ҫакна курнӑ та ӑна малалла кайма паман, часрах полицие чӗннӗ.

Палӑртса хӑварар: ҫак хӗрарӑм криминалпа ҫыхӑннӑ, судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ав каллех явап тытма тивӗ: машина тапратса кайнӑшӑн тата руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн. Куншӑн 5 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене хушма хуҫалӑх тытма тата пӳрт тума ҫӗр параҫҫӗ. Анчах асӑннӑ лаптӑка ял-хуларан аякра уйӑрса панине кура ку пулӑшу хут ҫинче тӑрса юлать тесен те юрать. Ҫӗр илменнисене 250 пин тенкӗ параҫҫӗ-ха, анчах вӑл укҫа та пысӑк суммах мар.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков асӑннӑ категорие ҫӗр ӑҫта панине уҫӑмлатас тесе ҫыру та шӑрҫаланӑ. Анчах ун патне ячӗшӗн тенӗ пек ҫырнӑ хурав килсе выртнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Сергей Хваткин Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫара кайнӑ. Унта вӑл миномет батарейинче пулнӑ. Ҫапӑҫусенчен пӗринче вӑл хӑрах урасӑр тӑрса юлнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан ҫемье сусӑр ҫынна уйрӑм пӳртре пурӑнма меллӗрех тесе ҫӗр илме шухӑшланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗр сӗннӗ. Анчах унта шыв та, ҫутӑ та, ҫул та ҫук иккен. Каярах Ольдеево ҫывӑхӗнче сӗннӗ. Унта та услови ырах мар иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем полицейски ӗҫченӗ Кӑркӑстана кайма тӑнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 200 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Ют ҫӗршыва тухса кайма тӑнӑ ҫын халӗ йӗрке хуралӗнче ӗҫлемест-ха. Апла пулин те унӑн ют ҫӗршыва кайма юраман. Мӗншӗн тесен вӑл патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ.

Ҫав арҫын 2017–2024 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗнче тӑрӑшнӑ, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланакан даннӑйсене пӗлсе тӑнӑ. Ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн унӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен урӑх ҫӗршыва кайма юраман.

Экс-полицейски чӳк уйӑхӗччен тӑхтаса тӑрас темен, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Кӑркӑстана кайса килес тенӗ. Ҫавӑншӑн ӑна суд 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш хулинче пушарнӑйсем пилӗк ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ. Ку инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ.

Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче 5 хутлӑ ҫурт хваттерӗнче пушар тухнӑ – унта япала типӗтекен машина ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ лавккана кайнӑ, машинӑна вара сӳнтерсе хӑварман.

Ҫулӑм мачча, стенасем тата япаласем ҫине куҫнӑ. Килте вара пилӗк ҫулти хӗрача пӗчченех пулнӑ. Амӑшӗ ӑна пӗрле илсе кайман, хӑварнӑ.

Тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене кӳршисем чӗннӗ. Вӗсем вырӑна ҫитсен хваттер алӑкне ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, пӗчӗк хӗрачана тӗтӗм ӑшӗнчен илсе тухнӑ. Ҫав самант тӗлне ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланса тӑнне ҫухатнӑ. Вӑйлах аптӑранӑскере Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын пӗлӗшне хӗнесе вӗлернӗ. Вилене тупнӑ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем ҫын пурнӑҫне кам татнине тӗпчеме пуҫланӑ. Часах вӗсем кун пек усал ӗҫ тума пултарнӑ ҫын йӗрӗ ҫине те тухнӑ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 56 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шупашкарти хваттерте вӑл пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та чышкине ирӗке янӑ. Пӗрре сулса янипех ҫырлахман, хӗнесе пӗтернӗ. Суранланса пӗтнӗ арҫын инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.

Ҫынна хӗнесе вӗлернӗ арҫынна пакунлисем кӑштахран тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупса хума йышӑннӑ.

Ҫав вӑхӑтрах тӗпчевҫӗсем ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Унтан ӗҫе суда ярса парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 469
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та